Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Курак Иванӗ ҫуралнӑранпа 80 ҫул тултарнӑ май
Пенза облаҫӗнчи Неверкино районӗнчи «Знамя Ильича» хаҫатра кӑҫалхи июнӗн 23-мӗшӗнче В. Штурмин журналист Курак Иванӗ ҫинчен пысӑк мар асаилӳ пичетленӗ. Унта вӑл поэтӑн ҫывӑх тӑванӗсемпе тата пӗлӗш-хурӑнташӗсемпе хӑй ҫывӑх пулни ҫинчен тата поэтӑн алҫырӑвӗсене вулани ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартать.
«Ача чухне, иртнӗ вӑрҫӑччен чылай малтан, манан икӗ юлташ пурччӗ: пӗри — Мишша, тепри — Ванюк. Пиччӗшӗпе шӑллӗччӗ вӗсем. Ашшӗ вӗсен ялта паллӑ ҫын шутланатчӗ, сӑвӑсем, калавсем ҫыратчӗ. Курак Иванӗ тетчӗҫ ӑна ялта... — аса илет В. Штурмин. — Поэтӑн алҫырӑвӗсем ман алла нумай хут лекнӗ, вӗсене эпӗ яланах хумханса вуланӑ. Таҫта та курма тӗл килетчӗ вӗсене ун чухне: пӳртре те, ҫенӗхре те, лутра чӑланта та. Ӑҫта пӑхнӑ — унта сапаланса выртатчӗҫ вӗсем. Поэт арӑмӗ — Домна инке — ун чухне сӗт чӳлмӗкӗсене те упӑшки ыйӑх татса ҫырнӑ хутсемпе хупласа лартатчӗ, кӑвайт чӗртнӗ чухне те усӑ куратчӗ вӗсемпе... Поэт килӗнче хам ҫӗр хут пулнӑ пулин те, унӑн алҫырӑвӗсене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе нимӗн те туманшӑн халӗ чӑннипех хурланатӑп. Астӑватӑп: ҫав ҫырусем хушшинче чун-чӗрене киллентерекен сӑвӑсем те, калавсем те, пьесӑсем те чылайччӗ».
Ҫапла ӗнтӗ поэт хӑй вӑхӑтӗнче ҫырса хӑварнӑ произведенийӗсенчен чылайӑшӗ вулакансем патне ҫитеймесӗрех ҫухалса пӗтнӗ. Поэтӑн пирвайхи сӑввисем чи малтан Мускавра тухса тӑнӑ «Ӗҫлекенсен сасси» журналпа «Коммунар» хаҫатра тата «Сунтал» (хальхи «Ялав») журналта пичетленнӗ. 1926 ҫулта ССР Союзӗнчи халӑхсен тӗп издательстви унӑн сӑввисене уйрӑм кӗнеке туса кӑларнӑ. Ҫав кӗнекери сӑвӑсенче поэт чӑваш халӑхӗн авалхи асаплӑ кун-ҫулӗ ҫинчен каласа кӑтартать. Аслӑ Октябрь ӑна телей ҫулӗ ҫине илсе тухни ҫинчен савӑнса юрлать.
Поэтӑн кун-ҫулӗ те тӑван халӑх шӑпи пекех. Иван Игнатьевич Курак (Кураков) 1889 ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнче Ульяновск облаҫӗнчи Кивӗ Кӑлатка районӗнчи Чӑваш Кӑлатки ялӗнче ҫуралнӑ. Килте пӗр ывӑл ҫеҫ пулнӑ пирки пулас поэта ача чухнех йывӑр ӗҫе кӳлӗнме тивнӗ. Ҫапах та вӑл, ырӑ кӑмӑллӑ кӳршӗсем хута кӗнипе, ялти шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл картинӑсем ӳкерме тата халӑх хушшинче сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен сӑвӑ-юрӑсене пуҫтарма юратнӑ.
Пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма чӗнекен ҫутӑ ӗмӗт ӑна Астрахань хулине илсе ҫитернӗ. Йывӑр пулсан та, 1904—1907 ҫулсенче вӑл унта художество шкулӗнче вӗреннӗ. 1911 ҫулчченех ҫав хулара сутӑҫсемпе пуянсем патӗнче вывескӑсем, пӗлтерӳсем, рекламӑсем, афишӑсем ҫырса пурӑннӑ. Ҫамрӑк художник ҫакӑнта пуянсем чухӑнсене тискеррӗн хӗсӗрлесе пурӑннине лайӑх тавҫӑрса илнӗ. 1905—1907 ҫулсенчи революци кунӗсем пулас поэта пурнӑҫ ҫине ҫӗнӗлле пӑхма хистенӗ. Хӑйне тахҫантанпах шухӑшлаттарнӑ ыйтусем ҫине ответ тупас тесе, вӑл А. Пушкин, Н. Некрасов, И. Никитин, А. Кольцов ҫырнисене вулама пуҫланӑ.
