Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Пӗрремӗш сыпӑкри уҫӑ сасӑсем (МРФ ЧЧИ)


Мӗншӗн-ха тӗпчевҫӗсем яланах пӗрремӗш сыпӑкри сасӑсем ҫине пӑхаҫҫӗ? Алтай чӗлхисен ушкӑнне кӗрекен чӗлхери сӑмахсен сӑн-сӑпачӗ тымарти сасӑран килет. Сӑмахри ытти сасӑсем тымарти сасӑпа килӗшсе тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пӗрремӗш сыпӑкри е тымарти сасӑ шанчӑклӑ, вӑл хӑйӗн фонетика сӑн-сӑпатне мӗн авалхи пекех упраса хӑварнӑ.
Авалхи тӗрӗк чӗлхинчи сасӑсен системине чӑваш чӗлхинчи уҫӑ сасӑсен системипе танлаштарса тӗпчеме тытӑнас умӗн ҫакна та каласа хӑвармалла: чӑваш чӗлхинчи уҫӑ сасӑсем ытти тӗрӗк чӗлхисенчи уҫӑ сасӑсенчен нумай енчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Ку тӗлӗшпе якут чӗлхи те ҫакнашкалтарах, анчах унта уҫӑ сасӑсен системи чӑвашӑнни пек мар, ытти тӗрӗк чӗлхисенчи уҫӑ сасӑсене ҫывӑхрах тӑрать.
Малалла эпир авалхи тӗрӗк чӗлхинчи уҫӑ сасӑсене уйрӑммӑн пӑхса тухӑпӑр.



Тулли верси :: Статья каҫми