Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ - Иван Христофоров

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ
Пуҫтарӑнсан анне килӗнче
Пӗр чӑпар куккук шӑппӑн авӑтса
Пырса ларчӗ хурӑн тӑррине
Пӗр чӑпар куккук шӑппӑн авӑтса
Пырса ларчӗ хурӑн тӑррине

Ан хуҫӑр-ха хурӑн туратне
Куккук ӑҫта ларса авӑтӗ
Ан хуҫӑр-ха анне кӑмӑлне
Эпир кайсан кампа йӑпанӗ
Ан хуҫӑр-ха анне кӑмӑлне
Эпир кайсан кампа йӑпанӗ

Виҫҫӗллӗн явнӑ чӗн йӗвенне
Мӗншӗн сӳтӗлмелле тунӑ-ши?
ҫиччӗн ҫуралса пӗр килте ӳссе
Мӗншӗн уйрӑлмалла тунӑ-ши?
ҫиччӗн ҫуралса пӗр килте ӳссе
Мӗншӗн уйрӑлмалла тунӑ-ши?

Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ
Пуҫтарӑнсан анне килӗнче
Ан йӗр-ха, анне, шӑл-ха куҫҫульне
Хурлӑхлӑн ӑсатрӗ вӑл пире
Ан йӗр-ха, анне, шӑл-ха куҫҫульне
Хурлӑхлӑн ӑсатрӗ вӑл пире



Тулли верси :: Статья каҫми