1911 ҫулта, ашшӗ сарӑмсӑр вилсен, унӑн ирӗксӗрех тӑван яла таврӑнмалла пулнӑ. Килти пӗтӗм ӗҫ ун ҫине тиеннӗ пулсан та, хастар ӑс-хакӑллӑ каччӑ хӑйӗн ӑсталӑхне пӑрахман. Ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра вӑл, ялти ҫӗрме пуянсемпе куштанҫенчен тата пуянсемпе чиркӳ ҫыннисенчен тӑрӑхласа, картинӑсемпе карикатурӑсем ӳкернӗ.
1914 ҫулта, ҫӗршывра империализм вӑрҫи пуҫланнӑ кунсенче, урса кайнӑ пуянсен мӑшкӑлӗ пулас мар тесе, пулас поэт хальхи Пенза облаҫӗнчи Неверкино районӗнчи Итӗм Кура ятлӑ чӑваш ялне куҫса кайнӑ. Ҫакӑнта вӑл Октябрьти революцие кӗтсе илнӗ. Ҫакӑнтан вӑл граждан вӑрҫине тухса кайнӑ. Кунта вӑл литература ӗҫне тытӑннӑ, киле таврӑнсан, ял культурине ҫӗнетес тӗлӗшпе ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫленӗ, каярахпа вара районти государство банкӗн районти уйрӑмӗнче, унтан — Итӗм Кура ҫывӑхӗнчи «1-ое Мая» колхозра счетовод ӗҫне туса пынӑ.
1937 ҫулта поэт, тӑван ҫӗршыври халӑхсен пурнӑҫӗпе лайӑхрах паллашас тесе, Туркмен ССРнӗ куҫса кайнӑ, Байрам-Али текен станцире художество мастерскойӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Анчах унта нумай ӗҫлеме май килмен, 1942 ҫулхи август уйӑхӗнче унӑн пурнӑҫӗ сасартӑк татӑлнӑ.
Поэт ҫырнисенчен упранса юлнисем питех нумай мар пулин те, И. Курак ячӗ манӑҫа юлман. Унӑн чылай сӑввисем — «Ыраш», «Хӗллехи ир», «Сухаҫ», «Асатте», «Кӗркунне», «Ҫуркунне», «Ҫуллахи ҫӗр», «Каҫхи ҫумӑр», «Вӑрманта», «Асатте», «Ӳкерчӗк», «Ӗмӗт», «Ҫутӑ пурнӑҫ тӑвасси ҫинчен каланӑ сӑмах» тата ытти чылай сӑвӑсем чӑваш ялӗн Аслӑ Октябрь ҫӗнтернӗ хыҫҫӑнхи кун-ҫулне сӑнласа параҫҫӗ. Поэтӑн лирикӑллӑ геройӗсем — ака-суха ҫыннисем. Уй-хир, улӑх-ҫаран тата шыв-шур илемӗ вӗсене пурнӑҫа юратма, ҫӗнӗ пурнӑҫ тума хавхалантарать.
Пурнӑҫ кунӗ
Илемлӗ курӑнать
Тӗрӗслӗх ҫилӗ
Тӗнчене тухать.
Вӗсене курса
Вӗҫессем килет,
Ырӑ шӑршӑ пухса
Сывлассӑм килет!
Поэт пурнӑҫри ҫитменлӗхсене питлекен сӑвӑсем те («Иван пичче — тӑм сӑмса»), ҫамрӑксене наука никӗсне хӑюллӑн алла илме чӗнекен йӗркесем те («Ас пӗлекен ҫынсене», «Аслӑлӑх ачи»), шӗл кӑвар пек хыпса ҫунакан юратӑва таса тытма вӗрентекен сӑвӑсем те («Пир ҫапни») сахал мар ҫырнӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче И. Курак проза жанрӗнче те ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. 1925 ҫулта «Сунтал» журналӑн 10-мӗш номерӗнче пичетленнӗ «Уҫтук» калавӗнче вӑл революци хыҫҫӑнхи чӑваш ялӗнче ҫӗнӗ йӑла-йӗркесем мӗнле ҫӗнтерсе пынине сӑнласа кӑтартать. Калав геройӗ Уҫтук, авалхи тӗрлӗ тӗшмӗше пула мӑнастирте манашка пулса пурӑннӑскер, Совет влаҫӗ ҫулӗсенче пӗтӗмпех ҫӗнӗ ҫын пулса тӑрать, халӑха улталаса ырӑ курма ӗмӗтленекен чиркӳ ҫыннисене пӗтӗмпех тӑрӑ шыв ҫине кӑларать. «Микулай мучи», «Сӑпанюк», «Хӑрушӑ аслати» тата «Укахви» калавсенче те поэт прозаик авалхи асапла йӑла-йӗркесене тарӑхса питлет, ҫӗнӗ самана ҫыннисене мухтать.
М. ЮРЬЕВ.
Тулли верси :: Статья каҫми