Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Пачман (Кӗмел Кӗпер)


Ку ӑмӑртура та Пачман ҫӗнтерет,
Хӑй маттуртан та маттуррине,
Хӑй паттӑртан та паттӑррине
Пӗтӗм чӑваш халӑхне пӗлтерет.
"Ылттӑнпик" эпосран.


Парӑҫ-Пӑрӑнтай чапа тухнӑ ҫарпуҫне Саврӑш-паттӑра вӑрттан, систермесӗр тытса тарӑн зиндана пӑрахнӑ тенӗ хыпар ҫав кунах пӗтем Пӳлер хулипе сарӑлчӗ.
— Аттене часрах тавӑрса килмелле! — терӗ, ҫакна илтсен, Ылттӑнчеч хӑйӗн упӑшкине Пачмана.
— Тен, эпӗ хамӑн чи ҫывӑх эккелсене пухатӑп та Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗретӗп, — хӑй шухӑшне каламасӑр чӑтаймаре Пачман. — Мӗнле-ха ҫавӑн пек чапа тухнӑ ҫарпуҫӗнчен кулмалла?!. Пуҫне касмалла унӑнне, Парӑҫ-Пӑрӑнтайӑнне!..
— Юрамасть, — килӗшмерӗ унпа Ылттӑнчеч. — Парӑҫ-Пӑрӑнтай вӑл аттен тӑванӗ. Унсӑр пуҫне ҫакна та манмалла мар. Ӑна атте хӑй вырӑнне хӑварнӑ. Вӑл ҫеҫ ӑна суд тума пултарать.
Капла калани Пачмана тӳрех тӑна кӗртрӗ:
— Эппин, патшана часрах шыраса тупмалла та кунта мӗн пулса пынине пӗтӗмпех, ним пытармасӑр каласа памалла, — терӗ вӑл арӑмне. — Ыранах эпӗ ҫула тухатӑп.
— Шанчӑклӑ текӗрт илес пулать, — килӗшрӗ те тӳрех сӗнӳ пачӗ Ылттӑнчеч. — Шанчӑклӑ хуралсӑр тем те сиксе тухма пултарать. Кун пек пулнӑ хыҫҫӑн Парӑҫ-Пӑрӑнтайран унран тем те кӗтме пулать.
— Ҫук, — килӗшмерӗ савнӑ арӑмӗпе Пачман. — Хуларан пысӑк текӗртпе тухса кайма юрамасть. Тӳрех сисеҫҫӗ. Эпӗ вунпилӗк-вунултӑ ҫын кӑна илетӗп. Сунара каятӑп тесе пӗлтеретӗп. Сунара вара, хӑв пӗлен, ҫӗрни илсе каймаҫҫӗ.
— Ку та тӗрӗс, — килӗшрӗ упӑшкипе Ылттӑнчеч. — Юрӗ, вунпилӗк-вунултӑ ҫын пултӑр. Анчах чи шанчӑклисене ил.
— Чи шанчӑклисене илетӗп, хамӑн тамӑрсене, — шантарсах каларӗ Пачман Ылттӑнчече. — Тӳрех Ресан хулине ҫул тытмалла пуль тетӗп.
— Тӗрӗс. Атте халӗ Ресан хулинче. Тӳрех унта кай!..
Чӑнах та, тепӗр кунах Пачман, хӑйӗн чи шанчӑклӑ вунпилӗк ҫыннине илсе, инҫе ҫула тухрӗ. Вӑл ӑҫта кайнине Парӑҫ-Пӑрӑнтайпа ун ҫыннисем ан пӗлччӗр тесе, Пачман пурне те Атӑл леш енне сунара каятӑп тесе пӗлтерчӗ.
* * * <<
Пачманпа унӑн пысӑк мар текӗртне инҫе ҫул пӗрре те тертлӗ пулмарӗ. Вӗсем Атӑл урлӑ каҫрӗҫ те хирӗҫри Теччӗ хулине кӗмесӗрех кайьеннелле кайрӗҫ. Ҫул ҫинче ниҫта та чарӑнса тӑмарӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсем питӗ хӑвӑрт малалла кайса пычӗҫ. Ҫул лайӑх. Пысӑк мар ҫырмасемпе варсем урлӑ каҫма кӗперсем пур. Ҫавӑнпа каҫ пулнӑ тӗле Пачман хӑй ҫыннисемпе Элшел хулине ҫитрӗ. Ҫакӑнта вара пӑлхарсем учӗсене кантарас терӗҫ.
Ҫуллахи каҫ питӗ кӗске. Караван-сарайра кӑшт ҫывӑрса илнӗ хыҫҫӑн, утсене кантарса сӗлӗ ҫитернӗ хыҫҫӑн, Пачман часрах малалла каяс терӗ. Пӗр-пӗр хулара е ялта нумайлӑха чарӑнса тӑма юрамасть вӗсен. Ҫавӑнпа пӗлӗшсем патне кӗмерӗ вӑл, килен-каянсемпе те калаҫмарӗ, кӑвак ҫутӑ килсенех ҫула тухас терӗ.
