Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кӳртӗм сӑмахсемпе предложенисем ҫумӗнчи запятой (ПП)


Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

51§. Кӳртӗм сӑмахсене сказуемӑй умӗн тӑнӑ чухне предложенири ытти сӑмахсенчен запятойпа уйӑраҫҫӗ, тӗслӗхрен: Курасси, тен, нумай, пурнасси, тен, сахал (Митта В.).

Асӑрхаттарни. Кӳртӗм сӑмах содержани тӑрӑх предложенин пӗр-пӗр кӗҫӗн ҫеҫ ҫыхӑнма пултарать. Ун пек чухне ҫав кӗҫӗн членсене кӳртӗм сӑмахпа пӗрле ыттисенчен запятойпа уйӑраҫҫӗ: Тен ҫавӑнпа та пуль, вӗсем килӗштерсе пурӑнаймӑн (Г. Волков).

52§. Сказуемӑй хыҫҫӑн унпа юнашар тӑнӑ чухне кӳртӗм сӑмахсене запятойпа уйӑрмаҫҫӗ, тӗслӗхрен: Хушӑлкара туй иккен, туйӗ ытла шеп иккен, шур сухаллӑ халлӑ Тӑхтаман туйне тӑвать тет иккен (К. Иванов).

Асӑрхаттарнисем. 1. Содержанийӗпе кӳртӗм сӑмахсем сказуемӑйпа предложени шухӑшӗпе пӗтӗмӗшлӗн ҫыхӑннине кӑтартма сказуемӑй хыҫҫӑн унпа юнашар тӑнӑ чух та вӗсене запятойпа уйараҫҫӗ, унашкал кӳртӗм сӑмахсене сказуемӑйран интонаци те уйӑрать, тӗслӗхрен: Чӑлах чун мар-и ара, мӗн тӑвас тетӗн ӗнтӗ (Хв. Уяр). Ванюкӗ ирхи апат ҫирӗ те хӑй ӗҫӗпе тухса кайрӗ, бригадир темерӗн (А. Артемьев).
2. Сказуемӑй хыҫҫӑн унпа юнашар мар чухне кӳртӗм сӑмахсене запятойпа уйӑраҫҫӗ: Мана вирьял хӗрӗсен тумӗ пит килӗшет халь, тупата (А. Алка).

53§. Кӳртӗм предложенисене икӗ енчен те запятой лартса уйӑраҫҫӗ, запятойпа уйӑракан кӳртӗм предложени хыҫҫӑн ыйту е кӑшкӑру палли лартмаҫҫӗ (кӳртӗм предложенисене тире е скобка лартса уйӑрасси ҫинчен 75, 78-мӗш параграфсене вулӑр), сӑмахран: Унӑн пичӗ ҫинче, паянхи пекех астӑватӑп, пӗчӗк шӗпӗн пур (В. Алентей).



Тулли верси :: Статья каҫми