Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кӗлленнӗ юрату - Светлана Печникова


темле пулсан та сан ҫинчен эп шутламастӑп
Кӗлленнӗ пирӗн юрату - мӗскер тӑвас?
тек тӗлӗкре сана курма ӗмӗтленместӗп
текех эп тӗл пулу та урӑх шырамасп
тек тӗлӗкре сана курма ӗмӗтленместӗп
текех эп тӗл пулу та урӑх шырамасп

Хушса юрламалли:
Кӗлленнӗ пирӗн юрату {Юрату}
Чӗрере манӑн ырату {Ырату}
Кӗлленнӗ пирӗн юрату {Юрату}
Чӗрере манӑн ырату {Ырату}
Иртнӗ юрату мӗскер тӑвать?

илемлӗн пирӗн юрату йӑлкӑшса ҫунчӗ
анчах ун ӗмӗрӗ пит пулчӗ-ҫке кӗске
хӑватлӑн вӑйлӑн юрату кӑвайчӗ ҫунчӗ
анчах та темшӗн пулчӗ ӗмӗрӗ кӗске
хӑватлӑн вӑйлӑн юрату кӑвайчӗ ҫунчӗ
анчах та темшӗн пулчӗ ӗмӗрӗ кӗске

Хушса юрламалли:
Кӗлленнӗ пирӗн юрату {Юрату}
Чӗрере манӑн ырату {Ырату}
Кӗлленнӗ пирӗн юрату {Юрату}
Чӗрере манӑн ырату {Ырату}
Иртнӗ юрату мӗскер тӑвать?

Темле пулсан та сан ҫинчен эп шутламастӑп
чӗрем аманнӑ манӑн, тарӑн халь суран
Пулса иртнишӗн эп пӗрре те кулянмастӑп
Юрату иртнӑӗ пирӗн - ӗнтӗ мӗн тӑван?
Пулса иртнишӗн эп пӗрре те кулянмастӑп
Юрату иртнӑӗ пирӗн - ӗнтӗ мӗн тӑван?

Хушса юрламалли:
Кӗлленнӗ пирӗн юрату {Юрату}
Чӗрере манӑн ырату {Ырату}
Кӗлленнӗ пирӗн юрату {Юрату}
Чӗрере манӑн ырату {Ырату}
Иртнӗ юрату мӗскер тӑвать?

Кӗлленнӗ пирӗн юрату {Юрату}
Чӗрере манӑн ырату {Ырату}
Кӗлленнӗ пирӗн юрату {Юрату}
Чӗрере манӑн ырату {Ырату}
Иртнӗ юрату мӗскер тӑвать?



Тулли верси :: Статья каҫми