Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Паллӑ артисткӑшӑн нимӗн те шалккӑ мар


«Ман чӗрем макӑрать, ыратса кӑшкӑрать ҫунат хуҫнӑ кайӑк чӗппи пек. Сансӑр ӑшӑм ҫунать, вӑхӑт шелсӗр шӑвать. Эп вара пурӑнса та курман пек...» ― 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче пӗччен юлнӑ хӗрарӑмсем ҫак юрӑшӑнах Елена Иовлевӑн кассетине туяннине илтнӗччӗ. «Тӗттӗм пӗлӗт шӑвать, сивӗ ҫумӑр ҫӑвать нихӑҫан хӗвел тухас ҫук пек...» ― йӗркисене вуласанах ҫӳҫенсе илетӗн. Чӗрене ҫурса ямалла юрланине илтекенсенчен нумайӑшӗ ҫак вӑхӑтра Елена Васильевна хӑйӗн чунрине ҫиеле кӑларнине чухлама та пултарайман. Йывӑрлӑх, пӗчченлӗх вара шӑпах ҫав ҫулсенче Еленӑпа юнашар ҫӳренӗ.

Юрату хӑватлӑ

― Лена, ҫак юрӑ сӑмахӗсем шӑпах мӑшӑрупа, Валерий Иовлевпа, уйрӑлнӑ вӑхӑтра ҫырӑнман-и сан?
― Ҫапла, уйрӑлсан 4 ҫул самай нушалантӑм ҫав. «Ак каллех каҫ пулать, сан чӗрӳ макӑрать....» ― ҫав вӑхӑтрине сӑнланӑ йӗркесем. Юрать пӗр ҫамрӑк каччӑ юратса пӑрахрӗ мана. Вӑл манран 19 ҫул кӗҫӗнччӗ, алӑ ҫинче йӑтса ҫӳретчӗ. Вӑл мана йывӑр чухне хавхалантарса тӑчӗ. Малтан унран тарса та ҫӳрерӗм. Ҫулталӑкран вара пӗр ҫивитти айӗнче пурӑнма калаҫса татӑлтӑмӑр. 10 уйӑх та пурӑнайман, вӑл вилчӗ.
― Валерий Иовлевпа пӗрлешме шӑпа мӗнле пӳрнӗ сана?
― Манӑн пӗрремӗш юрату Коля пурччӗ. Пӗр ҫулхине апрель уйӑхӗнче вӑл Шупашкара килчӗ. Ҫак кун шӑпах тата эпир спектакльпе ҫула тухрӑмӑр. Вӑл та пӗрле пычӗ. Спектакль вӗҫленсен мана Валерий Иовлев чечек ҫыххи пырса тыттарчӗ. Хайхи Коля та ман умра чечексемпе тӑрать. «Ой, каллех манран малта пулакан пулчӗ», ― терӗ вӑл. Сӑмах ҫинех килчӗ тейӗн. Кун хыҫҫӑн Коля сентябрь уйӑхӗнче таврӑнма палӑртса каллех ӗҫлеме тухса кайрӗ. Ҫак самантпа усӑ курчӗ пуль Иовлев. Гастрольсене пӗрле лекрӗмӗр. Унтан килсен пӗрмай киле ӑсатса яратчӗ. Ан кил урӑх тесен те калиткерен пырса тытатчӗ. Валери ман еннелле пӑхкаланине малтанах кӑштах туяттӑм-ха. Ҫӑра, хитре ҫӳҫлӗ каччӑ чӗрене ҫапла тыткӑнларӗ. Анчах 20 ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн уйрӑлтӑмӑр.
― Ҫемье турилкки ванмалли сӑлтав ӑҫтан сиксе тухрӗ-ха?
