Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Тенисене хулара та паллаҫҫӗ


Ӗлӗк-авал Тени ял тӑрӑхӗнчи пуянсем сутӑ туса ҫӳренӗ.
Ҫапла вара пӗррехинче пуянсем лашасемпе, лавсемпе хулана тавар туянма кайнӑ. Хула варринче пӗр вырӑс пуянӗн ҫуни лакса ларнӑ тет. Хальхи купца лашине хӑваланӑ май: «Тяни, тяни» — тесе кӑшкӑрать тет. Ҫавна хайхи Тени чӑвашӗ илтсен кӑкӑрне каҫӑртса ҫул варрине тухса тӑчӗ тет те: «ялтан килнӗ темерӗн, Тенисене кунта та пӗлеҫ иккен» — тесе хучӗ тет.


 
Категорисем: Тени

Тулли верси :: Статья каҫми