Саврӑш-паттӑр чӑн пулнӑ чӑваш ҫарпуҫӗ. Унӑн вилтӑпри халӗ те пур. Аксу таврашӗнчен инҫе мар, халӗ Саврӑш ятлӑ юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче. Юханшывӗ вӑл авалтан пуҫласа паян кунчченех ун ятне упрать.
И.В.Васильев 1911 ҫулта ҫырса илнӗ авалхи преданирен.
Ку хыпар монголсемые ҫапӑҫса юн такнӑ ҫарпуҫне питӗ тӗлӗнтерчӗ. Ара, мӗнле ҫӗнӗ элтепер? Ку мӗн, Ылттӑнпик патшана шута хуманни-и?.. Мӗншӗн тата монголсем ҫинчен экиетсем юрлама та, монголсене хурласа калаҫма та, монголсенчен кулма та юрамасть-ха? Е пӑлхарсем монголсемпе ҫапӑҫман-и? Е вӗсене ҫапӑҫу хирӗнче тыта-тыта лӑскаман-и?.. Тӗлӗннипе йӑванса кайӑн ҫав. Аптранӑ енне вара Саврӑш-паттӑр хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен мансах ҫакӑн пирки Парӑҫ-Пӑрӑнтайпа хӑйпе калаҫса пӑхас терӗ.
Анчах керменпе юнашар ҫурта, Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫуртне, ӑна кӗртмерӗҫ:
— Пирӗн ҫӗнӗ элтепер пушӑ мар, — терӗҫ хуралта тӑракан теккерсем. — Вӑл аякран килнӗ хӑнасемпе калаҫать.
— Ӑҫтан аякран? — пӗлесшӗн пулчӗ Саврӑш-паттӑр.
— Панчӑк хулинчен килнӗ кӑпчаксем, — хуравларӗ ертелей. Саврӑш-паттӑра ку та тӗлӗнтерчӗ. Ылттӑнпик патша, хӑй хулара чухне, аякран килнӗ хӑнасемпе калаҫнӑ чухне, нихӑҫан та питӗрӗнсе ларман, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисене яланах вӗсемпе паллаштарма тӑрӑшнӑ. Халӗ вара йӑлтах урӑхла. Пуринчен ытла Парӑҫ-Пӑрӑнтай хӑйне ҫӗнӗ элтепер тени тӗлӗнтерчӗ Саврӑш-паттӑра. Анчах нимӗн тума та ҫук, Ылттӑнпик патша таврӑнасса кӗтесех пулать. Ун чухне вара пурте хӑй вырӑнне ларать. Ҫапла шухӑшласа, паттӑр ҫарпуҫӗ хӑйне лӑплантарчӗ те килнелле утрӗ.
Анчах килӗнче те канӑҫ тупаймарӗ Саврӑш-паттӑр. Каҫ пулнӑччӗ ӗнтӗ. Саврӑш-паттӑр килӗнче пурте ҫывӑрма хатӗрленетчӗҫ. Хапхаран килсе шаккарӗҫ. Кусем шӑп та лӑп кӑнтӑрла Парӑҫ-Пӑрӑнтай патӗнче пулнӑ Панчӑк хулинчен килнӗ кӑпчаксен элчисем пулчӗҫ.
— О-о, Саврӑш-паттӑр! — терӗҫ вӗсем, пӗтӗм тӗнче пӗлекен ҫарпуҫне курсан. — Тӗлӗннипе, аптранипе сан патна килес терӗмӗр-ха. Мӗнле-ха вара? Эпир пӑлхарсем патне ҫав тискер тутар-монголсене хирӗҫ пӗрле кӗрешесси пирки калаҫма килетпӗр. Пире темӗнле хӑйне "ҫӗнӗ элтепер" текен Парӑҫ-Пӑрӑнтай ӳкӗтлесех тутар-монголсемпе ҫапӑҫмастпӑр, вӗсемпе ӗмӗрлӗх килӗщӳ тӑватпӑр тесе тӗлӗнтерет. Тутар-монголсем пирӗн халӑхсем валли мӗнле пысӑк хӑрушлӑх пулнине пӗлмест-им вара вӑл?.. Мӗншӗн пирӗн этем ӗретлӗ каласа-ӑнлантарса парас тенӗ сӑмахсене йьшӑнмасть вӑл? Никам та ҫакна каласа ӑнлантараймасть!.. Атя, эсӗ те пулин пире мӗн пулса иртнине кӑштах та пулин ӑнлантар-ха..
Ку сӑмахсене илтсессӗн, Саврӑш-паттӑр хӑй те питӗ тӗлӗннине каларӗ:
— Тутар-монголсемпе эпир виҫӗ хутчен вӑрҫӑ вӑрҫрӑмӑр, — терӗ вӑл. — Виҫӗ хутчен вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр. Пӗлетӗп, весем кунпа кӑна лӑпланса лармаҫҫӗ. Вӗсем пӗтӗм тӗнчене ҫӗнсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсене хирӗҫ тӑмасан, вӗсем чӑнах та пӗтӗм тӗнчене ҫӗмӗрсе ишме хатӗр. Ылттӑнпик патша ҫакна питӗ лайӑх пӗлет. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл, тамӑрсем тупас тесе, вырӑс кӳршӗсем патне тухса кайрӗ. Вӗсемпе калаҫса татӑлса, вӗсемпе пӗрле тутар-монголсене хирӗҫ кӗрешес тесе.
— Пире вара мӗншӗн тамӑр тӑвасшӑн мар? — тӗлӗнчӗҫ хӑнасем.
— Ку вӑл, капла калани, тӗрӗс мар! — тарӑхрӗ Саврӑш-паттӑр. — Пирӗн тутар-монголсене хирӗҫ тӑма пултаракан мӗнпур вӑйсене пӗрлештермелле! Эсир ҫав ӗҫпе килнине ырламалла!..
— Апла нимӗн те ӑнланмастпӑр, — пушшех те тӗлӗнчӗҫ килнӗ ҫынсем. — Эсӗ апла калатӑн. Парӑҫ-Пӑрӑнтай пачах урӑхла калать. Вӑл тата хӑйне ҫӗнӗ элтепер тет.
— Нимӗнле ҫӗнӗ элтепер те мар вӑл! — тарӑхрӗ Саврӑш-паттӑр. — Акӑ, часах Ылттӑнпик таврӑнать, пӗтӗмпех урӑхла пулать!
— Вӑл таврӑниччен пӗтӗм тӗнчене тепӗр майлӑ ҫавӑрса хумаҫҫӗ пулсан, — терӗҫ аптранӑ енне вара аякран килнӗ элчӗсем.