― Валерӑпа пурӑннӑ чухне эпӗ хама питӗ телейлӗ туйнӑ. Сӑпайлӑ, кӑмӑллӑ арҫын вӑл. Пӗрре те мана кӗвӗҫмен. Анчах пӗринче темле кӗвӗҫсе килтен тухса кайрӗ. Киле ҫывӑрма килмерӗ. Кайран мана ҫынсем вӑл хӑй «таҫта такампа» 3 ҫул пурӑнать ӗнтӗ тесе пӗлтерӗҫ. Вара пӗр ирхине 6 сехетре «таҫта такам» патне кайса хам куҫпа куртӑм та урӑх пӗрле пурӑнман. Ҫулсем йӳпленчӗҫ.
― Чӗрере паян кӳренӳ туйӑмӗ ҫук-и?
― Ҫук, пӗрре те кӳренместӗп. Эпӗ ӑна тав сӑмахӗ ҫеҫ калатӑп. Вӑл манӑн ывӑла хӑйӗн ачи пекех пӑхрӗ. Сережа Петербурга вӗренме кӗрсен яла кайса сурӑх пусса какай типӗтсе парса яратчӗ. Наталине юратать. Вӗсем паян кун та унта ҫӳреҫҫӗ. Ачасен ашшӗ пулнипе ӑна хисеплетӗп. Ҫын пек те хисеплетӗп ӑна.
― Ҫак самантра Валерий Иовлева юнашар тӑратсан тытса чуп тӑвас шухӑшсем ҫуралмаҫҫӗ-и?
― Ҫук, паян унашкал туйӑмсем пӗрре те ҫук. Калаҫатпӑр эпир унпа. Пӗрле те ӗҫлетпӗр. Ӑслӑ, пултаруллӑ арҫын вӑл. Анчах та эпӗ Валерие халь юратакан арҫын пек йышӑнмастӑп. Паян вӑл маншӑн ― юлташ. Малтан вара питӗ юратнӑ эпӗ ӑна.
― Сан пурнӑҫра тата арҫынсем пулнӑ-и?
― Ачалӑхӑм ҫав тери «телейлӗ» иртнипех пуль ир качча тухрӑм. Пӗрремӗш упӑшкапа Артемий Илюшинпа ҫемье ҫавӑрсанах тӳрех хырӑм юлчӗ. Артур та театрта артист пулнӑ. Гастрольсене пӗрмай уйрӑм яратчӗҫ. Пӗрле эпир 2 ҫул ҫурӑ пурӑннӑ пулсан, вӗсенчен ҫулталӑка яхӑн ҫеҫ юнашар пулнӑ. Шел, нумай пурӑнаймарӑмӑр, вӑл ҫӗре кӗчӗ.
― Ҫак инкеке чӑтса ирттерме мӗнле вӑй ҫитертӗн?
― Артур вилсен 40 кунтан эп каялла анне патне таврӑнтӑм. Килте 5 ача, тата эпӗ улттӑмӑшне сӗтӗрсе килнӗ. Аннене ҫак содержанипе записка ҫырса хӑвартӑм ― «Ывӑла ача ҫуртне парсан эп сана каҫармастӑп. Леш тӗнчерен тӑрса тухатӑп». Хам та хӗве записка чиксе вилме тухса кайрӑм. Мана ун чухне машина ҫапса хӑварнӑ иккен. 5 кунтан тӑна кӗтӗм те ― ман умра пӗр каччӑ чечекпе ларать. «Сирӗн записка пулман пулсан эп тахҫанах тӗрмере лараттӑм», ― тет хӑй. Ун чухне 39 кило ҫеҫчӗ эпӗ. Водитель мана мар, йытта ҫапса хӑварнӑ тесе шутланӑ малтан. Кайран каялла таврӑнса шыраса тупнӑ та больницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑт, ҫапла каллех вилӗмрен хӑтӑлса юлтӑм. Пурӑнас кунсем пулнӑ иккен. Кӑштахран Иовлевпа пӗрлешрӗмӗр вара.
― Паян сан чӗрӳнте юрату хӗлхемӗ пур-и?
― Пур, чӗрере юрату пур. Кольӑпа эпир венчете те тӑтӑмӑр.
― Ӑнсӑртаран санӑн пӗрремӗш юратӑву Коля пирки сӑмах пымасть-и?
― Ҫук, вӑл мар, пачах урӑх Коля.

