Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кӑмӑл юлчӗ тӑван чӗлхешӗн (Владимир)


Ирхине, хӗвеллӗ-хитре вӑхӑтра,
Автобус кӗтсе тӑратпӑр урамра.
- Папа, папа посмотри вон едет кран,-
Ҫакӑнаҫҫӗ хӗрпе-ывӑл ҫанӑран.

Ватӑ тутар карчӑкӗ чӗнет мана:
-Атте-анне чӗлхине упрамалла,
Ҫамрӑксем ялтан кайсассӑн хулана
Хайсен чӗлхине манаҫҫӗ пулмалла.

Хуравларӑм эпӗ ӑна тутарла:
-Атте-анне чӗлхи пирӗншӗн-ҫырла
Питӗ тутлӑ калаҫма та савӑнма
Айван мар эп хам чӗлхерен вӑтанма.

Пирӗн ачасем пӗчӗккӗ вӑхатра
Иксӗмӗр те ӗҫлерӗмӗр заводра
Черетпе ӗҫ вӑхатне улӑштарса,
Ачасене кӳршӗ патне хӑварса.

Калаҫма унта вӗренчӗҫ вырӑсла,
(Куршӗ майри ӑнланмастчӗ чӑвашла)
Темиҫе хут яла кайрӑм йыхӑрма
Пирӗн атте килмерӗ ача пӑхма.

Ҫавӑнпалан калаҫаҫҫӗ вырӑсла,
Виҫӗ сӑмах хушаймаҫҫӗ чӑвашла.
Ахалех варҫатӑн эсӗ, кинеми,
Салтакъелӗнчен эпӗ, Чӑваш ачи!

-Апла пулсан юрӗ, - терӗ кинеми,
-Ҫылӑх мар вӑл чӑваш чӗлхи пӗлменни.
Кӑмӑл юлчӗ манӑн тӑван чӗлхешӗн
Чӑваш ятне ҫӳлелле ҫӗклейменшӗн …

Пӗчӗк мӑнукӑм вӗренет калаҫма
Кукамӑшпе пӳплешет вӑл чӑвашла:
-Вӗрентӗр, тет, асламӑшӗ, ват майра,
Чӗлхе пӗлни кирлӗ пулӗ пурӑнӑҫра.



Тулли верси :: Статья каҫми