Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Килте (Иван Егоров)


Анне сад пахчине кӗрекенччӗ,
чӳречерен пӑхрӑм — унта ҫук.
Атте пур чух тӗпелте ҫӳретчӗ,
апата чӗнетчӗ: "Павӑл, тух!"

Анне кӗмен паян тӗпеле те,
сасӑ параканччӗ унта чух.
Килтисем халь уншӑн темле... ют пек.
Темӗскер пуласран чунӑм ҫук.

Чун пӑлханнипех, ак, килсе ҫитрӗм
шавлӑ хуларан тӑван киле.
Килес вӑхӑта эп тем пек кӗтрӗм:
ах тур, тем ан пултӑр ҫак тӗле...

Пахчара та ҫук вӑл, урамра та.
Чарӑнса тӑратӑп. Тен, чӗнет?
Кӗлет ҫывӑхнех хуллен пыратӑп:
мухтав Турра, сасӑ илтӗнет.

Чашӑк ҫине ҫурта ҫутса лартнӑ,
сарса хунӑ атте кӗрӗкне,
ӗнӗрленӗ майӑн саплӑк каснӑ,
ҫӗтӗк ҫӗре хурать саплӑкне...

Егоров Иван Павлович



Тулли верси :: Статья каҫми