Ачалӑхӑм, ачалӑх

― Йывӑр чухне нумайӑшӗ пурнӑҫа каялла тавӑрса ачалӑх ытамне ҫӗнӗрен кӗрсе ӳкме ӗмӗтленет. Лена, эсӗ те ҫак шухӑша мала кӑларатӑн-и?
― Ҫук, кирлӗ мар, ачалӑх тӗнчине таврӑнма шутламастӑп та. 3-4 хутчен вилӗмрен хӑтӑлнӑ ачалӑха ман мӗншӗн каялла каяс-ха? Нумаях пулмасть пӗр журналта Музыкантова интервью панине вуларӑм. Унта вӑл ача чухне юмахри пек пурӑннӑ тет. Ӑна хампа танлаштартӑм та, ҫакна ҫеҫ калатӑп ― манӑн ачалӑх тамӑкри пек иртнӗ.
― Кунта амаҫури аннепе пурӑнни те витӗм кӳмен-и?
― Тӗрлӗ сӑлтава пула 3 ҫултан пуҫласа 8 ҫулччен эпӗ тата манӑн пичче амаҫури аннепе пурӑнтӑмӑр. Вӑл аттерен ача ҫуратса пачӗ. Эпӗ, 4 ҫулти хӗрача, ӑна пӑхнӑ. Вӑл шӑрса ярсан мана пӗрмай хӗнетчӗҫ. Ҫап-ҫараскере юр ӑшне тухса пени темиҫе те пулнӑ. Мана сивӗ ҫӗре тухса персен пичче, манран 2 ҫул аслӑскер, сӗтӗрсе кӗретчӗ, ӑшӑтатчӗ. Тӑван мар аннерен патакне нумай ҫирӗм ҫав. Тата тепӗр самант ман асра тӑрса юлнӑ. Хӗлле ун чухне. Ҫӗрле тимӗрсем йӑтатпӑр. Шартлама сивве пӑхмасӑрах эпир мӗншӗн-ха ҫӗрле йӑтатпӑр, ай, эпир вӑрлатпӑр вӗт ― пуҫа ҫак шухӑш пырса кӗчӗ. Ҫак самантра ман пичче вырӑсла, ун чухне пире чӑвашла калаҫтарман ҫав, кӑшкӑрса ячӗ: «Атте, пӑх-ха, Аленӑна тӑм илсе кайнӑ!» Тӑван мар анне Анфиса чупса пычӗ те ҫиелти хытӑ юра илсе ман пите шалтӑр-шалтӑр сӑтӑрма пуҫларӗ. Те ӳт сӗвӗнсе юхать, те юр ман ҫинче ирӗлет ― ҫакна каласа кӑтартма та пӗлмелле мар. Ыратни, кӳренни пурте пӗрле. Атте мана сӑтӑрса янине курчӗ те Анфисӑран: «Юрне ҫемҫине илтӗн-и?» ― тесе ыйтрӗ. «Аха-аха», ― тет ман тӑван мар анне. Каккуй ҫемҫи унта, ирхине пиччепе пӑхрӑмӑр та ― кушак чӑрмаланӑ пек ӳт сӗсӗне-сӗвӗне кайнӑ.
― Санӑн «Мана пӗрмай хӗнетчӗҫ» монолог пур. Ҫакӑнта хӑвӑн ачалӑх сӑнарланман-и?
― Ҫапла. Юрӑсем, монологсем пурте хам пурнӑҫпа ҫыхӑннисем. Ачалӑх савӑнӑҫне туйса кураймарӑм ҫав. Пӗринче ҫав тери савӑнни пулнӑччӗ-ха. Анчах вӑл та инкекпе вӗҫленчӗ. Ун чухне кукамайсем патӗнче стройка ӗҫӗ пуҫланӑ. Мана вучах чӗртсе яшка пӗҫерме хушнӑ. Атте мана чӗнсе илчӗ те мӗнле шӑхӑртса ячӗ... Мӗншӗнне те ӑнланмарӑм. Тепӗр хут ҫапать пуль тесе хӑвӑрт тартӑм унран. Каҫхине ҫывӑрма куккасем патне кайрӑм. Тепӗр кун ирхине 4 сехетре атте мана вӑратма пычӗ. «Айта, эпӗ утӑ ҫулатӑп, эсӗ тавӑрса пыратӑн», ― тет мана. Ҫулнӑ хыҫҫӑн курӑка тӳрех мӗн тавӑрса пымалли пур, ҫитменнине тата ирхине 4 сехетре. Мана ҫапнипе хӑйне хӑй айӑпланине, ниҫта кайса кӗрейменнине ӑнлантӑм-ха. Курӑка кӑпӑшкалатса пынӑ чухне мана мӗншӗн ҫапнине каларӗ. «Сан яшку тӑварлӑччӗ», ― терӗ. Ҫак кун кӑнтӑрла та апат пӗҫерсе ҫитертӗм. Ытла тӑварлӑ пуласран аттене сыптарса пӑхрӑм. Маттур тесе мана хулпуҫҫинчен лӑпкарӗ те эпӗ савӑнса кайнипе шаршанласа хунӑ тимӗр листа урлӑ сиксе каҫма тӑтӑм. Ара, мана пуҫран шӑлни, хулпуҫҫирен лӑпкани пӗрре те пулман. Вӑт, ҫунатланса кайнӑскер, тӑратӑнса тӑракан тимӗр ҫине персе антӑм. Ура ҫине тӑтӑм та ура шарт турӗ ― чӗркуҫҫи патӗнче ӳчӗ татӑлса кайса шӑмми тухса кайрӗ. Больницӑра тухтӑрсем ман урана шыҫса кайнипе татас тесе ҫине тӑчӗҫ. Ҫавӑнта вара мана пӗр медсестра пулӑшрӗ. Вӑл мана темиҫе кун тухтӑрсенчен вӑрттӑн ҫӗрле килсе уколсем туса тӑчӗ, ура шыҫҫине ирттерсе ячӗ. Ахальлӗн паян сцена ҫине тухасси пирки калаҫу та пулмӗччӗ.

Артист пулмах ҫуралнӑ

― Чи малтанах сана халӑх артист пек пӗлет. Ахальтен мар ӗнтӗ 30 ҫула ҫитичченех ЧР Культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята панӑ.
― Ачаранах юрлама-ташлама, рольсене калӑплама юратнӑ. 16 ҫулта вара пысӑк сцена ҫине тухрӑм. Чӑваш академи драма театрӗнче «Чӗрере ҫуркунне» спектакльте тилӗсем пӑхакан хӗрача рольне вылярӑм. Борис Алексеев мана: «Сцена ҫине пӗрремӗш хут кампа тухнине нихҫан та манса ан кай», ― терӗ. Борис Алексеевич хӑй СССР халӑх артисчӗ пулнӑ ун чухне, шӑпах унпа пӗрремӗш роле вылянӑ та. Ҫулла гастрольте пулнӑ хыҫҫӑн Ҫамрӑксен театрне ӗҫлеме куҫнӑ.
― Эс калӑплакан рольсене халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнать. Апла пулин те эсӗ Ҫамрӑксен театрӗнчен пӑрахса тухса кайрӑн.
― Ҫамрӑксен театрӗнче опыт самай пухӑнчӗ. Алексей Васильев, Иосиф Димитриев режиссерсем мана нумай вӗрентрӗҫ, пулӑшрӗҫ. Малтан хама сцена ҫинче мӗнле тытмаллине те пӗлмен-ҫке. Театртан хам ирӗкпе кайман. Сӑлтавӗ нумай. Иовлев малтан тухса кайрӗ. Тепӗр 7 ҫултан эпӗ те унта ӗҫлеме пӑрахрӑм.
― Елена Иовлевӑн паян та ача рольне, хӗр сӑнарне калӑпласси лайӑх пулать теҫҫӗ. Пурнӑҫра та эсӗ тумланассипе ҫамрӑксенчен юлмастӑн. Аслӑ ӑрурисем пек ҫӳҫе хыҫала ярса ҫӳреместӗн.
― Чун ватӑлмасть вӑл. Хӗрсем пек челкӑпа ҫӳрени ахальтен мар. Пӗринче киле кайнӑ чухне сумка туртса илес тесе мана пуҫран ҫапрӗҫ, ҫамка ҫинче 12 сантиметр ҫурӑкчӗ. Ҫӗвӗк тӑрса юлчӗ ҫав. Пластика операцийӗ тутартӑм, ҫавӑнпа халь ытла паллӑ та мар, апла пулин те ҫӳҫе хыҫалалла яма тӑхтатӑп.

Тар тӑкмасӑр пуйма ҫук

― Ҫӑлтӑрсем паян сцена ҫине тухнисӗр пуҫне тамада пулса та енчӗке хулӑмлатма пултараҫҫӗ.
― Вӑхӑт пулсан эпӗ те тамада пулса ҫӳретӗп. Ытларах Натали хӗрпе ӗҫлетпӗр. Видеооператор кирлӗ пулсан Валерий Иовлева пӗрле чӗнетпӗр. Акӑ, халь манӑн апрель уйӑхӗчченех планласа хунисем пур.
― Вӑрттӑнлӑх мар пулсан, паян ҫӑлтӑрсем вӑтамран мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илеҫҫӗ?
― Ҫынсем пирки калама пултараймастӑп. Манӑн вара хама пурӑнмалӑх ҫитет. Ачасене хваттер туянса панӑ, хам та ҫӗннинче пурӑнма пуҫларӑм. Анчах та ҫакӑ ӗҫлемесӗр пулмасть. Тамада пулатӑп, Ҫӗрпӳре культура керменӗнче ӗҫлетӗп, концертсем йӗркелетӗп, пенси укҫи пырать. Ҫӑлтӑрсем пирки укҫа ӑшӗнче ишеҫҫӗ тесе калакансем те пур. Тулли зал пухма мӗнле йывӑррине вара никам та ӑнланмасть.

