Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Совхознӑй


Совхознӑй (выр. Совхозный) — Чӑваш Республикин Етӗрне районне кӗрекен поселок. Йӑвански ял тӑрӑхӗн администраци тӗпӗ. Республикӑн тӗп хулинчен — Шупашкартан 72 ҫухрӑмра, район центрӗнчен — Етӗрнерен 14 ҫухрӑмра, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗнчен 72 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Географи

Поселок Чӑваш Республикин хӗвеланӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл Сӑр юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче, район тӗпӗнчен — Етӗрне хулинчен ҫурҫӗр-ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ еннелле 11 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Поселок федераци шайӗнчи М-7 «Атӑл» автомагистраль ҫумӗнче ларать.

Историйӗ

Поселока 1963 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче лаша савучӗн малтанхи 1-мӗш участокӗн вырӑнӗнче йӗркеленӗ. 1963 ҫултанпа Етӗрне районне кӗрет. Ял тӑрӑхӗсем йӗркеленнӗренпе (2006 ҫултан) поселок Йӑвански ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ шутланать.

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗ ҫулсем тӑрӑх:

2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, поселокра 320 ҫын пурӑннӑ. Чӑвашсем, вырӑссем тата ыттисем те пурӑнаҫҫӗ.

Инфраструктура

Поселокра социаллӑ инфраструктурӑн ҫак объекчӗсем пур:

Экономика

Экономика тӗпӗ — ял хуҫалӑхӗ. 2010 ҫулта поселок территорийӗнче «В. И. Чапаев ячӗллӗ ӑратлӑ лаша савучӗ» УАО ӗҫленӗ. Поселок ҫыннисем ҫавӑн пекех хӑйсен хушма хуҫалӑхӗнче ӗҫлеҫҫӗ.


 
Категорисем: Совхознӑй

Тулли верси :: Статья каҫми