Митта Ваҫлей ячӗллӗ премине Патӑрьел районӗнчи Начар Упи ялӗнче ӳссе ҫитӗннӗ Илья Арсентьевич Иванов сӑвӑҫ 1983 ҫулта никӗсленӗ.
Преми лауриачӗсем
Тӗрлӗ вӑхӑтра Митта Ваҫлей ячӗллӗ премине ҫак ҫынсем тивӗҫнӗ:
- Айхи Геннадий Николаевич — чӑваш халӑх сӑвӑҫи.
- «Шуҫӑм» ансамбль, ертӳҫи В.Фролов (Патӑрьел районӗ)
- Ахун Валем Осипович — сӑвӑҫ, тӑлмач, халӑх пултарулӑхне пухаканӗ.
- Балтаев Николай Михайлович — ӳнерҫӗ.
- Борлен Борис Леонидович — сӑвӑҫ.
- Бэкстрём Анита — чӑвашла сӑвӑсене шведла куҫаракан.
- Давыдов-Анатри Василий Иванович — халӑх сӑвӑҫи, публицист.
- Долгов Владимир Ниолаевич — журналист.
- Енилин Николай Аристархович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи.
- Игнатьев Василий Герасимович — ҫыравҫӑ.
- Исаев Геннадий Ильич — ӳнерҫӗ
- Исмуков Николай Аверкиевич — сӑвӑҫ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ
- Карсаков Владимир Фёдорович — телекурав режиссёрӗ
- Карягина Марина Фёдоровна — сӑвӑҫ
- Кириллова Надежда Мефодьевна — артист
- Красова Лидия Федоровна — актриса
- Ҫӑлкуҫ Пётр Николаевич — сӑвӑҫ
- Лисина Ева Николаевна — ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
- Мартьянова Любовь Васильевна — сӑвӑҫ.
- Оринов Вячеслав Николаевич — режиссёр, артист.
- Робель Леон — француз сӑвӑҫ-тӑлмач.
- Сатур Станислав Николаевич — сӑвӑҫ.
- Скарчиа Джанроберто — Венеци универсичӗн (Итали) профессорӗ.
- Степанов Владимир Васильевич — прозаик.
- Сунтал Михаил Павлович — ҫыравҫӑ-журналист, философи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ.
- Тревизан Алессандра — Венеци универсичӗ ҫумӗнчи Француз чӗлхипе литература институчӗн ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
- Турхан Кузьма Сергеевич — сӑвӑҫ, тӑлмач
- Хусанкай Атнер Петрович — ЧПГӐИ чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
- Чамжаева Полина Владимировна — артист.
- Чекушкина Клара Ивановна — музыка ӗҫченӗ, юрӑҫ
- Эйзин Петр Егорович — сӑвӑҫ, тӑлмач.
- Юмарт Геннадий Федорович - сӑвӑҫ, тӑлмач, фольклор пухаканӗ.
- Яковлев А. - вӗреневҫӗ (Пушкӑрт Республики)
- Яковлев Юрий Васильевич — литература хаклавҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ
- Эревет Петр — сӑвӑҫ, журналист