Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Тесшӗн мар (Николай Карай)


Эп кӑн пӑхрӑм.
Эс пытартӑн
Ху куҫусене манран.
Тен, сана эп куҫӑхтартӑм?
Каҫар, куҫӑхрӑн пулсан.

Куҫусем кӑвак-иҫ сан та, —
Хире-хирӗҫ кӑн пӑхар.
Пур пӗрех эп:
"Куҫ курсан та,
Шӑл витмест-ҫке", — тесшӗн мар.

Николай Карай



Тулли верси :: Статья каҫми