Акӑшпала акӑш канашлаҫҫӗ,
Ашӑ ҫӗре вӗҫсе каясшӑн.
Тӑшманпала тӑшман канашлаҫҫӗ,
Тата усал ӗҫсем тӑвасшӑн.
Авалхи юрӑран.
Пачман хуларан тухса кайнине Капет тепӗр куннех пӗлчӗ.
— Анӑҫу, ӑнӑҫу! — чупса кӗчӗ вӑл Парӑҫ-Пӑрӑнтай патне. — Пачман тухса кайнӑ! Халь пире никам та чараймасть!..
— Ӑнланмалларах кала! — чарчӗ ӑна Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Мӗн ӑнӑҫӑвӗ? Ӑҫта тухса кайнӑ?.. Мӗншӗн питӗ савӑннӑ вара эсӗ?..
— Пачман хуларан тухса кайнӑ, — ӑнлантарса пама тытӑнчӗ Капет. — Атӑл леш енне сунара кайнӑ теҫҫӗ. Халь пире хулара хуҫа пулма, патша керменне туртса илме никам та чараймасть!..
— Пачман килсен вара мӗн тумалла?
Капет кулса ячӗ:
— Килмелле мар тумалла ӑна.
— Мӗнле килмелле мар? — ӑнлансах ҫитеймерӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай.
— Килмелле мар мӗнле тӑваҫҫӗ, — мӑйне хӗҫпе каснӑ пек кӑтартрӗ Капет. — Вӑт ҫапла!.. Вара ниҫта та килеймест вӑл...
Капет каллех ахӑлтатса кулса ячӗ.
— Тӑхта—ха, тӑхта, — чарчӗ ӑна Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Кам вара ӑна ҫапла тӑваять? — Хӑй те, Капет пек, мӑйне каснӑ пек кӑтартрӗ вӑл.
— Пур—ха ун пек ҫынсем, — ӑнлантарса пама тытӑнчӗ Капет. — Ара, ылттӑн та кӗмӗл чул та кастарать, ҫынна та вӗлерттерет. Тупрӑм эпӗ. Ҫарӑмсан леш енчи вӑрӑ—хурахсемпе калаҫса татӑлтӑм.
— Хӑҫан ӗлкӗрнӗ вара?
— Маларахах!.. Кирлӗ пулӗ терӗм.
— Ун пек пулсан апла, атя—ха, тӗплӗ шухӑшлас пулать ку ӗҫе. Чӑнласах вӗлерме пулать—и вара ҫав путсӗр Пачмана?
— Ара, ман ҫынсем ун йӗрӗпе каяҫҫӗ те пӗр-пӗр улах ҫӗрте е каҫпа, систермесӗр тапӑнса, Пачмана та, ун ҫыннисене пурне те леш тӗнчене, шуйттан патне ӑсатаҫҫӗ. Ан кулян, элтепер! Пурте йӗркеллех пулать. Эсӗ вара паянах Ылттӑнчеч патне кайма пултаратӑн. Пачмана ҫапла тӗп тунӑ хыҫҫӑн ун пек чиперкке хӑй пӗччен пурӑнмалла мар ӗнтӗ. Ун пек чиперкке пӗччен ҫывӑрма выртни вӑл тӗнче йӗркине пӑсни!..
Капет каллех ахӑлтатса кулса ячӗ.
— Эс, мӗн, Ылттӑнчече ан тив! — тарӑхнӑ пек пулчӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай.
— Тивме юраманнипе калатӑп ҫав ӗнтӗ, — вӑл тарӑхнине курман пекех пулчӗ Капет. — Пӗччен хӑвармалла мар тетӗп ӑна... — Парӑҫ-Пӑрӑнтай тем каласшӑнне курса, тӳрех урӑххи ҫине куҫрӗ. — Эппин, Пачман пирки калаҫса татӑлтӑмӑр. Паянах ун йерӗпе хам ҫынсене кӑларса яратӑп. Часрах хуса ҫитсе мӗскер тумаллине туччӑр. Ҫапла-и?..
— Атя, мӗн шутланине ту, — хушрӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай.
— Кайиччен сана хам ҫынсемпе паллаштарас мар-и?
— Кирлӗ мар. Мана вӗсен сӑнӗ-пуҫӗ мар, мана вӗсен ӗҫӗ кирлӗ. Хӑв каланине пӗтӗмпех кирлӗ пек тӑваятӑн пулсассӑн манран вара мӗн кирлӗ, ҫавна ыйтма пултаратӑн.
