Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Нӑрваш Шӑхаль


Нӑрваш Шӑхаль (выр. Норваш-Шигали) — Чӑваш Республикинчи Патӑрьел районӗнчи ял. Вӑл Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхӗн административлӑ тӗпӗ шутланать.

Географийӗ

Ял район центрӗнчен — Патӑрьел ялӗнчен — 12 километр хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ. Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхне ҫавӑн пекех Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗпе Ясная Поляна поселокӗ кӗреҫҫӗ.

Историйӗ

Ял 1927 ҫултанпа администраци центрӗ пек паллӑ. Малтанхи ячӗсем: Аслӑ Шӑхаль (1917), Чиркӳллӗ Шӑхаль (1927). Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче ял шуррисен аллинче пулнӑ. Ялта Сӑваплӑ Николай храмӗн православли прихучӗ ӗҫлет.

Халӑх йышӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 1092 ҫын пурӑннӑ. 2012 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, 1224 ҫын пулнӑ. Ытларахӑшӗ — чӑвашсем.

Паллӑ ҫыннисем

Инфраструктура

Ялта вӑтам пӗлӳ паракан шкул, тухтӑр амбулаторийӗ, культура ҫурчӗ, вулавӑш ӗҫлеҫҫӗ. Сӑваплӑ Николай храмӗ пур.

Экономика

«Труд» ЯХПК ӗҫлет.


 
Категорисем: Нӑрваш Шӑхаль

Тулли верси :: Статья каҫми