Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кӑссай ӑсти Кул Али (Кӗмӗл Кӗпер)


Юрӑҫӑ вӑл — Ҫӳлти Турӑ янӑ ҫын.
Ваттисем калани.


Пӳлер хулине таврӑнсассӑн, чапла ҫӗптерӳ ҫинчен Ылттанпик ҫӗре кӗнӗ тетӗшне, Челпире, каласа парас терӗ. Ҫак шухӑшпа вӑл пӗррехинче хӗвел тухсанах хӑйӗн сӗт пек шурӑ учӗ ҫине сиксе утланчӗ те Чӳклету ҫинче ӗмӗрлӗх ыйхипе ҫывӑракан Челпир патша масарӗ ҫине кайрӗ.
Чӳклету аслӑ Пӳлере ҫурҫер енчен сыхлакан асар та писер пысӑк паттӑр пек ҫӳллӗ те капмар ту. Ун тӑрринелле вара ҫӗлен пек явкаланса выртакан пӗртен-пӗр ҫулпа ҫеҫ кайма пулать.
Тӑвалла пулсассӑн та Шурут ҫӑмӑллӑн чупать. Хӑйпе пӗрле патша Итурая тата тепӗр леккере кӑна илчӗ. Вӗсем патшаран кашт каярах юлса пыраҫҫӗ.
Акӑ ӗнтӗ Чӳклету ҫинчи патша масарӗ. Тетӗш вилтӑприне Ылттӑнпик аякранах курчӗ. Унпа юнашар — ашшӗн вилтӑпри. Челпир вилтӑпринчен инҫе мар тата Ылттӑнпик амӑшӗн вилтӑпри.
Вӗсем патне ҫывӑхах пычӗ те Ылттӑнпик учӗ ҫинчен сиксе анчӗ. Шурутне ирӗке ярса, вара масар ҫине кӗчӗ.
— Юратнӑ аттеҫӗм, юратнӑ аннеҫӗм, асатте-асаннеҫӗм, кукаҫей-кукамайсем, юратнӑ тетӗҫӗм, юратнӑ йӑхташӑм! — чӗркуҫленсе ларса пурне те пуҫ тайрӗ Ылттӑнпик. — Каҫарсамӑр мана! Сирӗн канлӗхӗре татрӑм эпӗ. Ытахальтен мар, сире ҫак ҫут тӗнчере мӗн пулса иртнине каласа кӑтартас тетӗп. Пӗлетӗр ӗнтӗ, тискер монголсем ҫаплипех лӑпланма пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем вӗҫӗмсӗр, сӑпса пек, пирӗн ҫине тапӑна-тапӑна кӗреҫҫӗ. Анчах та эпир вӗсенчен хӑраса тӑмастпӑр. Вӗсене ҫапа-ҫапа ҫӗмӗретпӗр...
Вара Ылттӑнпик ҫӗре кӗнисене Ик шывӗ ҫинчи ҫапӑҫу ҫинчен каласа пачӗ те вӗсенчен пиллӗх ыйтса ури ҫине тӑчӗ.
Шурут, ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ пек, кӗскен кӑна кӗҫенсе илче те хуҫи патне чупса пычӗ.
Каялла таврӑннӑ тӗле пӗтӗм хула халӑхӗ ура ҫине тӑма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Хулана кӗрсессӗнех Ылттӑнпик учӗ ҫинчен анчӗ те Кӗмӗл кӗпер еннелле ҫуран утрӗ. Шурут, пуҫне уха-уха ун хыҫҫӑн пычӗ.
* * * <<
Пӗтӗм хула халӑхӗ хӑй ӗҫӗпе аппалаyать. Сутӑҫсем лавккисене уҫаҫҫӗ. Хӗрсем, кӑкшӑм йӑтса, сиплӗ ҫӑлкуҫ еннелле шыв ӑсма утаҫҫӗ. Хӑшпӗр арҫынсем, ут утланса, сунара, теприсем пулӑ тытма каяҫҫӗ. Ватӑ шаралсем урамрах, пӗр-пӗр кутамас йывӑҫ айӗнче хӑйсен вӗренекенӗсене кӗтсе лараҫҫӗ. Патшана курсан, ура ҫине тӑрса ҫӗре ҫитиех пуҫ таяҫҫӗ.
Пӗтӗм хула яланхи пурнӑҫпа пурӑнать. Ҫакна курса, Ылттӑнпик чунӗ-чӗри савӑнӑҫпа тулчӗ. Ара, ҫакӑншӑн вӑрҫӑ хирне тухса кайса монголсене ҫӗмӗрсе тӑкрӗ те ӗнтӗ вӑл.
Акӑ, Кӗмӗл кӗперӗн хӑйне евӗрлӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ юписем курӑнса кайрӗҫ. Тӑхта-ха, тӑхта, мӗскер кунта?.. Кӗмӗл кӗпер патӗнчи лапра туптулли ҫын. Кӗсле сасси илтӗнет. Ҫывӑхарах ҫитрӗ те патша такам кӗсле сассине май кассай каласа юрланине илтрӗ.

