Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Пирӗн те пулнӑ вӑл


Чӑваш Ен кӑҫал «Чӑвашкино» йӗркеленнӗренпе 85 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. 1926 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче чӑвашсен пӗрремӗш илемлӗ фильмне — «Волжские бунтари» — кӑтартнӑ. Ҫав ҫулхи кӗркунне вӑл Пӗтӗм Союзри проката тухнӑ.

Республикӑра кино ӗҫне аталантарас тӗлӗшпе Кинофикаципе кинопрокат управленийӗн Чӑваш уйрӑмӗ («Чӑвашкино») пысӑк витӗм кӳнӗ. Ютра кӑларнӑ хатӗр фильмсене кӑтартас енӗпе ҫеҫ мар, вырӑнти вӑйпа илемлӗ, документлӑ кинокартинӑсем ӳкерессипе те самай палӑрнӑ вӑл. Ҫавӑн пекех сценаристсем, актерсем, режиссерсем, ӳнерҫӗсем хатӗрленӗ. «Чӑвашкинон» халӑхӑн культура шайне ҫӗклес ӗҫри тӳпи питӗ пысӑк.

1926 ҫулта Чӑваш Ене куҫса ҫӳрекен киноаппаратурӑн 4 комплектне пуҫласа илсе килнӗ. Ҫулталӑкран Шупашкарта ҫеҫ мар, Улатӑрпа Сӗнтӗрвӑрринче те кинотеатрсем, куҫса ҫӳрекен 10 киноаппаратура пулнӑ. 1928 ҫулта кинотеатрсем ҫавӑн пекех Етӗрнере, Ҫӗрпӳре, Канашра тата Пӑрачкавра уҫӑлнӑ. Киносеть питӗ хӑвӑрт аталанса пынӑ, 1931 ҫул тӗлне ялсенче кино кӑтартакан хатӗрсем 57-че ҫитнӗ.

«Чӑвашкино» ултӑ ҫул — 1926-1932 ҫулсенче — ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑрта илемлӗ 7 — «Волжские бунтари», 1926, «Сарпике», 1926, «Черный столб», 1927, «Ял» (Вихрь на Волге), 1928, «Апайка» (Прачка), 1929, «Священная роща», 1930, «Асту» (Помни), 1930 — тата документлӑ 3 — «Страна Чувашская», 1927, «60 лет чувашской грамоты», 1927, «Рожденная Октябрем», 1930 — ӳкерме ӗлкӗрнӗ. 1931 ҫулта И.С.Максимов-Кошкинский ертсе пынӑ «Чӑвашкинона» «Хӗвел тухӑҫ кино» тытӑмне илнӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн республикӑра илемлӗ фильмсем ӳкерес ӗҫ чарӑнса ларнӑ.

1933 ҫулта Шупашкарта сасӑпа калаҫакан «Художественный» кинотеатр (700 вырӑнлӑ) хута кайнӑ, 1950 ҫулта ӑна «Родина» ятпа улӑштарнӑ. Унта кӑтартнӑ пӗрремӗш фильм — «Златые горы».

Республикӑри чи пысӑк кинотеатрсенчен пӗрне — «Ҫеҫпӗле» — 1973 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче уҫнӑ. Унта икӗ зал. Куравҫӑсем пӑхнӑ пӗрремӗш картинӑсем: «Ҫеҫпӗл» тата «Приваловские миллионы». Тӑван ҫӗршывра кӑларнӑ фильмсене кӑтартас тӗлӗшпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн 1994 ҫулта «Ҫеҫпӗле» кинематографири «Золотой Овен» премипе наградӑланӑ. Вӑл 1998 ҫултанпа — Раҫҫей кино центрӗ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑри киноотрасль ыйтӑвӗсемпе ЧР патшалӑх электронлӑ тата кинодокументаци архивӗ ӗҫлет.

Надежда Георгиева, «Хыпар», 2011, юпа, 21


 
Категорисем: Чӑвашкино

Тулли верси :: Статья каҫми