Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Мӑн Ямаш


Мӑн Ямаш

Мӑн Ямаш, — Чӑваш Енӗн Элӗк районӗнчи ял. Малтан ҫавӑн пекех Ваҫка Ҫырми ятпа паллӑ пулнӑ.


Тавралӑхӗ
Мӑн Ямаш Элӗк районӗн администрци центрӗнчен 20 ҫухрӑм анӑҫалла вырнаҫнӑ. Ялпа юнашар Хоршеваш шывӗ юхать.

Кун-ҫулӗ
1927 ҫулчен Етӗрне уесӗне кӗнӗ пулнӑ. 1920 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тарин Шӑмат вулӑсне, кайран Хучаш вулӑсне кӗнӗ. 1926 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗ хыҫҫӑн Атакасси вулӑсӗ шутне кӗнӗ.

1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1 хыҫҫӑн Хӗрлӗ Чутай районне, 1939 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17 хыҫҫӑн Советски районне, 1956 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26 хыҫҫӑн Элӗк районне, 1962 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20 хыҫҫӑн Етӗрне районне кӗнӗ. 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14 хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтчен Элӗк районне кӗрет.

Паллӑ ҫынсем
Синичкин Виссарион Вениаминович — чӑваш прозӑҫӗ, сӑвӑҫӗ, драматургӗ.
Трофимов Захар Трофимович— генерал-майор, Хӗрлӗ Ялав орден кавалерӗ.
Ямаш Владимир Семёнович — чӑваш прозӑҫӗ, сӑвӑҫӗ.

'>Image:arbdvo69-0w1.jpg_Ямаш шкуле



Тулли верси :: Статья каҫми