Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Мӑн Сӗнтӗр (Муркаш районӗ)


Мӑн Сӗнтӗр (выр. Большой Сундырь) — Чӑваш Республикин Муркаш районӗнчи ял. Вӑл Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ шутланать.

Географи

Ял Сӗнтӗр юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Республика тӗп хулине, Шупашкара ҫитме — 50 километр. Район центрне, Муркаш ялне ҫитме — 20 километр. Чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗ 50 километрта вырнаҫнӑ. Ял витӗр Р-173 автомагистраль иртет.

Истори

Ялӑн историллӗ ячӗсем: Сундырь, Большой Сундырь. Кунти халӑх 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ, вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, тимӗрҫӗ ӗҫӗпе аппаланнӑ, инҫетри вырӑна кайса тара кӗрсе ӗҫленӗ. Ялта Сӑваплӑ Троица чиркӗвӗ ӗҫлет (ӑна 1892 ҫулта тунӑ, 1931 ҫулта хупнӑ, 1991 ҫултанпа каллех ӗҫлет). 1863 ҫултанпа йышӑну пӳлӗмӗ, 1878 ҫултанпа — пульницӑпа аптека, 1882 ҫултанпа — арҫын ачасен тӑватӑ класлӑ земство училищи, 1885 ҫултанпа — чиркӳ прихучӗн шкулӗ ӗҫленӗ. 1931 ҫулта «Восьмое Марта» колхоз йӗркеленӗ. XVIII ӗмӗрте ял Чикме уесне, XIX ӗмӗрте — Чикме уесӗнчи Сӗнтӗр вулӑсне, 1920–1927 ҫулсенче — Шупашкар уесне, 1927–1939 ҫулсенче — Сӗнтӗр районне, 1939–1962 ҫулсенче — Сӗнтӗр районне кӗнӗ (1927–1962 ҫулсенче район центрӗ пулнӑ). 1962–1964 ҫулсенче ял Шупашкар районӗнче пулнӑ, 1964 ҫултанпа вара Муркаш районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗ улшӑнса пыни:


Кунта чӑвашсем, вырӑссем, тутарсем пурӑнаҫҫӗ.

Инфраструктура

Ялта шкул, ача пахчи, пульница, 2 аптека, культура ҫурчӗ, клуб, вулавӑш, стадион, ҫыхӑну тата сбербанк уйрӑмӗсем, ветерансен ҫурчӗ, 15 лавкка, апатлану 4 предприятийӗ пур.

Экономика

2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ял территорийӗнче темиҫе хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ӗҫлет.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Мӑн Сӗнтӗр (Муркаш районӗ)

Тулли верси :: Статья каҫми