Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ристан пултӑм Шупашкарта


Ристан пултӑм Шупашкарта,
Тухса тартӑм армана.
Ристан пултӑм Хусанта,
Тухса тартӑм вӑрмана.
Арманта усал арманҫӑ
Хуса ячӗ ҫав кунах.
Вӑрманта усал вӑрманҫӑ
Йытӑ ячӗ ҫав кунах.
Арманта та пурнӑҫ ҫук,
Вӑрманта та пурнӑҫ ҫук.
Халь ӑҫта кайса, чӑваш,
Тупӑн эс хӑвна юлташ.

Ҫиллӗ тӑвӑл — ман юлташ,
Ҫутӑ хӗҫ те ман юлташ.
Кашкӑрпа упа тата
Пулӗҫ пирӗншӗн юлташ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Охатер сӑвви-юрри



Тулли верси :: Статья каҫми