Тӗнче варри — Аслӑ Атӑл шыве.
Чулман Атал та унтах.
Нухрат Атӑл та ҫумрах.
Шуратӑл та юнашарах,
Хура Атӑл та инҫех мар.
Тӑп-тӑрӑ кашни Атӑлӑн шывӗ...
Ҫак пилӗк Атӑл хӗрринче,
Ҫеҫенхирсем варринче,
Сем вӑрмансем ӑшӗнче,
Хӗрех чалӑш ҫӳллӗ тусем ҫинче,
Паттӑр халӑх пурӑнать,
Кӳршисемпе туслашса,
Пускилсемпе тӑванлашса,
Хӑй ҫӗрӗнче юп курать...

Кӑссайҫӑна пурте тимлесе итлеҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсем хушшине gатша пырса тӑнине те асӑрхамарӗҫ. Асӑрханисем кӑна, пуҫӗсенчи калпакӗсене илсе, хулхушшине хӗстерчӗҫ те патшана пуҫ тайса саламларӗҫ.
Ҫав хушӑра кӑссайҫӑ сӑвӑла-сӑвӑла, кӗслине кала-кала юрларӗ те юрларӗ:

Асла Атӑлтан инҫе мар,
Чулман Атӑл хӗрринче,
Нухрат Аталпа юнашар,
Васансемпе варсем хушшинче
Аслӑ Пӳлер хули сарӑлса ларать,
Пӗтӗм халӑха савӑнтарать —
Хӑйӗн чаплӑ керменӗсемпе,
Хӑйӗн икӗ тӑрӑллӑ турулӗсемпе.
Пӳлер хули пит аслӑ,
Кунти халӑх ӗҫӗ те хавасла:
Чӳлмекҫӗсем чӳлмек тӑваҫҫӗ,
Керменҫӗсем сӑнӑпа ҫӳреҫҫӗ,
Туй-ҫу пынӑ чухне савӑнма пӗлеҫҫӗ,
Ача ҫуралсанах вара хӗвел пек ҫиҫеҫҫӗ —
Ытла савӑннипеле,
Иӑх-шыв малалла тӑсӑлнипе.
Хӗр ҫуралсан кӗмел теҫҫӗ,
Арҫын ҫуралсан ылттӑн теҫҫӗ.
Хула урамӗсем сарлака,
Сарнӑ чулесем яп-яка.

Кӑссайҫӑ питӗ чаплӑ, пӗтӗм халӑх пӗлекенскер пулни тӳрех паллӑ. Сасси те янӑравлӑ унӑн, кӑссайӗ те питӗ хитре, килӗшӳллӗ сӑмахсенчен тӑрать.
Ылттӑнпик ун кӑссайне тимлесех итлерӗ. Лешӗ хӑйне итлеме патша та килнине пӗлмест, юрлать те юрлать:

Кунтах аслӑ патша пурӑнать,
Унӑн керменӗ тӳпене кармашать...
Аслӑ патша ячӗ Ылттӑнпик,
Сӑнӗ-пуҫӗ унан хӗвел пек,
Паллах, пуриншӗн те мар, туссемшӗн,
Аҫа-ҫиҫӗм вӑл тӑшмансемшӗн.
Унӑн астулӗ ылттӑнран,
Таянмӑшӗ — ахахран,
Вӑрҫӑ хирне кайнӑ чухне Ылттӑнпик
Кӗмӗл сапар тӑхӑнать, Улӑп пек.
Урхамахӗ ҫил пек вӗҫме пултарать.
Алтаспан хӗҫӗ тимӗре те касма пултарать.
Пӳлер ҫыннисем телейле,
Пӑлхар халӑхӗ телейлӗ...

