Атнере |
Сӗм вӑрманӗ каш та каш, Сулхӑн ҫилӗ ваш та ваш, Эс ан ҫуйӑх, ан ҫухраш, Ҫывӑр, пӗчӗкҫӗ чӑваш! Урупа ан тапкалаш, Аллупа ан ҫапкалаш, Аннӳпе эс ан тавлаш, Ҫывӑр, Аптраман тавраш! Ашӑ ҫумӑр чаш та чаш, Ӳс, калчам, ҫӗклен эс яш, Ҫӳлерен ҫӳле кармаш. Ҫывӑр, пӗчӗкҫӗ чӑваш! Юлташпа эс пул юлташ, Усалпа эс ан паллаш. Тӑшманпа ан пул йӑваш, Ҫывӑр, Аптраман тавраш! Вырӑспа та тӑванлаш, Тутарпа та эс туслаш, Пурте — пирӗн хурӑнташ, Ҫывӑр, пӗчӗкҫӗ чӑваш! Малалла утсан — малаш, Каялла юлсан - каяш, Чӑн ҫултан эс ан аташ. Ҫывӑр, Аптраман тавраш! |
1948 |