Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Сӑмаха пысӑк сас паллипе пуҫласа ҫырасси (ОП)


Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисен пайӗ.

76§. Ҫакӑн пек чух пысӑк сас паллинчен пуҫласа ҫырмалла:
1. Текст е предложени пуҫламӑшӗнчи пӗрремӗш сӑмаха: Капӑр хурӑна та, ҫирӗп вӗренене те, ӑвӑспа ҫӑкана та юрататпӑр эпир. Пурнӑҫра вӗсен кашниннех хӑйӗн вырӑнӗ, хӑйсен хакӗ пур (Хв. Уяр).
2. Кӑшкӑру паллипе уйӑрнӑ междомети е обращени хыҫҫӑнхи пӗрремӗш сӑмаха: Ай! Ҫитрӗ шӑпӑрлан!"(М. Кошк); Роза! Иртӗр, иртӗр мапалла (Н. Тер.).
3. Икӗ точка хыҫҫӑн тӑракан тӳрӗ пуплевӗн е цитатӑн пӗрремӗш сӑмахне: Кируш енне ҫаврӑнса профессор ҫапла ыйтнӑ: — Ку юмаха эсир хальччен илтнӗччӗ-и? (А. Талв.)
4. Тӳрӗ пуплевлӗ предоженири точкӑпа тире хыҫҫӑн тӑракан пӗрремӗш сӑмаха: — Каллех тӗл пултӑмӑр иккен, — вӑш-ваш утса пырса Гоштов кашнинех алӑ парса тухрӗ. — Сывлӑхсем епле? (Алент.)
5. Ятсенче:
А. Пур сӑмаха та пысӑк сас паллинчен пуҫласа ҫаксене ҫыраҫҫӗ:
1. Ҫын ячӗсемпе хушамачӗсене, ашшӗ ятне, хушма ятсене, псевдонимсене, чӗр чун ячӗсене: Семен Васильевич Элкер, Ҫеҫпӗл Мишши, Илпек Микулайӗ, Иван Мучи, Мӑрмӑркка (кушак ячӗ).
Мӑшӑрлатнӑ ятсемпе хушаматсене: М. Н. Данилов-Чалтун, В. 3. Иванов-Паймен, В. И. Краснов-Асли, И. С. Максимов-Кошкинский.
2. Хушаматсемпе пӗрле калакан ван, де, ди, ла, фон тата паша, бей, заде, эль, оглы, улы, кызы йышши сӑмахсене ялан пӗчӗк сас паллинчен пуҫласа ҫыраҫҫӗ (хӗвел анӑҫри халӑхсен чӗлхисенчен кӗнисене уйрӑм, тухӑҫри халӑхсен чӗлхисенчен кӗнисене, тӗпрен илсен — дефиспа): Людвиг ван Бетховен, Бодуэн де Куртене, Фердинанд де Соссюр, Саид-паша, Турсун-заде, Момыш-улы, анчах Абдулааева Набат Джумай кызы.
3. Произведенисен, пичет органӗсен, предприятисен кавычкӑна хупнӑ ячӗсене: «Кӗпер» (роман), «Тӑван Атӑл», «Ялав» (журналсем), «Прогресс» (издательство), «Электроприбор» (производство пӗрлешӗвӗ).
4. Транспорт, ҫар хатӗрӗсен, тӗрлӗ машинӑсемпе приборсен, изделисен уйрӑм тӗсне е серине пӗлтерекен ячӗсене (Российӑра тунӑ самолетсен сери ячӗсемсӗр пуҫне вӗсене пурне те кавычкӑна хупмалла): «Аврора» (крейсер), «Метеор» (теплоход), «Боинг-747» (самолет), «Мессершмитт-109» (самолет), «Хейнкель-111» (самолет), «Юнкерс-88» (самолет), «Жигули» (автомобиль), «Москвич» (автомобиль), «Восток-3» (космос карапӗ), «Беларусь» (трактор), «Свияга-2» (холодильник), «Горизонт» (телевизор), Ил-96, Ту-324, МиГ-31, Су-37 (самолетсем), Ми-28 (вертолет), Т-80 (танк).
