Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ма йӗретӗн, Муза


Ма йӗретӗн, Муза?
Ма куҫна шӑлан?
Чӗнменрен-и, тусӑм,
Темӗн тунсӑхлан?

«Вӑрман тӑрри тикӗс», —
Тенӗ чӑваш ҫынӗ.
Ман кун-ҫулӑм тирӗс,
Тикӗс пек пулин те.

Хӑшпӗр чухне вӑрттӑн
Сивӗсем ҫитеҫҫӗ.
Ун чух хӗлӗхсем те
Пӑрпа витӗнеҫҫӗ.

Ак часах ҫӗнтерӗ
Ҫут хӗвел хӑвачӗ.
Хӗлӗхсем те юрӑ
Ҫӗнӗрен шӑратӗҫ.

1954

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем



Тулли верси :: Статья каҫми