— Тӗрӗс! Тӗрӗс! — кӑшкӑрса ячӗҫ итлекенсем.
— Ылттӑнпик патша хай кунта!
— Ылттӑнпике — мухтав!
— Патшана — мухтав! — кашкарашни илтӗнчӗ.
Пурте ун-кун пӑхкаларӗҫ те чӑyах та хӑйсем хушшинче патша пуррине курчӗҫ, ӑна саламлама тытӑнчӗҫ. Ылттӑнпик кӑссайҫӑ патнерех иртрӗ.
— Ытла мухтаса калатӑн эсӗ мана, — терӗ вӑл кӑссайҫа, тата маларах, ун патнех пырса.
— О-о, аслӑ патша! — ури ҫине тӑрса, танлӑн пуҫ тайрӗ кӑссайҫӑ. — Каҫар, эсӗ те кунта иккенне пӗлмен эпӗ. Анчах та эпӗ пӗрре те ытлашшине каламарӑм, эпӗ тӗрессине каларӑм, аслӑ патша. Пӗтӗм халӑх сан пирки ман кӑссайри пек калать.
Хӑй умӗнче аслӑ та чаплӑ поэт тӑнине патша тӳрех чухларӗ.
— Палларӑм эпӗ сана, — терӗ патша кӑссайҫӑна. — Халиччен курман пулсассӑн та. Кул Али эсӗ!.. Сулейхапа Юсуф ҫинчен кӑссай хываканӗ. Сана пӗтӗм тӗнче пӗлет. Анчах темшӗн Пӳлерте эсӗ питӗ сайра пулатӑн.
— Тӗрӗс калатӑн ҫав, аслӑ патша, — пуҫ тайса каларӗ Кул Али. — Эпӗ — поэт. Поэт вӑл ҫулҫуревҫӗ тенипе пӗрех. Тӗнче тӑрӑх ҫӳретӗп эпӗ. Кӑссайсем юрлатӑп. Ӑс пухатӑп.
— Пӗлетӗп, пӗлетӗп, — терӗ патша. — Эсӗ ҫул ҫӳреме юратни ҫинчен мана сан шаралу Саркамӑш каласа панӑччӗ.
— О-о, Саркамӑш! — савӑнса кайрӗ Кул-Али. — Аслӑ та чаплӑ юрӑҫӑ. Ун пекки тӗнчере те урӑх пулас ҫук. Чӑнах та, аса илтӗм. Каласа панӑччӗ вӑл мана санпа калаҫнине. Монголсене пӗрремӗш хут ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн. Челпир патша ертсе пынипе. Питӗ чаплӑ ҫӗнтерӳ пулнӑ вӑл. Ик шывӗ хӗрринчи ҫӗнтерӳ пекех...
— Питӗ ватӑччӗ ун чухне Саркамӑш, — терӗ Ылттӑнпик. — Халь вара...
— Ҫук ӗнтӗ вӑл халь, — терӗ хурлӑхлӑн Кул Али. — Челпир патшапа пӗр ҫулхинех ҫӗре кӗчӗ вӑл. Сакӑрвуннӑран иртсенех. Чулман Атӑл хӗрринче, ҫӳлле ту ҫине пытартӑмӑр. Хӑй хушса хӑварнӑ пекех. Кашни ҫул, вӑл ҫӗре кӗнӗ кунхине эпир, унӑн вӗренекенӗсем, Чулман Атӑл хӗррине, унӑн масарӗ ҫине пуҫтарӑнатпӑр, ӑна аса илетпӗр.
— Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! — асӑнса каларӗ Ылттӑнпик. — Чӑнах та, унӑн ячӗ пирӗншӗн вилӗмсӗр пулӗ.
— Тӗрӗс калатӑн, — килӗшрӗ унпа Кул Али. — Унӑн ытарайми кӑссайӗсене эпир, унӑн вӗренекенӗсем, нихӑҫан та манмастпӑр, вӗсене килес ламсем валли упратпӑр. Унӑн ячӗ те, унӑн хайлавӗсем те вилӗмсӗр.
— Ун чухне, Кӗрнек хули патӗнче, пирӗн пата ӑна Арсланпик ывӑлӗ ҫамрӑк Упи-паттӑр ертсе пынӑччӗ. Пӗлетӗн-и, Кул Али, халӗ вара ҫав ача чӑн-чӑн паттӑр пулса тӑчӗ. Пыра-киле пире, пӑлхарсене, чапа кӑларакан ҫарпуҫӗ пулать-ха вӑл.