Сӗве шывӗ урлӑ каҫса, пысӑк мар текӗрт питӗ хӑвӑрт мальеннелле кайса пычӗ. Иккӗмӗш кунхи кӑнтӑрла тӗлне малта ҫӳллӗ хӳмеллӗ Таяпа хули курӑнса кайрӗ.
— Таяпана кӗрсе тӑмастпӑр, — терӗ Пачман. — Пӑла хӗрринче утсене кантаратпӑр та тӳрех Тикеше ҫул тытатпӑр.
Чӑнах та, Тикеше вӗсем каҫпулттипе ҫитрӗҫ.
Тикеш тулли шывлӑ Пӑла ҫырмин сылтӑм ҫыранӗнчи пысӑк мар, апчах питӗ вӑйлӑ ҫирӗплетнӗ хула. Ун тавра виҫӗ хут хӳме ҫавӑрнӑ. Кашни хӳме умӗнче тата питӗ тарӑн канав, унта шыв тултарнӑ. Хулана шыв тӑрӑх карапсем те килсех тӑраҫҫӗ. Пӑларан Сӗвене, Сӗверен Атӑла тухса, Тикеш сутӑҫисем Багдата та, кӑнтӑрти ҫӗршывсенчи ытти хуласене те ҫитеҫҫӗ.
Пачман хулана кӗрес темерӗ, хӑйӗн ҫарӗпе Пӑла хӗррине ҫӗр каҫма чарӑнчӗ. Ирхине вара каллех ҫула тухрӗ те тепӗр кун Улатӑр хулине ҫитрӗ.
Улатӑр та пӑлхарсен хули, Сӑр шывӗн сылтӑм ҫыраненче вырнаҫнӑ. Улатӑр пулса кайнӑ пирки пӑлхарсем ҫапла калаҫҫӗ.
...Хӑйне Арамаҫи тӑвӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнӑ Ҫӳлти Турӑран аяккарах кайма хушнӑ Улӑп хӑйӗн ывӑлӗсене.
Улӑп ывӑлӗсем хӑйсен кӗтӗвӗсемпе ҫурҫӗр еннелле хускалса кайнӑ. Вӗсен час-часах Туҫи этемсем тапӑннине хирӗҫ кӗрешмелле пулнӑ. Виҫӗ кун иртсен, вӗсем пӗр пысӑк ҫырма тинӗсе юхса кӗнӗ ҫӗре ҫитнӗ те ҫав юханшыва Атӑл тесе ят панӑ. Унтан ҫырма хӗррипе малалла кайнӑ. Ҫул ҫинче вӗсем ҫине час-часах ҫеҫенхир ҫыннисем тапӑннӑ, выльӑх-чӗрлӗхе туртса илес тесе хӑтланнӑ, тискерленнӗ, анчах ҫурҫӗр еннелле каякансене чарса тӑрайман. Унӑн ывӑлӗсем Сарӑту патне ҫитнӗ. Унтан вӗсен, сӗм вӑрманпа пынӑ чухне, час-часах вӑрман ҫыннисем тапӑннинчен хӳтӗленмелле пулнӑ. Ҫичӗ ҫул иртсен, вӗсем хайхи ҫырма юппи патне ҫитнӗ. Ҫав ҫырма юппине вӗсем Чулман Атӑл тесе ят панӑ. Икӗ ҫырма хушшинче чарӑнса, юнкун кӑвакал пусса, вӗсем тӳркӗлли тунӑ... Кӗлӗ тунӑ хыҫҫӑн Улӑпӑн кӗҫӗн ывӑлӗ пурӑнма ик ҫырма хушшине чарӑннӑ. Ун тетӗшӗ Атӑлӑн сылтӑм енне Сӑрӑ шывӗ хӗррине вырнаҫнӑ. Вара вӗсем вӑрман уҫланкисенче ҫӗр алтса, ҫуртырри акса тума пуҫланӑ.
Пӗррехинче ҫав Улӑпӑн аслӑ ывӑлӗ сунарта ҫӳренӗ чух уя тухнӑ та тӗлӗнсех кайиӑ: мӗнле апла ку уй пирӗнни пек мар, тенӗ. Ҫав уй урӑх йӑх ҫыннин пулнӑ иккен. Хайхи ку леш урӑх йӑх ҫыннинчен ыйтать:
— Мӗнле апла сирӗн тырӑ ула?
— Ули вӑл кӗркунне акса хӑварнӑ ыраш, — тет урӑх йӑх Ҫынни. Ҫавӑнтан вара ҫак Улӑпӑн аслӑ ачи ыраш акма вӗренсе кайна, урӑх йӑх ҫынни пурнакан яла Улатырӑ тесе ят панӑ. Каярахпа Улатырӑ сӑмахран Улатӑр пулса тӑнӑ.
Ҫапла калаҫҫӗ пӑлхарсем ҫакӑнта, инҫетри Сӑрӑ шывӗ хӗрринче хула пуҫланса кайни, ӑна Улатӑр тесе ят пани ҫинчен.

Сӑр шывӗ урлӑ каҫсассӑн вара пӑрттассен тата мӑкшӑсемпе ирҫесен ҫӗрӗ пуҫланать. Вӗсем пурте Атӑлҫи Пӑлхарстан патшалӑхне кӗреҫҫӗ, ытти йӑхсемпе тата халӑхсемпе туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Пачманӑн пысӑк мар текӗрчӗ ытлашши ниҫта та чарӑнса тӑмасӑр малалла та малалла питӗ хӑвӑрт куҫса пычӗ.



Тулли верси :: Статья каҫми