Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.
Патӑрьел районӗ — Чӑваш Енӗн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ район. 1927 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче туса хунӑ. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 944 ҫх2 танлашать. Район администрациӗ Шупашкартан 138 ҫухрӑмра ларакан Патӑрьел салинче вырнаҫнӑ.
Ҫут ҫанталӑк
Патӑрьел районӗн вырӑнӗсем сӑртлӑ тӳремлӗхсенчен тӑраҫҫӗ.
Чӗрчунсенчен кунта туркас, сӑвӑр, ҫӗр мулкачи, мулкач, тилӗ, кашкӑр тупӑнать. Ҫавӑн пекех вӑрмансенче пакша, ҫӳлевӗҫ, хӑнтӑр, пурӑш, сӑсар тата ытти тӗрлӗ чӗрчунсем пур.
Вӑрмансенче ҫак тӗрлӗ йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ: хурӑнсемпе, ӑвӑссемпе, чӑрӑшсемпе тата ҫӑкасемпе хутӑш хырлӑхсем; юманлӑхсем; юмансемпе вӗренесемпе хутӑх ҫӑкалӑхсем, хурӑнсемпе хутӑш ӑвӑҫлӗхсем. Чи пахалӑххисем — хырлӑхсем.
Чи пысӑк юханшыв — Пӑла. Ыттисем питӗ пӗчӗккӗ.
Халӑх йышӗ
1999 ҫул пуҫламӑшӗнче ку районта 40,3 пин ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 6,6 пин ҫын Патӑрьелте пурӑннӑ. Районта халӑх питӗ йышлӑ пурӑнать. Пер тӑваткал ҫухрӑм ҫине 47 ҫын килет. Ытларахӑшӗ(75%) — чӑвашсем. Ҫавӑн пекех тутарсем йышлӑ (22%), вырӑссем, мордвасем, украинецсем пурӑнаҫҫӗ.
Районта пӗтемпе 57 ял. Вӗсенче вӑтамран 800 ҫын пурӑнать.
Паллӑ ҫыннисем
Ҫак районта ҫуралса чапа тухнӑ ҫынсен йышӗ gирки кунта вулӑр.
- Адрианов Константин Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗсен пӗри.
- Айхи Геннадий Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫӑ.
- Бахмисов Алексей Иванович, график.
- Давыдов-Анатри Василий Иванович, кӗвӗ сӑвӑҫи, прозаик, публицист.
- Деверинская Александра Тимофеевна, спортсмен.
- Исаев Юрий Николаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи.
- Исмуков Николай Аверкиевич, ӑсчах.
- Кокель Алексей Афанасьевич, живописец, график.
- Кушманов Николай Константинович, сӑвӑҫӑ.
- Лисина Ева Николаевна, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ.
- Митта Василий Егорович, сӑвӑҫӑ, куҫаруҫӑ.
- Митта Пётр Егорович, ҫыравҫӑ.
- Пазухин Пётр Васильевич, кӗвӗ фольклорисчӗ.
- Садальский Станислав Юрьевич, артист.
- Салмин Антон Кириллович, этнолог.
- Сарпи Раиса Васильевна, сӑвӑҫӑ.
- Сачкова Людмила Николаевна, ҫыравҫӑ.
- Силэм Юлия Александровна, ҫыравҫӑ.
- Талвир Алексей Филиппович, ҫыравҫӑ.
- Тарасов Арсений Алексеевич, сӑвӑҫӑ, драматург.
- Юхма Михаил Николаевич, сӑвӑҫӑ, драматург.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр