Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Одюков Иван Ильич


Одюков Иван Ильич — литература тӗпчевҫи, чӑваш фольклорне пухаканӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1966), профессор (1987). 1923 ҫулхи авӑнӑн 27-мешӗнче Шупашкар районӗнчи Атӑльялта ҫуралнӑ. 1995 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Шупашкарта куҫне хупнӑ.

Пурнӑҫӗ

Иван Ильич Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ (1942–1945). Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ ордена, медальсене тивӗҫнӗ.

1950 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. 1956 ҫулта ҫав вӗренӳ учрежденийӗнчех асперантура хӳтӗленӗ.

1950–1953 ҫулсенче Канашри вӗрентекенсен институтӗнче преподаватель пулса ӗҫленӗ. 1956 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедринче вӑй хунӑ — малтан ассистент (1956–1957), каярах аслӑ преподаватель (1957–1967) вырӑнӗнче. 1967–1987 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ. Малтан доцент пулса, кайран Чӑваш литература кафедрин заведующийӗ вырӑнӗнче.

Ӗҫӗсем

Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ пирки 100 яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ. Вӗсен шутне монографисем те, вӗренӳ кӗнекисем те кӗреҫҫӗ.

Иван Одюков 6 томлӑ «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» кӗнекене пухса хатерлекенӗсенчен пӗри шутланать.

Хисепӗсем

Тӑван ялӗнче вӑл пурӑннӑ ҫуртра 2011 ҫулта асӑну хӑми уҫнӑ.

Вуламалли

Каҫӑсем



 
Категорисем: Одюков Иван Ильич

Тулли верси :: Статья каҫми