Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Морозов Николай Васильевич


Морозов Николай Васильевич — чӑваш журналисчӗ, 1953 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинче ҫуралнӑ. 2017 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнче вилнӗ.

2005 ҫултанпа Раҫҫей журналисчӗсен пайташӗ.

Пурнӑҫӗ

Ҫӗрпӳре культпросветучилище, ЧПУн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмне (1986) вӗренсе пӗтернӗ.

РНМЦ-ра пай пуҫлӑхӗнче (1974–1988), Республикӑри ҫамрӑк туристсен станцийӗн методистӗнче (1988–2000), Чӑвашрадион политика программисен аслӑ редакторӗнче (2000–2002), «Республика» хаҫатӑн политика пайӗн редакторӗнче (2002–2006), вырӑнти «Аргументы и факты» хаҫатӑн коммерци директорӗн ҫумӗнче (2006–2007) ӗҫленӗ. 2007–2014(?) ҫулсенче «Халӑх шкулӗ» журналӑн тӗп редакторӗ пулнӑ.

Николай Васильевич ертсе пынӑ чухне «Халӑх шкулӗ» журнал Пӗтӗм Раҫҫейри педагогсен МИХӗсен конкурсӗнче «Лучшее региональное издание по образованию» (чӑв. Вырӑнти чи лайӑх вӗренӳ кӑларӑмӗ) номинацире ҫӗнтернӗ.

Ӗҫӗ-хӗлӗ

Чӑвашрадиора ӗҫленӗ чухне Николай Васильевич «Хурал пӳрчӗ», «Ахрӑм», «ИНМ» студи», «Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас», «Самана», «Радуга», «Парламентский вестник», «Площадь Республики» ятлӑ автор радиопрограммисем хатӗрлесе ертсе пынӑ.

Чӑваш Республикин Президенчӗн инаугурацисене тата чи пӗлтерӗшлӗ мероприятисене тӳрӗ эфирта ҫутатнӑ.

Николай Морозов Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе муниципаллӑ пӗрлӗхсен пуҫлӑхӗсем пирки статьясемпе очерксем ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл предприятисен пултаруллӑ ертӳҫӗсен ӗҫӗ-хӗлне ҫутатнӑ. «Халӑх шкулӗ» журналта вӗрентӗвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатса публикацисем хатӗрленӗ.

«Организаторы образования и науки» (чӑв. Вӗренӳпе ӑслӑлӑх йӗркелӳҫисем) кӗнекен авторӗсенчен пӗри. Вӑл ҫавӑн пекех ҫак кӗнекесене хатӗрленӗ:

Чысланисемпе хисепӗсем

Вуламалли

Каҫӑсем


 
Категорисем: Морозов Николай Васильевич

Тулли верси :: Статья каҫми