Сцена ҫинче пӑтӑрмахсемсӗр мар

― Эс ылтӑн ҫӗрӗ ҫинчен юрланӑ чухне арҫынсем сцена ҫине сике-сике тухса сана ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартнине пӗрре мар курнӑ.
― Ку тӗлӗнмелле истори. Шӑл тухтӑрӗ патӗнче пулма тӳр килчӗ. Шӑлсене юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн мана 1800 тенкӗ тӳлемелле тесе пӗлтерчӗҫ. Вӑл вӑхӑтра ҫакӑ пысӑк сумма пулнӑ. Тухтӑртан 3 уйӑхра тӳлесе татма юрать-и тесе ыйтсан вӑл мана: «Сирӗн пек паллӑ артисткӑшӑн нимӗн те шалккӑ мар», ― терӗ. Хайхи, савӑнса кайнӑскер, коридора тухсан чун каниччен йӗтӗм. Ҫакна пӗр ҫамрӑк асӑрхарӗ. «Ҫапла вӑйлӑ ыраттарчӗ-и?» ― тесе ыйтсан эпӗ ыраттарнӑшӑн мар, тухтӑр манран укҫа илменни пирки пӗлтертӗм. Ҫапла ҫав каччӑпа паллашса кайрӑмӑр. Хамӑн ҫуралнӑ кун чухне вӑл концертра мана ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартрӗ. Кайран концертсенче «Парнеле мана ылтӑн ҫӗрӗ» тесе час-час юрлакаларӑм. Вара пӗринче палламан арҫын: «Иртнӗ концертра та ылтӑн ҫӗрӗ ыйтрӑн, паян та ыйтатӑн. Тӑхӑнтарам-ха сана», ― тесе каллех ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартрӗ.
― Паян санӑн икӗ алӑри пур пӳрнӳ те ҫӗрӗ ӑшӗнче.
― Ҫакӑн пек парнеленисем нумай. Пӗринче тата лавккана ҫӗрӗ туянма кӗтӗм те, хама килӗшекенни валли укҫа ҫитмест. Манпа юнашар манӑн поклонник лекнӗ иккен. Вӑл ним шутламасӑр ҫӗррӗн ҫур хакне тӳлерӗ. Тата сцена ҫине тухсан малтан мана час-час куҫ ӳкетчӗ. Пӗр хӗрарӑм мана йӑлтӑркка япала ҫакса сцена ҫине тухмалла терӗ. Брошь вара хӗрача сӑнарӗпе каймасть, карчӑк ролӗнче те май килмест. Ҫавӑнпа ятарласа йӑлтӑркка ҫӗрӗсем илтӗм.
― Эсӗ сцена ҫинче сикетӗн, ташлатӑн, чупатӑн – пӗрре те вырӑнта тӑмастӑн. Кун пек чухне темле пӑтӑрмах та сиксе тухма пултарать. Пӗринче сикнӗ чухне санӑн кӗпе ытла та вӑйлӑ уҫӑлса кайнӑ, унта вара эсӗ аялти кӗпе-йӗмсӗрех пулнӑ текен сас-хура ҫӳрет халӑхра.
― Манӑн чикан костюмӗ пур. Юбкине тӳмелемелле. Ҫапла пӗринче сцена ҫинче хӑвӑрт ҫаврӑнтӑм та ― ман тӳме тухрӗ вӗҫрӗ. Юбка урайӗнче вырта парать. Юрать микрофон алӑра мар, хӑлха хыҫӗнче. Ахальлӗн труҫҫи вӗҫҫӗнех юрламалла пулатчӗ. Вара хайхи юбкӑна хӑпарта-хӑпарта, тӳмеле-тӳмеле юрлатӑп. Аялта ҫарамас пулнӑ тени вара тӗрӗс мар, ун чухне эпӗ эрешлӗ аялти кӗпе-йӗм тӑхӑннӑччӗ. «Паян юбка анчах анса ӳкрӗ, тепӗр концерта килсен тата мӗн те пулсан хывса кӑтартӑп» ― ҫапла шӳтлесе ирттерсе янӑччӗ вара ун чухне халӑх умӗнче.


 
Категорисем: Елена Иовлева

Тулли верси :: Статья каҫми