Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Меречен (Г. Юмарт)


Мереченӗм, Мереченӗм,
Эсӗ мар-и вӑл Мерчен?
Шурӑ Атӑл ҫӗрӗнче-мӗн
Эс ҫӗкленнӗ ҫӗнӗрен.

Капкасран хӑпса хӑпарнӑ
Упранса юлас тесе,
Хӗсӗнсе пытаннӑ ларнӑ
Вар-вӑрманлӑ кӗтесе.

Ту тӑрне хӳме хӑпартнӑ -
Пик валли кирлех карман.
Вӑрманта тупса кӑтартнӑ
Чӳк тума патвар юман.

Сиплӗ ик ҫӑл куҫӗ сивӗ, -
Шывсӑр пурнӑҫ-и вара?
Шӑнкӑртатнӑ тӑрӑ шывӗ
Пӗчӗк ту йӗри-тавра.

Анӑҫ енӗн варӗ урлӑ
Панӑ ҫӗр тӑван йӑха...
Пурӑнма кунта та хурлӑ
Пулнӑ, ахӑр, халӑха.

Тӑвансем те хирӗҫ тӑнӑ,
Вӑй илсе каять Сӑвар.
Тӑшмантан та лекнӗ сӑнӑ,
Арапланнӑ хан хаяр.

Геннадий Юмарт
Сӑвва «Ҫамрӑксен хаҫачӗн», 17№ (2008, ҫу, 2) хаҫатран илнӗ


 
Категорисем: Геннадий Юмарт сӑввисем, Меречен

Тулли верси :: Статья каҫми