Ленин районӗ — Шупашкарӑн административлӑ пайӗ.
Ленин районне хулан тӗп пайӗ кӗрет — Кӳлмек ҫывӑхӗнчи Хӗрлӗ тӳремрен пуҫласа Ҫӗнӗ Лапсар поҫолкки таран.
Района 1973 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче туса хунӑ. Ҫав ҫул, акан 4-мӗшӗнче, Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗ хулана 3 района пайлама шут тытнӑ: Мускав, Ленин тата Калинин районӗсем ҫине.
Хальхи чиккисене 2000 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ, ӑна Шупашкар хулин Депутансен пухӑвӗ йышӑннӑ.
Районта пысӑк предприяти пӗрре кӑна — ШЭАС (выр. ЧЭАЗ). Вӑтам предприятисем шутне «Горремстрой», «Строительство материалӗсен комбиначӗ», «Автоюсав савучӗ» тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Высем ытларахӑш пайӗпе вокзалҫум тавралӑхӗнче тата Ҫӗнӗ Лапсарӑн промзонинче вырнаҫнӑ.