Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Михайловкӑри вӑтам шкул


Михайловкӑри вӑтам шкул Ҫӗрпӳ чукун ҫул станцийӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Ку вӗренӳ ҫуртне 1986 ҫулта хута янӑ. 80-мӗш ҫулсем вӗҫӗнче шкулта 270 ытла ача вӗреннӗ, хальхи вӑхӑтра кунта 137 ача пӗлӳ илет. Вӗсенчен 40-ӗшӗ 2003 ҫулта уҫнӑ ача панчин уйрӑмне ҫӳрет. Ку шкул ҫуртӗнчех Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ вырнаҫнӑ. Вӑл чӑваш ачисене Интернет уҫлӑхне явӑҫтарас, чӑваш чӗлхине вӗренес текенсене пулӑшас тӗллевсемпе пысӑк ӗҫ тӑвать.


 
Категорисем: Ҫӗрпӳ районӗн шкулӗсем, Михайловка

Тулли верси :: Статья каҫми