Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Семёнов Сергей Михайлович

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Семенов Сергей Михайлович (сцена ҫинчи ячӗ — Сергей Королевский) — Раҫҫейри чӑваш эстрада юрӑҫи.

1983 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралнӑ.

Упи вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 2008 ҫулта Шупашкарти Н. В. Никольский ячӗллӗ педагогика училищин музыка педагогики уйрӑмӗнче вӗренсе пӗтернӗ. 2014 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ҫавӑн пекех 8-мӗш тата 12-мӗш професси колледжӗсенче «автослесарь» тата «плиточник-облицовщик» специальноҫсене алла илнӗ.

2008—2014 ҫулсенче Анатолий Никитин ертсе пыракан «Янташ» ушкӑнра юрланӑ. Ушкӑнӑн ун чухнехи йышӗнче Александр Арсентьев, Денис Антипов, Оксана Степанова, Анастасия Адякова тата Наталья Горбунова пулнӑ.

2014 ҫултанпа харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пырать.

2015 ҫулта Евгений Николаевпа тата Людмила Кинерпе пӗрле «Савӑнар» ушкӑн йӗркеленӗ. 2018 ҫултанпа Людмила Кинер никӗсленӗ «Шупашкар» ушкӑнра юрлать.

2021 ҫулта Упири культура ҫурчӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.

Пысӑк сцена ҫинчи пӗрремӗш харпӑр юрри — «Купӑс ҫеҫ маншӑнах калаҫать». 2019 ҫулта Евгений Николаевпа тата Людмила Кинерпе пӗрле Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пӗрремӗш концертне ирттернӗ.

Юррисем: «Анне аллисем», «Ах, савниҫем», «Илемлӗ кӗреке», «Купӑс ҫеҫ маншӑнах калаҫать», «Мана санпа ҫеҫ ӑшӑ», «Пурнӑҫӑн парни», «Ҫӗнӗ ҫурт», «Тӑван ял», «Тус тӑванпала» тата ыттисем.

Юррисен авторӗсем: Вӑрӑм Палюк, Альбина Юрату, Лидия Изекеева сӑвӑҫсем; Сергей Марков, Александр Герман, Андрей Порфирьев, Александр Быковский аранжировщиксем. Хӑш-пӗр юррин сӑввисемпе кӗввисене хӑех хайлать.

Ҫемье

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ


 
Категорисем: Тусай ҫыннисем, Юрӑҫсем

Тулли верси :: Статья каҫми