Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Курелен шывӗ — кӑвак шыв (Кӗмӗл Кӗпер)


Керулен шыве — кӑвак шыв,
Кӑвак шыв та сипсӗр шыв.
Атӑл шывӗ — аслӑ шыв,
Аслӑ шыв тпа сиплӗ шыв.
Авалхи юрӑран.


Керулен шывӗ тӑп-тӑрӑ, васкамасӑр юхать вӑл. Юханшыв ҫумӗнчех асар-писер пысӑк юртӑ. Унта, шалта, иккӗн: монголсен аслӑ ханӗ Угедей тата монгосен чи чаплӑ, чи мухтавлӑ ҫарпуҫӗ Супетей.
— Шутламанччӗ эпӗ, ватӑ тилӗ, сана кам та пулин ҫӗнтерсе ҫапла хӗн кӑтартасса, — Супетей ҫине куҫне хӗссе пӑхса сиввӗн калаҫать Угедей-хан. — Аслӑран та аслӑ Чингиз-хан та сана ҫав пӑлхарсенчен харап курнӑшӑн каҫараймасӑрах ҫӗре кӗчӗ. Халь вара мӗн тумалла-ха? Ун хыҫҫӑн ӗнтӗ пӑлхарсем ҫине икӗ хутчен те тапӑнса кӗтӗмӗр. Икӗ хутӗнче те харап куртӑмӑр. Мӗн тумалла халь? Аслӑ Чингиз-хан хушса хӑварнине ҫитерме пирӗн чи малтан пӑлхарсене ҫӗмӗрсе тӑкмалла! Анчах та мӗнле?..
— Ҫапла, пӗтӗм тӗнчене чӗтретнӗ аслӑ хан пире ҫурҫӗрти тата аyӑҫри ҫӗршывсене пурне те ҫӗнсе илме хушса хӑварнӑ. Ҫавна шута хурсах ӗнтӗ эпӗ ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен Атӑлҫи Пӑлхарстана тапӑнса кӗтӗм. Анчах... Челпир патша вилнӗ хыҫҫӑн пӑлхарсене ҫӑмӑллӑнах ҫӗнме пулать пуль тенӗччӗ эпӗ. Куҫ-хӑлхасем пире пӗлтернӗччӗ: Челпир хыҫҫӑнхи пӑлхар патши Мир-Каҫи хавшак та чапрас чун-чӗрелле тенӗччӗ... Ҫавна шута хурса ӗнтӗ эпир Челпир вилнӗ хыҫҫӑн тӑвата ҫултан пӑлхарсем ҫине тепре тапӑнса кӗтӗмӗр. Анчах кая юлтӑмар ҫав. Ку хушӑра Мир-Каҫи мар, пӑлхарсен патши Ылттӑнпик пулса тӑнӑ.
— Ку вӑл леш Сахча шывӗ ҫинче сана укрӑклас тесе хыҫалтан хӑвалаканни-и?
— Ҫавӑ, шуйттан ҫӑтасшӗ! — тарӑхса хӗремесленсе кайрӗ Супетей.
— Эх, ватӑ тилӗ!.. Эппин, вӑл санӑн чи хӑрушӑ тӑшману...
— Ҫапла, аслӑ хан. Тепӗр виҫӗ ҫултан эпир тепре тапӑнса кӗтӗмӗр пӑлхарсем ҫине. Ылттӑнпик пире тепре те ҫӗмӗрсе тӑкрӗ. Ҫарӗ чанласах та вӑйлӑ унӑн. Хӑй вара, Ылттӑнпик, чӑнласах та чаплӑ ҫарпуҫӗ. Вӑл Челпиртен те ытларах ирттерет. Унпа ҫапӑҫма питӗ йывӑр.
— Эппин, урӑхла меслет шыраса туп, ватӑ тилӗ. Манӑн сана вӗрентмелле-и вара!..
— Ҫавӑн пирки шухӑшлатӑп-ха, аслӑ хан.
— Акӑ, часах курултай ирттеретпӗр. Ун чухне санӑн пӑлхарсемпе те, Ылттӑнпикпе те мӗскер тумаллине пире каласах пулать.
2.<<
