Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.
Таркӑн ҫуле такӑр мар ҫав...
Авалхи чӑвашсем калани.
Тарса хӑтӑлалсса шутламанччӗ те Парӑҫ-Пӑрӑнтай. Ара, ӑҫтан кӑна сиксе тухрӗ-ха ҫав пӳтсӗр Ылттӑнпик? Капет каларӗ-ҫке-ха ӗнтӗ, Ылттӑнпик вилнӗ тесе, ӑна Ресан хули масарне пытарнӑ тесе!.. Юрать-ха, ҫапах та пуҫне ҫӑлса хӑварчӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. Учӗ пулӑшрӗ темелле-и Парӑҫ-Пӑрӑнтайӑн?.. Ылттӑнпик эккелӗсенчен тарса, вӑл пысӑк мар вӑрмана кӗчӗ. Те темӗн ҫине таянса, те малти урипе пӗр-пӗр пурӑш шӑтӑкне анса кайса, Парӑҫ-Пӑрӑнтайӑн учӗ кукленсе ларчӗ. Ҫакна кӗтмен Парӑҫ-Пӑрӑнтай вара учӗ ҫинчен сирпӗнсе кайса шӗшкӗ тӗмисен хушшине ӳкрӗ те тӑнне ҫухатрӗ. Чылай ҫапла выртнӑ пулас вӑл. Ҫӗрле кӑна тӑна кӗчӗ. Кайран та нимӗн ӑнланаймасӑр шӗшкӗ тӗмисен хушшинче самаях выртрӗ. Вӑл тӑна кӗнӗ ҫӗре ку таврара никам та ҫукччӗ ӗнтӗ. Ылттӑнпик эккелӗсем те ӑна тупаймасӑрах каялла кайнӑ. Учӗ те ҫук... Ӑна, ахӑртнех, йӗрлекенсем хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ пулас.
Шӗшкӗ тӗмисен хушшинчен тухнӑ хыҫҫӑн Парӑҫ-Пӑрӑнтай ӳкнӗ ватӑ юман ҫине ларчӗ те малалла мӗн тумалли пирки шухӑшлама тытӑнчӗ. Хулана каялла кайма юрамасть унӑн. Пӑлхар ялӗсене те халь тин ӗнтӗ кӗме юрамасть. Ылттӑнпик ҫыннисем ӑна, акӑ, ҫутӑлсанах тепӗр хут пӗтӗм таврашӗпех шырама тытӑнаҫҫӗ. Эппин, пӗртен-пӗр ҫул унӑн — тухӑҫалалла, Батый-хан патне... Сасартӑк Парӑҫ-Пӑрӑнтай ӳчӗ ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ. Пайцза упранса юлнӑ-и-ха унӑн? Ӑна вӑл мӗн алла тытнӑ кунранпах, питӗ ҫирӗп ҫиппе тыттарса, мӑйӗнчен ҫакса янӑччӗ. Турра шӗкӗр!.. Пайцза упранать. Эппин, тухӑҫалла монголсем патнелле уншӑн ҫул уҫӑ. Анчах ҫуран инҫе каяймастӑн. Ут тупас пулать!.. Тискер кайӑксенчен сыхланма юрать-ха ҫумӗнче анкарӗ упранса юлнӑ. Ҫапах та унпа кӑна ҫителӗксер тесе шухӑшларӗ те Парӑҫ-Пӑрӑнтай чи малтан хӑй валли юлташ, ҫирӗп кӑна чукмар тӑвас терӗ. Акӑ, юнашарах ҫамрӑк вӗрене ӳсет. Ҫавна тӗпӗ-тымарӗпе хайӑрттарса кӑларчӗ. Чӑнах та, кунтан пите меллӗ чукмар пулать. Ҫамрӑк вӗренен тураттисене, унтан ытлашши кайнӑ тымарӗсене анкарӗпе касса, Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫирӗп чукмар турӗ. Халӗ ӗнтӗ унӑн икӗ кӑрал пур — анкар тата чукмар. Эппин, ҫула тухма та юрать.