— Мана темӗскерех кирлӗ мар, — каллех ахӑлтатса кулса ячӗ Капет. — Пачмана леш тӗнчене ӑсатнӑ хыҫҫӑн Ылттӑнпике те ун ҫулӗпе яма кӑна ан чар... Кайран мана мӑрса ту.
— Шанчӑклӑ-и сан ҫыннусем? — ҫирӗппӗн ыйтрӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Каппайланса кӑна калаҫмастӑн-и эсӗ?
— Питӗ шанчӑклӑ ман ҫынсем! — татсах каларӗ Капет. — Ылттӑн-кӗмӗлшӗн вӗсем ҫут тӗнчене те тепӗр майлӑ ҫавӑрса хума хатӗр.
— Эппин, ӗҫсем мӗнле пынине мана пӗлтерсех тӑр! Ылттӑнпик ҫинчен те ан ман, — хушрӗ юлашкинчен Парӑҫ-Пӑрӑнтай.
Каҫпа Капет Парӑҫ-Пӑрӑнтай патне тепре кӗчӗ:
— Пурте йӗркеллех, — терӗ вӑл. — Ман ҫынсем Пачман йӗрӗпе тухса кайрӗҫ. Пачмана тӗп тунине пӗлтереҫҫӗ те Ылттӑнпике шырама каяҫҫӗ. Эп пӗлнӗ тӑрӑх Ылттӑнпик халлӗхе Ресанран тухса кайман-ха.
* * * <<
Капетпа калаҫни Парӑҫ-Пӑрӑнтайӑн пӗтӗм чун-чӗрине пӑлхантарса ячӗ. Пуринчен ытла ӑна Ылттӑнчеч пирки калаҫни шухӑшлаттарчӗ. Ара, мӗн чухлӗ чунне-чӗрине ҫунтармарӗ пулӗ вӑл ун пирки. Мӗн пӗчӗкрен ӑна вӑл хӑйӗн савнийӗ, хӑйӗн пулас арӑмӗ тесе ӳснӗ. Ун чухне вӑл Пачманпа та туслӑччӗ. Ун чухне Ылттӑнчеч хӑй те ӑна кӑмӑллатчӗ пек. Анчах кайран тем пулчӗ. Ылттӑнчеч палламалла мар улшӑнчӗ. Чылайран кӑна пӗлчӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай: Пачман Ылттӑнпик ывӑлӗ мар иккен. Эппин, Ылттӑнчечӗн тетешӗ те мар. Ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн Ылттӑнчечпе Пачман савнисем пулса тӑнӑ. Кайран вара вӗсем пӗрлешрӗҫ те. Ку вара Парӑҫ-Пӑрӑнтая ӗмӗрлӗхех амантса-суранлатса хӑварчӗ... Чун-чӗрене хушаймастӑн ҫав. Епле манас тесен те Парӑҫ-Пӑрӑнтай Ылттӑнчече хӑй чунӗ-чӗринчен кӑларса пӑрахаймарӗ. Пачмана вара чи тискер тӑшман пек йышӑнма тытӑнчӗ, курайми пулчӗ. Халӗ вара мӗн пулнине улӑштарма пулать тесе шухӑшларӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. Пачманпа Ылттӑнпик леш тӗнчене кайсассӑн хӗрарӑмӑн ирӗксӗрех хӑйне хӳтӗлекене шырас пулать. Ӑна хӳтӗлекенни — пӗртен-пӗр Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫеҫ.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай вара нимӗн тӑхтаса тӑмасӑр Ылттӑнчечпе тӗл пулас терӗ.>>
* * * <<
Савнӑ упӑшки Ылттӑнпик патшана шыраса тупма инҫе ҫула тухса кайнӑранпах Ылттӑнчеч хӑйне валли канӑҫ тупаймасть. Пачманпа темле инкек пулассӑн туйӑнать ӑна. Анчах мӗнле пулӑшӑн-ха ӗнтӗ килте юлса инҫе ҫула тухнӑ упӑшкине?.. Ҫапла шухӑшласа, темиҫе кун каялла Ылттӑнчеч патша керменӗнчен чупса тухрӗ те
Ҫарӑмсан шывӗ хӗррине ҫитсе, анӑҫалла пӑхса, тӗнче хуҫине Танкӑра кӗлтума тытӑнчӗ. Ҫапла кӗлтунӑ хыҫҫӑн унӑн чунӗ каннӑ пек пулчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара Ылттӑнчеч кашни кун каҫпулттипе шыв хӗррине тухса кӗлтума тытӑнчӗ.
