Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Тимаков Виктор Иосифович
Тимаков Виктор Иосифович (1910 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Нурӑс ялӗ, Етӗрне уесӗ — 1975 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче вилнӗ, Одесса хули) — совет ҫар пуҫлӑхӗ, генерал-майор (1959). Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
Виктор Иосифович Тимаков 1910 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Етӗрне уесӗнчи Нурӑс ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикин Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗ) ҫуралнӑ.
1931 ҫулта Хусанти пехота ҫар училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1941 ҫулта — М. В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академинчен, 1949 ҫулта СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен Тӗп штабӗн Ҫар академинчен вӗренсе тухнӑ.
1931—1939 ҫулсенче Уйрӑм Инҫет Тухӑҫ ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1941—1945 ҫулсенче Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ: дивизи штабӗн отделени пуҫлӑхӗ, 32-мӗш, 357-мӗш тата 370-мӗш стрелоксен дивизийӗсен штаб пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн корпус штабӗн пуҫлӑхӗ, Румыни халӑх ҫарӗнче аслӑ ҫар канашҫи пулнӑ. 1955—1970 ҫулсенче Воронеж ҫар округӗн штаб пуҫлӑхӗ пулнӑ, кайран Одесса ҫар округӗн штаб пуҫлӑхӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ.
Отставкӑна тухсан Одесса хулинче пурӑннӑ. 1975 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче вилнӗ, Одесса хулинче пытарнӑ.
Тулли верси :: Статья каҫми