Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Николай Казаков - Тӗрленӗ шурӑ тутӑрпа


Ӑнсӑртран тӗл пултӑм та сана
Ҫӑлтӑрлӑ, салхуллӑ каҫ
"Ӑҫта-ши курнӑ ҫак сӑна?" -
Вӗҫсе ман иртрӗ пуҫӑмра
Вут хыпрӗ чунӑма.

{Казаков + "Тин" ушкӑн}:
Тӗрленӗ шурӑ тутӑрпа
Шурӑ-шурӑ кӗпепе
Кӗтеттӗн пулӗ савнине
Кӳршӗ ялӑн ачине
Тӗрленӗ шурӑ тутӑрпа
Шурӑ-шурӑ кӗпепе
Кӗтеттӗн пулӗ савнине
Кӳршӗ ялӑн ачине

"Аван-и?" терӗм пӗр сӑмах
"Аван-тӑр" терӗн йӑл кулса
Вара те тӗлӗк, те юмах
Вутӑшпи пек ялкӑшса
Эс салтрӑн тутӑрна

{Казаков + "Тин" ушкӑн}:
Тӗрленӗ шурӑ тутӑрпа
Шурӑ-шурӑ кӗпепе
Кӗтеттӗн пулӗ савнине
Кӳршӗ ялӑн ачине
Тӗрленӗ шурӑ тутӑрпа
Шурӑ-шурӑ кӗпепе
Кӗтеттӗн пулӗ савнине
Кӳршӗ ялӑн ачине

Асамлӑ ҫӑлтӑрсем вара
Алхасрӗҫ тӳпере канми
"Аван-тӑр ҫӑлтӑр пек ҫунма" -
Тесе эс тӗршӗнтӗн ҫумма
ҫухатрӑм пуҫӑма

{Казаков + "Тин" ушкӑн}:
Тӗрленӗ шурӑ тутӑрпа
Шурӑ-шурӑ кӗпепе
Кӗтеттӗн пулӗ савнине
Кӳршӗ ялӑн ачине
Тӗрленӗ шурӑ тутӑрпа
Шурӑ-шурӑ кӗпепе
Кӗтеттӗн пулӗ савнине
Кӳршӗ ялӑн ачине

Пӗр ҫил ачи тӑрлавсӑрскер
Таҫтан-ҫке килчӗ кӗвӗҫсе
Тӗрленӗ шурӑ тутӑра
Юри-ши кайрӗ вӗҫтерсе
Кӳршӗ ял енне

{Казаков + "Тин" ушкӑн}:
Тӗрленӗ шурӑ тутӑрпа
Шурӑ-шурӑ кӗпепе
Кӗтеттӗн пулӗ савнине
Кӳршӗ ялӑн ачине
Тӗрленӗ шурӑ тутӑрпа
Шурӑ-шурӑ кӗпепе
Кӗтеттӗн пулӗ савнине
Кӳршӗ ялӑн ачине

Тӗрленӗ шурӑ тутӑрпа
Шурӑ-шурӑ кӗпепе
Кӗтеттӗн пулӗ савнине
Кӳршӗ ялӑн ачине
Тӗрленӗ шурӑ тутӑрпа
Шурӑ-шурӑ кӗпепе
Кӗтеттӗн пулӗ савнине
Кӳршӗ ялӑн ачине

Чӑваш эстради>Чӑвашла юрӑсен лирики>Николай Казаков



Тулли верси :: Статья каҫми