Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Степанова Елена Хрисановна
Степанова Елена Хрисановна — чӑваш эстрада юрӑҫи. Эстрада юррин «Чӑваш Ен ритмӗсем» пӗрремӗш тата иккӗмӗш фестивалӗсен ҫӗнтерӳҫи тата лауреачӗ.
Елена Хрисановна Степанова 1963 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗнчи Вӑрнар районне кӗрекен Ҫавалкас ялӗнче ҫуралнӑ.
Улхашри вӑтам шкулта тата Шупашкарти музыка училищинче пӗлӳ илнӗ. Хусанти консерваторире тата Чӑваш патшалӑх университетӗнче професси пӗлӗвне ӳстернӗ.
Вӑл — эстрада юррин «Чӑваш Ен ритмӗсем» пӗрремӗш тата иккӗмӗш фестивалӗсен ҫӗнтерӳҫи тата лауреачӗ.
Эстрада юрӑҫи пек халӑха савӑнтарать. Чӑваш Енри эстрада ӳнерӗн республика шайӗнчи фестивалӗсене хутшӑнаканӗ тата призёрӗ.
Тулли верси :: Статья каҫми