Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ман аллӑмра икӗ шурӑ тутӑр... (Эмине)


Ман аллӑмра икӗ шур тутӑр.
Иккӗшӗнче — икӗ саркайӑк.
Юрлас тесен — йӗреп,
Йӗрсен — юрлап.
Мӗншӗн эпӗ кайӑк пулман-ши.
Пире иксӗмӗре, савнӑ тусӑм,
Мӗншӗн пӗрле пулма ҫырман-ши.

Ку сӑвӑна «Шурӑ кашкӑр эткерӗ» (Чӑваш литературин антологийӗ, I том) кӗнекерен илнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кунта Эминен ытти сӑввисене вулама пулать



Тулли верси :: Статья каҫми