Паян та, акӑ, ылттӑн кустӑрма-хӗвел
Ҫарӑмсан леш енчи сӗм вӑрманта йывӑҫсен тӑррине анса ҫитсен, Ылттӑнчеч керментен чупса тухрӗ те шыв хӗррине ҫитсе чӗркуҫленсе ларчӗ, Танкӑра кӗлтума тытӑнчӗ:
Ҫут тӗнче хуҫи Танкӑр,
Ман сӑмаха илтмесӗр ан тӑр.
Акӑ, пуҫӑма тайса,
Чӗркуҫҫи ҫине ларса,
Сана кӗлтӑватӑп,
Санран ырлӑх ыйтатӑп.
Ҫут тӗнчере хӗвел пӗрре,
Этем пурнӑҫӗ те пӗрре.
Пачман пурнӑҫне упра,
Мана раскал пулӗ вара.
Пачмансӑр маншӑн раскал ҫук,
Пачмансӑр маншӑн пурнӑҫ ҫук.
Пӗр-пӗрне юратса,
Ырлӑх-сывлӑх сунса,
Пурӑнма пар пире
Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере!..
Кӗлтӑватӑп,
Пуҫҫапатӑп,
Санран ырлӑх ыйтатӑп,
Санран пурнӑҫ ыйтатӑп...
Аякри вӑрманта йывӑҫ тӑррисем ҫине канма ларнӑ ылттӑн кустӑрма-хӗвел аяларах та аяларах анса пычӗ, ҫывӑрма кайма васкарӗ. Юханшыв сулхӑнӗ ҫапрӗ. Таҫтан тупӑннӑ ҫил авӑкӑн-авӑкӑн вӗрсе илчӗ.
— Ылттӑнчеч! — илтӗнчӗ ҫав хушӑра ҫыран хӗрринчи хӑвасен хушшинчен. — Ылттӑнчеч!..
— Кам унта? — шарт сиксе, сасӑ енне ҫаврӑнчӗ сӑлу-пике.
— Эпӗ ку, Ылттӑнчеч!.. Ан хӑра!.. Эпӗ ку — Парӑҫ-Пӑрӑнтай...
Парӑҫ-Пӑрӑнтай хӑва тӗмисен хушшинчен тухрӗ те сӑлу-пике еннелле утрӗ.
— Парӑҫ-Пӑрӑнтай!.. Мӗн кирлӗ сана кунта? — ури ҫине тӑчӗ Ылттӑнчеч.
— Эпӗ ятарласа сан патна килтӗм. Калаҫма... — Сӑлу-пикене хӑратас мар тесе аяккарах пулсан та чарӑнса тӑчӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Кунта пире никам та кансӗрлемӗ, терӗм.
— Мӗн калаҫмалла вара пирӗн кунта? — тӗлӗнчӗ Ылттӑнчеч. — Питех калаҫмалла пулсассӑн, мӗншӗн атте керменне пымарӑн?
— Ҫын курман ҫӗрте калаҫма лайӑхрах пулӗ терӗм. Сана каламалли питӗ нумай манӑн.
— Мӗн каласшӑн вара эсӗ, Парӑҫ-Пӑрӑнтай? — тӗлӗнчӗ Ылттӑнчеч.
— Иртнине, тахҫан-тахҫан пулнине маннӑ-им вара эсӗ, Ылттӑнчеч? — темиҫе утӑм маларах иртсех питӗ ҫепӗҫҫӗн каларӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Астӑватӑн-и? Эпир пӗрле выляса ӳсрӗмӗр. Пӗр-пӗрне юрататтӑмӑр...
— Ҫапла, пӗрле ӳсрӗмӗр — эсӗ, эпӗ тата Пачман, — терӗ Ылттӑнчеч. — Анчах мӗншӗн аса илетӗн-ха ҫакна, Парӑҫ-Пӑрӑнтай?
— Хам сана нихӑҫан та манманни ҫинчен калас тетӗп, Ылттӑнчеч. Эсӗ яланах, яланах ман чун-чӗрере упранатӑн. Эсӗ манӑн шанчӑк ҫӑлтӑрӗ, пӗтӗм чун-чӗрене ӑшӑтса тӑракан хӗвел пайӑрки...