Ун-кун пӑхкаласа, ҫӑлтӑрсемпе виҫсе, Парӑҫ-Пӑрӑнтай мальен хӑш енче иккенне пӗлчӗ. Вара, нимле сукмак та шырамасӑр, чӑтлӑхсем витӗр, упа пек ҫав еннелле кайма тытӑнчӗ.
Аякран-аякран кӑвак ҫутӑ килет. Ҫуллахи вӑрман ҫине кӑвак урхамах сӑнӗ ҫапрӗ. Ҫавӑнпа хавхаланса, хӑй ырӑ-сывӑ пулнӑшӑн турра тав туса, таркӑн тухӑҫалла утрӗ те утрӗ. Сасартӑк вӑл сӗм вӑрманта хӑйпе юнашарах такам таплаттарса пынине асӑрхарӗ. Ҫавӑнтах хайхискер сулахай хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ чукмарпе аллине тытрӗ те хӗвӗнчен анкарне туртса кӑларчӗ:
"Кам ку?.. Этем-и е пӗр-пӗр тискер кайӑк-и?", — шухӑшласа илме ӗлкӗрчӗ тата ҫав хушӑрах.
Кавле-кавле, ҫула май тутлӑ ҫулҫӑсене ҫырта-ҫырта юнашар уҫланка пысӑк мӑйракаллӑ пӑши тухрӗ. Ҫак сӗм вӑрман варрине килсе тухнӑ темле ҫынран пӗрре те хӑрамасть иккен вӑл. Калӑн ҫав, пӑши ҫак ҫын таркӑн иккенне пӗлет тейӗн.
— Ух-х, юрать-ха упа мар! — хӑй тӗллӗн калаҫса илчӗ те Парӑҫ-Пӑрӑнтай ним айӑпсӑр мӑнтарӑна чукмарӗне юнаса илчӗ. — Асту, тепӗр чухне пулсан!..
Чӑнах та, унӑн ҫак пӑшипе ун-кун аппаланса тӑма вӑхӑчӗ ҫук. Тепӗр чухне пулсан вӑл ҫак нимӗнрен хӑраман пӑшие, паллах, хӑйӗнчен култарас ҫукччӗ.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫапла хӑй тӗллӗн калаҫа-калаҫа, чукмарне каллех хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те малалла утрӗ. Анчах хальхинче вара анкарне аллинчен вӗҫертмерӗ.
Чылай кайрӗ-и вӑл, сахал-и, сасартӑк таркӑн ҫын хӑйне такам ҫивчӗ куҫпа сӑнаса пӑхнине ҫап-ҫурамӗпе туйса илчӗ. Кам пулма пултарать вара вӑл? Хӑй пекех таркӑн ҫын мар пуль те? Е каллех пӗр-пӗр тискер кайӑк-и? Сасартӑк Парӑҫ-Пӑрӑнтай шарт! сикрӗ. Ара, унпа юнашар, ун ҫине выҫӑ куҫӗпе пӑхса, кашкӑр чупса пырать иккен.
— О-о, Пихампар, о-о, мӗнпур чӗрӗ пурнӑҫа сыхлакан аслӑ турӑ, хӑв йыттуна чарах! — чарӑнса тӑрса кӑшкӑрса ячӗ таркӑн сӗм вӑрмансенче пурнакан пӑлхарсен йӑлипе.
Пихампар — менпур чӗрӗ чуна сыхлакан, тискер кайӑксене пӑхса тӑракан аслӑ турӑ, тӗнче хуҫин Танкӑрӑн шӑллӗ. Ваттисем каланӑ тӑрӑх ҫапла каласанах вӑрман чӑтлӑхӗнчен шурӑ кашкӑр пулса Пихампар сиксе тухмалла та сӑрӑ кашкӑра пӗччен этем патӗпчен хуса ямалла. Анчах Пихампар таркӑн ҫын сӑмахне илтмерӗ пулас, чатлӑхран нимле шурӑ кашкӑр та сиксе тухмарӗ, сӑрӑ кашкӑра хуса ямарӗ.