Анчах цифрӑсӑр каланӑ чухне ют ҫӗршыв фирмисем кӑларакан самолетсен сери ятне пӗчӗк сас паллинчен пуҫласа ҫыраҫҫӗ: «мессершмитт», «мессер», «хейнкель», «юнкерс», «фокер».
5. Чи аслӑ организацисемпе учрежденисен ячӗсене: Патшалӑх Канашӗ, Министрсен Кабинечӗ, Федераци Пухӑвӗ, Патшалӑх Думи.
6. Тӗнчери хӑш-пӗр организацисен ячӗсене: Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ, Хӑрушсӑрлӑх Совече, Пӗтӗм Тӗнчери Мир Совечӗ, Хӗрлӗ Хӗреспе Хӗрлӗ Ҫур Уйӑх Обществи.
7. Чи пысӑк должность е хисеплӗ звани ячӗсене: Чӑваш Республикин Президенчӗ, Министрсен Кабинечӗн Председателӗ, Патшалӑх Канашӗн Председателӗ.
Кӗҫӗнрех должность, степень, звани ячӗсене пӗчӗк сас паллинчен пуҫласа ҫыраҫҫӗ: генерал, министр, директор, академик, халӑх писателӗ, халӑх учителӗ, искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, тава тивӗҫлӗ агроном.
8. Географи ячӗсене:
1) Материк, океан, ту, тинӗс, юхан шыв, кӳлӗ, ҫӗр-шыв, хула, ял, урам, площадь т. ыт. ҫавӑн евӗр ятсене (хула, ял, океан, шыв, ҫырма, ту йышши сӑмахсемсӗр пуҫне): Европа (е Европа континенчӗ), Кӑнтӑр Америка (е Кӑнтӑр Америка континенчӗ), Атлантика (е Атлантика океанӗ), Лӑпкӑ океан, Каспи (е Каспи тинӗсӗ), Атӑл (е Атӑл шывӗ), Ҫавал (е Ҫавал шывӗ), Кӗҫӗн Пӑла (е Кӗҫӗн Пӑла шывӗ), Урал (е Урал тӑвӗсем), Испани (е Испани ҫӗрӗ-шывӗ), Ҫӗмӗрле (е Ҫӗмӗрле хули), Карапай Шӑмӑршӑ (е Карапай Шӑмӑршӑ ялӗ), Космонавтсен урамӗ, Трактор тӑвакансен проспекчӗ.
2) Дефиспа ҫыракан географи ячӗсене: Брест-Литовск, Алма-Ата, Санкт-Петербург, Нью-Йорк, Де-Лонга, Лос-Анджелес, Ла-Плата, Ле-Крезо, Кзыл-Чишма, Шор-Пайраш, Шор-Пусай.
Анчах: Уола-стрит, Сохо-сквер, Па-де-Кале, Рю-де-ла-Пе.
3) Тӗрлӗ патшалӑхпа республикӑсен ӗҫ хутӗнче усӑ курма йышӑннӑ ячӗсене: Швейцари Конфедерацийӗ, Швеци Королевстви, Чӑваш Республики.
9. Астрономи ячӗсене (планета, ҫӑлтӑр, тӗтрелӗх, комета йышши сӑмахсемсӗр пуҫне): Ҫӗр, Хӗвел, Венера, Марс, Йӗкӗрешсем, Андромеда тӗтрелӗхӗ, Алтӑр ҫӑлтӑр, Кайӑк Ҫулӗ, Тимӗр Шалҫа.
10. Тӗн вӗрентӗвӗнче тата мифологире тӗл пулакан пайӑр ятсене: Иисус Христос, Турӑ, Турӑ Амӑшӗ, Аполлон, Терпсихора.
