Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.
39§. Союзсӑр ҫыхӑнакан пӗр йышши членсене е вӗсен ушкӑнӗсене запятой лартса уйӑраҫҫӗ (точкӑпа запятой лартассине 31-мӗш параграфра, тире лартассине 67-68-мӗш параграфсенче ӑнлантарнӑ), тӗслӗхрен: Чухӑнлӑх, пуянлӑх, уй йӑранӗ Ирӗкпе ҫӗнелнӗ пурнӑҫран тарӗ (Ҫеҫпӗл М.).
40§. Сыпӑнтаракан (та, те, тата) е уйӑракан (е) союзпа ҫыхӑнакан йышши членсене союзӗ пӗччен чухне запятойпа уйӑрмаҫҫӗ, сӑмахран: Салампи калать-калать те тем аса илсе шухӑша каять, йывӑррӑн сывласа ярать, сылтӑм куҫ харшине сӑтӑрса илет те каллех малалла калать (А. Артемьев). Сахрун патне Михха, Кавӗрле, Унтюк староста тата ҫӗн ҫӗре куҫакансем пуҫтарӑнса ларнӑ (Ҫ. Элкер). Вӗренме аппа Шупашкара е Мускава каясшӑн.
41§. Мӑшӑр тата икӗ е темиҫе хут калакан союзсемпе ҫыхӑнакан пӗр йышши членсене запятойпа уйӑраҫҫӗ (точкӑпа запятой лартассине 31-мӗш параграфра уҫса панӑ), сӑмахран: Ерҫӳллӗ вӑхӑтра Павӑла ҫынсем тӑтӑшах е хапха, е алӑк, е палтӑр юсама чӗнетчӗҫ (В. Сатай).
42§. Хирӗҫлекен (анчах, ҫапах, ахальлӗн, унсӑрӑн, атту) союзсем умӗн запятой лартаҫҫӗ (точкӑпа запятой лартасси ҫинчен 30-мӗш параграфа вулӑр), тӗслӗхрен: Уйӑх ҫутатать, анчах ӑшӑтмасть. Шӑши пысӑк мар, ҫапах тӑва шӑтарать.