Этем чарӑннине курса, юнашар пыракан сӑрӑ кашкӑр та тӑпах чарӑнчӗ. Парӑҫ-Пӑрӑнтайпа кашкӑр темиҫе самант хушши пӗр-пӗрин ҫине ҫивчӗ куҫӗсемпе пӑхса тӑчӗҫ.
"Тапӑнаймасть! — шухӑшласа илчӗ юлашкинчен Парӑҫ-Пӑрӑнтай — Ман алӑра тимӗр пуррине пӗлет. Тимӗр шӑрши кашкӑра хӑратать"
Чӑнах та, ку кашкӑр пурнӑҫ мӗнне чухлаканскер пулчӗ курӑнать. Вӑл выҫӑ куҫӗсемпе пӗр тапхӑр ҫын ҫине, унтан унӑн сылтӑм аллинчи ҫутӑ анкарӗ ҫине пӑхса илчӗ те хӑйне валли урӑх апат шырама чӑтлӑхалла кӗрсе кайрӗ.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай вара васкамасӑр малалла утрӗ.
Самаях ҫутӑлса ҫитрӗ ӗнтӗ. Хӗвел тӳпене хӑпарчӗ. "Шыраҫҫӗ-ши, шырамаҫҫӗ-ши мана? — шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай пуҫӗнче. — Шыраҫҫӗ пулсассӑн вӑрманта та шыраҫҫӗ-ши вара? Е ял-хуласенче ҫеҫ тустарса ҫӳреҫҫӗ-ши?"
Хӑйӗн виллине тупайман хыҫҫӑн урса кайнӑ Ылттӑнпик нукерӗсем ӑна пур ҫӗрте те шырама тытӑнасси пирки Парӑҫ-Пӑрӑнтай пӗрре те иккӗленмерӗ. Эппин, унӑн халлӗхе ҫак хӑйне пытаракан вӑрмантан тухмалла мар-ха.
Сасартӑк Парӑҫ-Пӑрӑнтай хӑй ҫав тери выҫса ҫитнине туйрӗ. Ара, ӗнер ирхине кӑшт ҫикеленӗренпе вӑл ӑшне пӗр чӗптӗм те апат яман-ҫке-ха! Анчах та ҫумӗнче унӑн нимӗнле апат та ҫук... Ҫакна астуса, таркӑн вара сӗм вӑрманта ҫырла шырама тытӑнчӗ. Акӑ, хурӑн ҫырли уҫланки!.. Епле хӗп-хӗрлӗ. Пиҫсе ҫитнӗ. "Та-ат! Мана та-а-ат!" тесе йыхӑраҫҫӗ пек ҫырлисем.
Ҫак ҫырлана ывӑҫӗ-ывӑҫӗпе тата-тата чӑмламасӑрах ҫӑтма тытӑнчӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. Ҫирӗ те ҫирӗ, ҫирӗ те ҫирӗ... Юлашкинчен тутлӑ ҫырла та йӳҫӗ пек туйӑнма тытӑнчӗ ӑна. Юрать-ха, хырӑм выҫҫи чакрӗ. Халӗ ӗнтӗ малалла та кайма юрать. Питӗ аван пулчӗ-ха. Ваттисем тӗрӗсех калаҫҫӗ — ҫуллахи вӑрман такама та тӑрантарать.
