Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Корнилов Геннадий Емельянович


Корнилов Геннадий Емельянович — чӑваш чӗлхеҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗн академикӗ. 1936 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче Пушкӑртстанӑн Зилаир районӗнчи Ивано-Кувалат ялӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ.

Корнилов Андрей Геннадьевич ашшӗ.

Кун-ҫулӗ

А.М. Горький ячӗллӗ Урал патшалӑх университетне (Екатеринбург хулинче), Чӑваш патшалӑх пединститучӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин аспирантурине пӗтернӗ. 1964—1968 ҫулсенче Аслӑлӑх тӗпчевӗсен институчӗн (халӗ патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) ӑслӑлӑх сотрудникӗ, 1968—1990 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс чӗлхи кафедрин доценчӗ, 1990 ҫултанпа пӗтӗмӗшле тата танлаштаруллӑ чӗлхе пӗлӗвӗ кафедрине ертсе пырать. «Чӑваш диалектологийӗпе пӑлхар-чӑваш топонимикине тӗпчесе сӑнани» ятпа кандидат диссертацине (1966), «Чӑваш чӗлхинчи имитативсем» темӑпа доктор диссертацине (1990) хӳтеленӗ.

Генадий Корнилов чылай лексемӑн, топонимӑн этимологине палӑртнӑ, Н.И. Ашмаринӑн евӗрлев сӑмахӗсене халалланӑ тишкерӗвӗсене малалла аталантарнӑ: этем пуплевӗн ӗмӗрхи ӳсӗмӗнче «имитатив» тата «антиимитатив» тапхӑрӗсем пуррине сӑнланӑ, чӗлхе евӗрлетӳрен пуҫланса кайнине ӗнентерекен пилӗк тӗрлӗ сӑлтав уҫса панӑ.

Ӗҫӗсем

Вӑл — 120 ытла тӗпчев ӗҫӗн авторӗ. Паллӑрах статьясемпе кӗнекесем:

Унӑн ӗҫӗсен пӗлтерӗшне палӑртса Н.А. Баскаков, Н.А. Сыромятников, И.Г. Добродомов, М.Р. Федотов, А.П. Хусанкай тата Ану-Реэт Хаузенберг (Мюнхен), Юлия Кирилова (София), Мефкюре Моллова (Прага) тата ыттисем те рецензисем пичетлесе кӑларнӑ.

Генадий Корнилов «Диалекты и топонимия Поволжья» ятпа тухса пынӑ статья пуххисен (9 кӑларӑм) яваплӑ редакторӗ пулнӑ, тулли «Вырӑсла-чӑвашла словаре» (1971) хатӗрлеме хутшӑннӑ, хӑш-пӗр морфологи ыйтӑвӗсемпе статьясем ҫырнӑ, студентсем валли вӗренӳ хатӗрӗсем кӑларнӑ. «Чӑваш тӑрӑхӗнчи вырӑс калаҫӑвӗсен сӑмах кӗнекине» тата «Чӑваш тӑрӑхӗнчи топонимин истори-этимологи тӗпчевне» хатӗрлес тӗлӗшпе ӗҫлет, «Радиксологи кӳртӗмӗ» вӗренӳ кӗнеки ӑсталать. Университетӑн филологи факультетне ертсе пырать, унта «Ономастика никӗсӗ» тата «Этимологи никӗсӗ» ятарлӑ курссем ирттерет.

Вуламалли



 
Категорисем: Корнилов Геннадий Емельянович

Тулли верси :: Статья каҫми