Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ман тӗмеске тӑпри типсе ҫитсен... (Петӗр Хусанкай)


Ман тӗмескен тӑпри типсе ҫитсен,
Кӑкшӑмпалан, савниҫӗм, кукленсем:
Куҫ пек тулли тултар ик сар курка,
Пӗрне ӗҫсе пӗрне ӳпӗнтерсем.

Юпа сӑри туса ӗлкӗрмесен —
Ҫӑл шывӗпе, савниҫӗм, пӗрӗхсем:
Хӑрма ан парччӗ шӑтнӑ курӑка,
Ҫӑвӗпелех вӑл вырттӑр ешерсе.

Сӑра та, шыв та витӗр витмесен —
Куҫҫулӗпе, савниҫӗм, витерсем:
Епле, сана савса, эп урӑха
Пулам-ха парӑмлӑ ҫӗре кӗрсен?

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Петӗр Хусанкайӑн ытти сӑввисене



Тулли верси :: Статья каҫми