Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ситова Валентина Петровна
Ситова Валентина Петровна — чӑваш театр актриси. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1998), Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ (2005), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2019). Литература тата ӳнер енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2004).
Валентина Петровна Ситова 1960 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗн Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ.
1983 ҫулта вӑл М. С. Щепкин ячӗллӗ Мускаври театр училищине (Чӑваш актёр студийӗ, В. К. Смирнов курсӗ) вӗренсе пӗтернӗ. Вӗренсе тухсан К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫлеме кӗнӗ, унта вӑл паянхи кун та вӑй хурать.
Пултарулӑх ҫулӗсенче вӑл тӗрлӗ хӗрарӑм сӑнарне калӑпланӑ, вырӑс, чӑваш тата ют ҫӗршыв классикӗсен хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенче 40 ытла сӑнар вылянӑ.
Валентина Ситовӑн чи паллӑ ролӗсем:
«Инҫет телей ҫути» спектакльти Лиза ролӗ актрисӑшӑн чи ӑнӑҫлисенчен пӗри пулнӑ, ҫакӑншӑн вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх премине тивӗҫнӗ.
Тулли верси :: Статья каҫми