Сасартӑк Парӑҫ-Пӑрӑнтай тӗмсем хыҫӗнче темӗнле тӗксӗм сарӑ япала асӑрхарӗ. Темӗнле чӗрчун... Ара, ку тилӗ-ҫке!.. Хайхискер тӗмсем хушшинчен уҫланка чупса тухрӗ те йӗри-тавралла пӑхса чарӑнса тӑчӗ, унтан Парӑҫ-Пӑрӑнтая асӑрхарӗ те пӗр кӗвӗллӗ чуппипе ун ениелле киле пуҫларӗ.
"Мӗн амакӗ ку? — тӗлӗнчӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Ара, тилӗ этемрен хӑрамасть пулать-и?.. Мана тапӑнасшӑн мар пуль те?.. Тӑхта-тахта, тилӗ ҫынна тапӑнма пултарни ӗмӗрне те пулман..."
Сасартӑк Парӑҫ-Пӑрӑнтай хӑй ҫинелле ниме пӑхмасӑрах килекен тиллӗн ҫӑварӗнчен пӗр вӗҫӗмсӗр сӗлеки юхнине асӑрхарӗ.
"Ара, ку урнӑ тилӗ-ҫке!" — тавҫӑрса илчӗ хайхискер.
Хӑшпӗр ҫул ҫапла тилӗсем урни, тӗрлӗ чӗрчунсене тапанни ҫинчен илтнӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. Ак япала! Кӗтмен инкек! Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫурӑмӗ ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ. Паллах, вӑл урнӑ тилле ним те мар анкарӗпе чиксе пӑрахать. Анчах ку хушӑра тилӗ ӑна ҫыртма пултарать. Ку вӑл чӗр вилӗм пулать. Урнӑ тиллӗн пӗрчӗ сӗлеки кӑна лектӗр, вара хӑй те ҫав тилӗ пек пулса каясса таркӑн ҫын питӗ лайӑх пӗлет. Эппин, унӑн тилле хӑй ҫывӑхне ямалла мар, аякранах ҫапсӑ ӳкермелле. Пӗртен-пӗр чукмар ҫеҫ ҫӑлма пултарать Парӑҫ-Пӑрӑнтая!. Парӑҫ-Пӑрӑнтай анкарне часрах йӗннине чикрӗ те вӑрӑм авӑрла чукмарне ик аллипе тытса хӑй ҫинелле килекен тилле пӑха пуҫларӗ. Ҫапла, хӑй ҫывӑхне ямалла мар ӑна. Акӑ, тилӗ ҫывӑхрах. Вунӑ утӑм юлчӗ, сакӑр утӑм, ҫичӗ утӑм, пилӗк утӑм, виҫӗ утӑм... Мӗнпур вӑйне пухса, Парӑҫ-Пӑрӑнтай тилле хӑйӗн вӑрӑм чукмарӗпе сылтӑмран сулахаялла ҫапрӗ. Урнӑ тилӗ ҫавӑнтах вылямалли мечӗк пек таҫта ҫитиех сирпӗнсе кайрӗ те, ҫывӑхри: хыр ҫумне пырса ҫапӑнса, ҫӗре йӑванса анчӗ. Хускалать-и-ха вӑл тесе, Парӑҫ-Пӑрӑнтай хӑй вырӑнӗнчех пӗр саманта ниҫталла сикмесӗр тӑчӗ. Ҫук, тилӗ урӑхран йӑшӑл та тумарӗ.
Ҫамки ҫине тапса тухнӑ тарне ҫанни вӗҫӗпе шӑлса илсе, Парӑҫ-Пӑрӑнтай хӑйне ҫак чукмара тума ӑс ҫитернӗшӗн мухтаса илчӗ. Чӑнах та, атту урнӑ ҫын пулса, таҫта никам пӗлмен ҫӗрте ҫапкаланса вилме лекетчӗ унӑн!..