— Саркамӑш шарал вӗрентнӗ ачасем пӗри те начар ҫын пулман, — кӑштах мухтаннӑ пекрех каларӗ Кул Али. — Этем пуласси шаралран килет. Чӑн-чӑн шарал ури йӗрри ҫине пусни те ӑс кӳрет, паттӑр пулма пулӑшать. Ҫавӑн пек шаралччӗ вӑл пирӗн Саркамӑш.
— Ун чухне вӑл пире "Аттил патша ҫине хунӑ кӑссай" юрласа панӑччӗ.
— Ҫапла, Саркамӑш пек чаплӑ юрӑҫсем пулнипе эпир, пӑлхарсем, хамӑрӑн чаплӑ ламтайсем ячӗсене те, вӗсен вилӗмсӗр ӗҫӗсене те упратпӑр, пӗтӗм тӗнчене саратпӑр.
— Ҫавӑнпа юрататпӑр та ӗнтӗ эпир вӗсене, турӑсемпе тан ҫынсем тесе хисеплетпӗр, — ӗненмелле каларӗ патша.
— Анчах юлашки вӑхӑтра тӗнче тӑрӑх ҫӳреме йывӑр пулса кайрӗ. Пур ҫӗрте те монголсем ҫаратса-ишсе тухса кайнӑ. Юрать-ха, эсӗ пур, аслӑ та чаплӑ патша. Монголсене ҫӗмӗрсе тӑкрӑн. Тен, ҫакӑ вӗсене ӳлӗмрен иртӗхсе-ҫӗмӗрсе ҫӳреме чарӗ.
— Ҫапла пултӑрахчӗ, Кул Али. Алтаспан-хӗҫпе сулкалашни вӑл суха туни мар. Суха тумасӑр тутӑ пулаймастӑн.
— Питӗ хитре каларӑн, аслӑ патша. Юрӑҫӑ пекех.
Ылттӑнпик юрӑҫӑ ҫине питӗ хисеплесе, юратса пӑхрӗ:
— Кермене чӗнетӗп сана, Кул Али. Хӑна пулӑн.
— Ох, аслӑ патша! Керменсем тӑрӑх ҫӳреме юратмастӑп ҫав эпӗ. Маншӑн хула урамӗ тӑван кил.
Ылттӑнпик кӑмӑллӑн кулса ячӗ.
— Мӗнпе тав тӑвас сана, Кул Али?.. Юррусемшӗн, кӑссайусемшӗн... Тата эсӗ ҫапла ирӗк шухӑшлӑ пулнӑшӑн...
Патша кӑмӑлне курса, Кул Али те кулса ячӗ:
— Эсӗ хӑв пурри, аслӑ патша, тав туни, — терӗ вӑл ӑшшӑн. — Эсӗ монголсене ҫапса ҫӗмӗрни — тав туни.
Ылттӑнпик поэт ҫине тимлесе пӑхса илчӗ. Кул Али ҫинче — кивӗ халат, темиҫе тӗлте кӑштах ҫӗтӗлме тытӑннӑ. Унтан патша хӑй ҫине пӑхса илчӗ. Ун ҫинче вӗр-ҫӗнӗ ӑшӑ та типтерлӗ халат. Ӑна темиҫе тӗлте Китайран илсе килнӗ пурҫӑн ҫипсемпе тӗрлесе илемлетнӗ. Халатӑн мал енне тата шурӑ парс та тӗрленӗ.
Ылттӑнпик васкамасӑр пилӗкҫыххине салтрӗ те халатне хыврӗ:
— Акӑ, — терӗ, — пӗлтӗм мӗнле тав тумаллине. Атя, тусӑм, тӑхӑн Ылттӑнпик халатне.
Патша вара хӑй аллипе тин ҫеҫ хӑй ҫинче пулнӑ ӑшӑ та типтерлӗ халата поэт хулпуҫҫийӗ ҫине витсе ячӗ.
Ҫакна курса, пӗтӗм халӑх савӑнса кайрӗ:
— Маттур, Ылттӑнпик!
— Мухтав пирӗн аслӑ патшана!
— Нумай-нумай ҫул пурӑн, аслӑ патша! — кӑшкӑрчӗҫ ҫынсем савӑнса.
Кул Али патшана ҫӗре ҫитиех пуҫ тайрӗ:
— Тавтапуҫ, аслӑ патшамӑр! — терӗ савӑнса. — Ку вӑл, чӑнласах та, патша парни.
— Ӑсушӑн, талантушӑн тав сана! — поэта ыталаса илчӗ патша. — Нумай-нумай ҫул пурӑн. Тӑван халӑха ытарайми юррусемпе те кӑссайусемпе савӑнтар!..



Тулли верси :: Статья каҫми