Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Петрова Елена Петровна


Петрова Елена Петровна — тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

Пурнӑҫӗ

Вӑл 1913 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи, хальхи Канаш районне кӗрекен Вырӑскас Пикших ялӗнче ҫуралнӑ.

1937 ҫулта Хусанти медицина институтне вӗренсе пӗтернӗ.

1937–1939 ҫулсенче Канашри пульницӑра педиатр пулса ӗҫленӗ.

1939–1941 ҫулсенче — Шупашкарти фельдшер шкулӗнчи преподаватель.

1941–1944 ҫулсенче — Шупашкар хула пульницинчи хирурги уйрӑмӗн тухтӑрӗ.

1944–1947 ҫулсенче — Тӑвайри тухтӑр участокӗн заведующийӗ.

1947–1948 тата 1952–1953 ҫулсенче — Красноармейски район пульницин тӗп тухтӑрӗ.

1948–1952 ҫулсенче Красноармейски райздравотделӗн заведующийӗ пулса ӗҫленӗ.

1953–1956 ҫулсенче — Вӑрнарти ача-пӑча санаторийӗн тухтӑрӗ.

1956–1958 ҫулсенче — Етӗрне районӗнчи Советски участок пульницин тухтӑрӗ.

1958–1975 ҫулсенче — Читари медицина институчӗн госпиталь терапийӗн кафедрин ассистенчӗ.

35 ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ.

1976 ҫулта Иркутск хулинче вилнӗ.

Хисепӗсем


 
Категорисем: Вырӑскас Пикших ҫыннисем, Чӑваш АССР-ӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗсем, Медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем

Тулли верси :: Статья каҫми