Ӑ. Малтанхи сӑмахсене ҫеҫ пысӑк сас паллинчен пуҫласа ҫак ятсене ҫырмалла:
1. Министерствӑсен, аслӑ органсен, наука учрежденийӗсен, вӗренӳ заведенийӗсен, театрсен, музейсен, промышленноҫпа суту-илӳ организацийӗсен ячӗсене: Ют ҫӗр-шыв ӗҫӗсен министерстви; Промышленность, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну енӗпе ӗҫлекен комисси; Аслӑ шкулпа наука тӗпчев унрежденийӗсенче ӗҫлекенсен професси союзӗ; Чӑваш академи драма театрӗ (Константин Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш академи драма театрӗ), Чӑваш патшалӑх университечӗ (И. Н. Ульянов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх университечӗ), Педагогика наукисен академийӗ, Россия наука академийӗ, Ҫамрӑксен керменӗ, Союз ҫурчӗ, Культура ҫурчӗ, Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ.
2. Пӗтӗм тӗнчери е ют патшалӑх организацийӗсемпе учрежденийӗсен ячӗсене: Ҫамрӑксен пӗтӗм тӗнчери союзӗ, Европа союзӗ, Пӗтӗм тӗнчери валюта фончӗ.
Суйласа лартнӑ учреждение пӗлтерекен сӑмаха пӗчӗк сас паллинчен пуҫласа ҫырмалла: парламент, сенат, рейхстаг, стортинг, сейм, конгресс, меджлис (США сеначӗ, Англи парламенчӗ, Турци меджлисӗ).
3. Урӑх патшалӑх политика партийӗсен ячӗсене: Финлянди халӑхӗн демократиллӗ союзӗ, Швейцарири ӗҫлев партийӗ.
4. Округ, область, край, район ячӗсене: Ульяновск облаҫӗ, Ставрополь крайӗ, Елчӗк районӗ.
5. Уяв ячӗсене: Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ, Учитель кунӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ (Ҫӗнтерӳ уявӗ), Ҫӗнӗ ҫул.
6. Историпе геологи тапхӑрӗсен е событийӗсен ячӗсене: Рим империйӗ, Петӗр патша тапхӑрӗ, Париж коммуни, Пиллӗкмӗш республика, Октябрь революцийӗ.
7. Чугун ҫул станцийӗсен, вокзалсемпе аэропортсен ячӗсене: Пӗнер разъезчӗ, Хусан вокзалӗ, Домодедово аэропорчӗ.
8. Произведенисен, пичет органӗсен, предприятисен кавычкӑна илекен ячӗсене: С. В. Элкерӗн «Вутпа ҫулӑм витӗр» романӗ, «Ҫил ҫунат» журнал, «Урал сасси» хаҫат, «Шупашкарти трактор завочӗ» производство пӗрлешӗвӗ.
9. Кӑкӑрлӑх паллисен кавычкӑна илекен ячӗсене: «Халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ» паллӑ, «Хастар ӗҫленӗшӗн» паллӑ.
77§. Орден, медаль ячӗсене, хисеплӗ ятсене, литература произведенийӗсен, хаҫат-журналсен, предприятисен, организацисен, машинӑпа производство изделийӗсен ячӗсене кавычкӑна хупса паллӑ тӑваҫҫӗ: «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль, «Россия Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗят, «Хура ҫӑкӑр» роман, «Хурҫӑ шанчӑк» сӑвӑ, «Чӑваш ен» хаҫат, «Мерчен» ансамбль, «Таврия» автомобипь, «Асамат» магнитола.
Анчах орден, медаль, хисеплӗ ят йышши сӑмахсене 3-мӗш сӑпатра каланӑ пулсан кавычка лартмалла мар: Ҫӗнтерӳ орденӗ, Ача амӑшӗн медалӗ, Россия Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ юрисчӗн хисеплӗ ячӗ.
Орденпа медаль ячӗсене мӗнле ҫырассине ятарлӑ справочниксенче пӑхмалла.
78§. Чӑваш чӗлхинче кавычкӑра ҫыракан пайӑр ят сӑмаха улӑштаракан аффикс йышӑнма пултарать. Ун пек чухне кавычкӑна ҫав аффикс хыҫҫӑн лартмалла: А. Артемьевӑн «Сапампинче», «Хыпара» илсе тӑратӑп, «Тантӑшра» пултӑм, «Чӑваш енпе» «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатсене кӑмӑллатӑп.



Тулли верси :: Статья каҫми