Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кушлавӑш (Вӑрнар районӗ)
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Кушлавӑш
Кушлавӑш (выр. Кошлоуши) — Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районӗнчи ял. Ершепуҫ ял тӑрӑхӗн шутне кӗрет.
Ял Чӑваш Енӗн варринче Шупашкартан — 102 км, район центрӗнчен, Вӑрнар поселокӗнчен, — 11 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗнчен 11 км аякра вырнаҫнӑ.
Яла 1723–1724 ҫулсенче Алмантай ялӗнчен куҫса килнӗ ҫынсем никӗсленӗ. Истори ячӗсем: Новопоселённая Алмандеева, Кошлауши тож; Кошлоуши, Рунга тож.
Ҫыннисем — чӑвашсем, 1724 ҫулччен ясаклӑ хресченсен шутне кӗнӗ, 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсен шутне. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, атӑ-пушмак ҫӗлесси, тимӗрҫӗ ӗҫӗ, вӑрман хатӗрлесси.
Ялта Сӑваплӑ Троица чиркӗвӗ ӗҫленӗ (1841–1938, 1989 ҫулта каллех уҫӑлнӑ). XVIII ӗмӗр — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пасар пулнӑ. 1845 ҫултанпа Патшалӑх пурлӑхӗн министерствин шкулӗ ӗҫленӗ, 1874 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа — земство училищи.
1931 ҫулта «Крупская» колхоз йӗркеленнӗ. Администраци енӗпе ял XVIII ӗмӗртен 1927 ҫулччен Ҫӗрпӳ уесӗнчи Рункӑ вулӑсӗнче, Етӗрне уесӗн Пайсупак, Кушлавӑш, Тусай вулӑсӗсенче, 1927 ҫултанпа Вӑрнар районӗнче шутланнӑ.
2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗпе ялта 103 ҫын пурӑннӑ (56 арҫын, 47 хӗрарӑм). 2012 ҫулхи даннӑйпе — 112 ҫын. Ытларахӑшӗ — чӑвашсем (2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе 99%).
Халӑх йышӗ ҫулсем тӑрӑх ҫапла улшӑннӑ:
Экономикӑн никӗсӗ — ял хуҫалӑх производстви. 2010 ҫул тӗлне «Агрохмель» тулли мар яваплӑ общество ӗҫленӗ.
Тулли верси :: Статья каҫми