Керулен шывӗ хӗррине, курултая, Чингиз-хан тӑхӑмӗсем пурте пуҫтарӑнчӗҫ.
Аслӑ хан Угедей вара унта хӑй Чингиз-хан каласа хӑварнине ҫитерме палӑртнине пӗлтерчӗ.
— Пуринчен ытла пире кайьенчи халӑхсем питӗ йышлӑн пулни шухӑшлаттарать, — терӗ вӑл. — Чи малтан пирӗн Атӑлҫи Пӑлхарстан патшалӑхне ҫӗмӗрсе тӑкмалла, ытла пуҫтахланса кайнӑ Ылттӑнпик патшана ҫӗнтермелле. Ку ӗҫе Джучи-хан ывӑлӗн, маттуртан та маттур Батый-ханӑн тумалла пулать. Ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитерме эпӗ ӑна ытти чингизидсен ҫарӗсене те парас терӗм.
Монголсем, ҫак сӑмаха ырласа, хаваслӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра ура ҫине сиксе тӑчӗҫ.
— Тӑхтӑр! — чарчӗ вӗсене Угедей. — Ку пысӑк ӗҫре Батый-хан ҫарпуҫӗ ватӑ тилӗ Супетей питӗ кирлӗ пулать. Вӑл мӗскер каланине итлер!
Хулӗ ҫине уртса янӑ тилӗ тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗнӗ кӗрӗкне хыврӗ те Супетей ури ҫине хуллен тӑчӗ, хӑйӗн пӗртен-пӗр куракан куҫӗпе пурин ҫине те тимлӗн пӑхса илчӗ те пӗрре-иккӗ ӳсӗркелем турӗ.
Пурте ватӑ ҫарпуҫӗ мӗн каласса кӗтсе ним хускалми ларчӗҫ.
— Хӗҫпе сулкалама ухмах та пултарать, — терӗ Супетей. — Пирӗн вара пуҫпа та шухӑшламалла. Атӑлҫи Пӑлхарстан — аслӑ патшалӑх. Ылттӑнпик — аслӑ патша. Анчах аслӑ патшалӑхра тӗрлӗ ҫын пулать. Ҫав тӗрлӗ ҫынсен хушшинче патшана курайманнисене те тупма пулать. Пӑлхарсен хушшинче те ун пек ҫын пур. Парӑҫ-Пӑрантай теҫҫӗ ӑна, тикки вӑл. Ылттӑнпик йӑхӗнченех. Ылттӑнпик — Отек ывӑлӗ, Отек — Шамкун патша ывӑлӗ. Эппин, Ылттӑнпик — Шамкун мӑнукӗ. Парӑҫ-Пӑрӑнтай та Шамкун мӑнукӗ. Анчах унӑн ашшӗ, Асан, Шамкунӑн кӗҫӗн ачи пулнӑ. Ҫавӑнпа Парӑҫ-Пӑрӑнтай Пӑлхарстанра астул илеймен. Эпир ӑна астул илме те, пирӗн тус пулма та пулӑшӑпӑр та...
Супетей хӑйӗн пӗртен-пӗр куҫӗпе малтай Угетей ҫине, унтан Батый-хан ҫине чеен пӑхса илчӗ.
— Ку шухӑша ырлатӑп, — терӗ Угедей. — Эппин, эпӗ сире Батый-ханпа иксӗре урӑх кунта тытса тӑмастӑп. Атя, иксӗр те паянах Алтай тӑвӗсен леш енне каҫса кайӑр та кайьен ҫӗрӗсене пӑхӑнтарас тесе ӗҫе тытӑнӑр. Пӗрремӗш пысӑк ӗҫӗр Парӑҫ-Пӑрӑнтая тупасси пултӑр...
Батый-ханпа Супетей аслӑ хана Угедее пуҫ тайреҫ те каҫ пулнине пӑхмасӑрах ҫирӗп утӑмсемпе пӗрин хыҫҫӑн тепри аслӑ юрттӑран тухса кайрӗҫ.



Тулли верси :: Статья каҫми