Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Никитин Николай АндреевичНикитин Николай Андреевич (1941 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ, Первомайски ялӗ, Ҫӗрпӳ районӗ) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ. Вӑл нумай ҫул хушши «Знамя» совхозра тракторист-машинист пулса ӗҫленӗ. Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн 11-мӗш пухӑвӗн депутачӗ. Ӗҫри хастарлӑхӗшӗн ӑна орденпа тата медальсемпе чысланӑ.
Николай Андреевич Никитин 1941 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Первомайски ялӗнче ҫуралнӑ.
1960 ҫулта вӑл Павлодар облаҫӗнчи Галка ялӗнчи 56-мӗш механизаторсен училищине вӗренсе пӗтернӗ.
1961–1962 ҫулсенче Жданов ячӗллӗ колхозра тракторист пулса ӗҫленӗ.
1963–1966 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ.
Хӗсметрен таврӑнсан, 1967 ҫултанпа 2006 ҫулччен Ҫӗрпӳ районӗнчи «Знамя» совхозра тракторист-машинист пулса тӑрӑшнӑ.
Николай Андреевич Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн 11-мӗш пухӑвӗн депутатне суйланнӑ.
1999 ҫулта ӗҫри ҫитӗнӳсене хисеплесе ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ ят панӑ.
Тулли верси :: Статья каҫми