Сывлӑш ҫавӑрса илес тесе, таркӑн ҫын ҫырла ҫине вырӑнтах ҫӗр ҫине ларчӗ. Сасартӑк хайхискер хӑй питӗ ывӑннине туйса илчӗ. Ҫапла, кӑштах та пулин канса илмелле унӑн. Унсӑрӑн инҫетех кайма пултараймасть. Мӗн тумалла? Ӑҫта пытанса кӑштах тӗлӗрсе илмелле?.. Ҫӗр ҫинче юрамасть. Сисместӗн те, пӗр-пӗр тискер кайӑк ҫӑварне лекме пулать. Эппин, эппин, пӗртен-пӗр ҫул юлать — йывӑҫ ҫине хӑпарса пысӑк турат ҫине ларса тӗлӗрсе илмелле. Ҫапла шухӑшларӗ те Парӑҫ-Пӑрӑнтай хӑйне килӗшӳллӗ лаштра йывӑҫ шырама тытӑнчӗ. Ҫук, уҫланкӑ ҫумӗнче юрамасть, шаларах, чӑтлӑха кӗрес пулать. Уҫланкӑ хӗрринче асӑрхама пултараҫҫӗ. Ҫак шухӑша хӑйне ӗнентерсе, таркӑн вӑрмана кӗчӗ те пӗр лаштра та кутамас юмана куҫларӗ. Акӑ, ҫак йывӑҫӑн ҫӳлерехри туратти ҫине хӑпарса ларсан, ҫулҫӑсем хушшинче ӑна никам та асӑрхас ҫук. Анчах тӗлӗрсе кайсан ӳкме пулать.
Параҫ-Пӑрӑнтай ҫамрӑк ҫӑка касса хӑйне валли кантӑра турӗ те хай куҫланӑ юман ҫине хӑпарса питӗ меллӗн вырнаҫса ларчӗ, ӳкесрен вара хӑйие ҫирӗп кантрапа вуллинчен ҫыхса хучӗ.
* * * <<
Нумай ҫывӑрнӑ-и, сахал-и — Парӑҫ-Пӑрӑнтай куҫне уҫрӗ те телӗнсех кайрӗ. Ара, каҫ пулма тытӑннӑ.
Каҫ пулса ҫитиччен сӗм вӑрмантан тухас тесе, вӑл йывӑҫ ҫинчен анче те васкасах хӑй палӑртнӑ еннелле кайма тытӑнчӗ.
Ҫапла хӑй ним пӗлмесӗр пырса кӗнӗ вӑрман хӗррине тухнӑ тӗле каҫ сӗмлӗхӗ самаях ҫӗр ҫине ӳкнӗччӗ ӗнтӗ. Кутамас йывӑҫ хыҫне пытанса, Парӑҫ-Пӑрӑнтай тавралӑха сӑна пуҫларӗ... Акӑ, сӑрт айлӑмӗнче ял ларать. Тусан ҫӗклесе, вӑрман ҫумӗнчи улӑха ут кӗтӗвӗ анать.
"Ут кирлӗ! — пуҫне шухӑш пырса ҫапрӗ таркӑнӑнне. — Унсӑрӑн эпӗ ӗмӗрне те монголсем патне ҫитейместӗп!"
Вара хӑйне валли апатлӑх кайӑка куҫлакан ҫӳлевӗҫ пек ут кӗтӗвӗ ку еннелле килнине сӑнама тытӑнчӗ.
Меллӗ самант час тупӑнмарӗ. Ҫуллахи шӑрӑхра аптранӑ утсем улӑха ҫитсенех пӗр-пӗринчен ытла уйрӑлмасӑр вӑрӑм курӑка васкасах ҫиме тытӑнчӗҫ. Кӗтӳҫисем виҫҫӗн. Вӗсем вӑрмантан инҫетерех ҫырма хӗррине вут-шанкӑ пуҫтарчӗҫ те кӑвайт чӗртрӗҫ, виҫҫӗш те ун тавра ларса, хӑйсем хушшинче тем калаҫу пуҫларӗҫ.
