Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Манса кай (Хавас)


Эп санпа пулма шутламан
Чӗререн сана нихӑҫан савман
Юрату хӑватне ӗненмен
Ҫавӑнпа та эпӗ пӗр пӗччен
Юрату хӑватне ӗненмен
Ҫавӑнпа та эпӗ пӗр пӗччен

Кӑвак куҫлӑ сарӑ ҫӳҫлӗ хитре яш ача
Пӗрре пӑхса сӑмах хушса ҫавӑрчӗ пуҫа
Ӑнланмарӑм, тӳсеймерӗм ҫамрӑк чӗрене
Каҫхине те ирхине те эс куҫ умӗнче
Ӑнланмарӑм, тӳсеймерӗм ҫамрӑк чӗрене
Каҫхине те ирхине те эс куҫ умӗнче

Каҫарсам мана эс каҫарсам
Юратма пӗлмерӗм, каҫарсам
Вӑхӑт иртсе кайӗ майӗпен
Манса кайӑн эсӗ ман ҫинчен
Вӑхӑт иртсе кайӗ майӗпен
Манса кайӑн эсӗ ман ҫинчен

Кӑвак куҫлӑ сарӑ ҫӳҫлӗ хитре яш ача
Манса кай мана эс, эпӗ халь санӑн мар
Пурнӑҫ йӗрки ҫӑмӑл мар,
Пирӗн ҫулсем пӗрле мар
Турӑ ҫырни тупӑнать,
Ман чӗрем туять.

Манса кай мана эс, манса кай
Перле пулас ҫук, манса кай
Эпӗ текех халӗ санӑн ман,
Уншӑн ытла хытӑ ан кулян
Эпӗ текех халӗ санӑн ман,
Уншӑн ытла хытӑ ан кулян

MP3

Хавас -Манса кай.mp3



Тулли верси :: Статья каҫми