— Ҫук-ҫук, Парӑҫ-Пӑрӑнтай, халӗ кун пирки калаҫса тӑрар мар, — усал ересрен хӑранӑ пек кутӑн чака-чака калаҫрӗ Ылттӑнчеч. — Пӗлен вет-ха, эпӗ урӑххине суйласа илтӗм. Маншӑн ҫут тӗнчере Пачманран хакли никам та ҫук. Кун пирки урӑх калаҫса тӑрар мар, Парӑҫ-Парантай... Урӑххи пирки калаҫма вара кермене пыр. Мӗншӗн Саврӑш-паттӑра зиндана пӑрахрӑн эсӗ?.. Мӗншӗн ху ятупа, патша пек, хутайсем вулаттаратӑн?.. Атте таврӑнсан мӗн калӑн?..
— Ылттӑнпик-и? — кулам пекки турӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Те таврӑнать-ха вӑл?
— Мӗскер? — тӗлӗнчӗ те, тарӑхрӗ те Ылттӑнчеч. — Мӗскер?.. Мӗскер кирлӗ мара калаҫса тӑратӑн эсӗ?!.
— Инҫе ҫулта унта темӗскер те пулма пултарать, тетӗп, — хӑй йӑнӑш калаҫу йӗрӗ ҫине куҫма тытӑннине астуса илчӗ Парӑҫ-Пӑрантай. — Ҫавӑнпа ҫеҫ ку сӑмахсем тухрӗҫ.
— Ҫук-ҫук, эсӗ ырӑпа ҫӳрекен ҫын мар! — хыттӑн каларӗ Ылттӑнчеч. — Текех итлесе тӑма пултараймастӑп эпӗ сана!..
Сӑлу-пике хир качаки пек питӗ хӑвӑрт патша керменӗ еннелле чупса кайрӗ.
Ним хускалми, чылайччен, пач курӑнми пуличчен хӑй вырӑнӗнчех пӑхса тӑчӗ Ылттӑнчече Парӑҫ-Пӑрӑнтай. Унӑн чӗри-чунӗнче тарӑху ҫӗпре пек йӳҫсе хӑпара пуҫларӗ. "Юрӗ, — терӗ вӑл юлашкинчен, — мӗнле итлеттермеллине пӗлӗпӗр. Капла ҫеҫ мар, чӗркуҫленсе ларса ман сӑмаха итлемелле пулӗ-ха!"
Тусанлӑ ҫӗр ҫине лач! лаплаттарса сурчӗ те Парӑҫ-Пӑрӑнтай килӗ еннелле лаплаттарса утса кайрӗ.
Килне ҫитсессӗнех Парӑҫ-Пӑрӑнтай часрах шыраса тупса Капета хӑй патне илсе пыма хушрӗ.
— Ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ? — ыйтрӗ вӑл Капет хӑй патне кӗнӗ-кӗменех.
— Пурте лайӑх! — ҫирӗппӗн хуравларӗ Капет мӗн пирки калаҫу пынине тӳрех ӑнланса. — Ман ҫынсем Пачман йӗрӗпе тухса кайнӑ. Ыран-паян вӑл леш тӗнчене ӑсанни ҫинчен хыпар ҫитмелле.
— Пирӗн патша керменне епле туртса илесси пирки те шухӑшламалла, — Капет ҫинелле мар, ун пуҫӗ урлӑ таҫта аякалла пӑхса калаҫрӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Атя, шухӑшла, мӗнле тумалла ҫакна?.. Ытлашши шӑв-шав ҫӗклемесӗр, халӑха систермесӗр.
— Итлетӗп, аслӑ патша! — пуҫ тайрӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтая Капет.
— Леш Пачман йӗрӗпе кайнисем ҫинчен мӗнле хыпар, тӳрех мана пӗлтер! — хальхинче вара чӑн-чӑн патша пек хушу турӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Ан ман: Ылттӑнпикрен те тасалмалла пирӗн...
— Пурте пулать, аслӑ патша! — каллех пуҫ тайрӗ Капет. Тӳпери ҫутӑ хӗвел сасартӑк сӳне пуҫларӗ. Ун ҫине хӗвеланӑҫ енчен килекен хура пӗлӗтсем кӗрсе кайма тытӑннӑ иккен. Парӑҫ-Пӑрӑнтайпа Капет тӑракан пӳлӗмре сасартӑк тӗттӗмленсе кайрӗ, сивӗ те нӳрлӗ пек туйӑнма тытӑнчӗ. Анчах ӑна ҫак хӑйсен усал калаҫуне пула хавхаланса кайнӑ икӗ ҫын туймарӗҫ те.