Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Поэт хӑвачӗ (Леонид Лялькин)


Санра тапса тӑратчӗ пултарулӑх,
Ӳнер хӑвачӗ — чи ӑста талант.
Сана таптаймӗ шелсӗр вилӗм-хурлӑх,
Мӗн пур тавралӑх, эс ан йӗр, шӑплан.

Эс ху ятна тӗнче шайне ҫӗклерӗн,
Тӗнче умне кӑлартӑн халӑхна.
Поэзи пахчинче куллен ӗҫлерӗн,
Шӑратрӑн кӗмӗл пек таса ӑсталӑхна.

Ҫиҫет хӗвел пек ҫутӑ ӑс вучахӗ,
Эс чӗртнӗ ӑс-тӑна хӗрсе ҫунать.
Сӑмахлӑх хирӗнчи сар тул пучахӗ
Куҫ виҫейми уйра пиҫсе тулать.

Тӗвӗленет чӗр шухӑш ик ҫунатлӑн,
Вӗҫет пин-пин чӗре хӗлхемӗн уҫлӑхне.
Асамлӑ шӑплӑхра сассу янрать хӑватлӑн,
Тӗнче тӑнлать ӑстаҫӑ сӑмахне.

Аваллӑх ҫӳпҫинче эс пӗрчӗн-пӗрчӗн
Тӗпчерӗн халӑхӑн сӳнми ӑсне.
Эс тӑрӑшни пур вӑхӑта ҫӗнтерчӗ,
Эс ҫирӗп тытрӑн кимӗ парӑсне.

Чун-чӗрене, ӑса чӗртсе вӗҫмелӗх
Поэзи сывлӑшне кӗртен чӑвашлӑха,
Ҫав ҫӑл куҫран куллен выртса ӗҫмелӗх
Хӑват паратӑн эс ҫуратнӑ халӑха.

Леонид Лялькин. Патӑрьел районӗ, Тӑрӑн ялӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ытти Геннадий Айхине халалланӑ сӑвӑсене



Тулли верси :: Статья каҫми