Утсене сыхлама кӗтӳҫсем хӑйсемпе пӗрле икӗ йытӑ илнӗ иккен. Анчах вӗсем те кунӗпе чупса ҫӳресе ывӑннӑ пулас. Ун-кун чупкаласа ҫӳресе, ячӗшӗн тенӗ пек пӗрре-иккӗ вӗрем пекки туса илчӗҫ те хуҫисем ҫумне пырса выртрӗҫ.>>
* * * <<
Чылайран кӑна меллӗ курӑк ҫисе тӑраннӑ утсем тулхӑра-тулхӑра улӑх тӑрӑх сапаланса кайса тытӑнчӗҫ. Ҫакна кӗтнӗччӗ те Парӑҫ-Пӑрӑнтай. Акӑ, пӗр вӑрӑм ураллӑ хитре тимӗр-кӑвак ут тулхӑра-тулхӑра ун патнех ҫывхарчӗ. Ара, ку пӗр кӗтӳҫӗн учӗ пулчӗ пулас. Ун йӗнерне те хывман, чӗлпӗрӗ те хӑй ҫумӗнчех, сӗтӗрӗнсех пырать. "Пӗр-пӗр ҫамрӑк кӗтӳҫ ӗнтӗ, — шутласа илчӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Ниме те чухламанскер... Ара, кӗтӳҫ утне те кантармалла. Ҫапла чӗлпӗрне хывмасӑрах яма юрать-и вара?.."
Ҫавӑнтах тата ҫакӑ хӑйне питӗ юрӑхлӑ пуласса чухларӗ. Ара, ҫак ута тытсан вара ӑна урӑх нимӗн те кирлӗ мар!..
Вӑл хуллен пӑшӑлтата-пӑшӑлтата юнашарти ҫырмара шыв ӗҫекен ут-урхамах патне тухрӗ.
— Но-но, ан хӑра, ан хӑра! — хуллен пӑшӑлтатрӗ. — Вӑт, вӑт, ан тар манран, ан тар...
Шыв ӗҫекен ут хӑй патнелле пыракан ҫын ҫине ҫаврӑнса пахрӗ те тарӑннӑн тулхӑрса илчӗ, анчах вырӑнӗнчен те сикмерӗ. Парӑҫ-Пӑрӑнтая ҫакӑ ҫеҫ кирлӗччӗ, вӑл хӑвӑрт-хӑвӑрт ярса пусса шыв ӗҫекен утӑн чӗлпӗрне алла тытрӗ. Хӑйне ҫапла ӑннине вӗҫне ҫитиех ӗненмесӗр шыв ӗҫекен ута пӑшӑлтата-пӑшӑлтата ҫыраналла ҫавӑрса тухрӗ те йӗнер пускӑчи ҫине пусса вӑштах кӑна утланса ларчӗ.
— Атя-ха, малтан вӑрман хӳттипе каяр, — пӑшӑлтатрӗ вӑл халь ӗнтӗ хӑй учӗ пулса тӑнӑскере йывӑҫсен хушшинелле уттарса: — Атя, атя, хулленрех, хулленрех!.. Халь ӗнтӗ, акӑ, ҫак уҫланкӑран иртсен сиккипе кайма та юрать...
Кӑвайт ҫывӑхӗнче, хуҫисем ҫумӗнче выртакан йытӑсем сасартӑк урисем ҫине сиксе тӑчӗҫ. Ахӑртнех вӗсем ут ури сассине илтрӗҫ пулас. Пӗрре-икке вӗрсе илчӗҫ те Парӑҫ-Пӑрӑнтай кӗрсе кайнӑ еннелле ыткӑнчӗҫ. Анчах вӑрман хӗррине ҫитсессӗн чарӑнчӗҫ, хуҫисемсӗр шала кӗмерӗҫ.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай вара, Ҫӳлти Турра тав туса, сиккипе те сиккипе тухӑҫалла вӗҫтерчӗ.