Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Калавӗсенче — тӑван ял

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Ефрем Еллиев ҫуралнӑранпа — 100 ҫул


Эпир кӑҫал чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Ефрем Васильевич Еллиев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине наука-практика конференцийӗ ирттерсе паллӑ турӑмӑр. Ҫӗршывра колхозсем йӗркеленӗ вӑхӑтра вӑл чӑваш литературине социализмла реализмӑн пултаруллӑ писателӗ пек кӗрсе юлнӑ. Хайлавӗсем кӗске те тарӑн шухӑшлӑран ӑна чӑваш писателӗсем "чӑваш Чеховӗ" тесе хаклаҫҫӗ. Ҫакна конференцире Виталий Станьял чӗлхеҫӗ Еллиев ӗҫӗсене тишкернӗ май тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.
— Хайлава темӗн тӗрлӗ илемлӗ, янравлӑ сӑмах кӗртсе тултарма пулать, анчах калавра шухӑш ҫук тӑк вӑл хывӑх тӗшне те тӑмасть. Еллиев та хитре сӑмахсемпе усӑ курать, анчах калавсен хакне тарӑн шухӑшсем ҫӳле ҫӗклеҫҫӗ, — терӗ вӑл тишкерӗве пӗтӗмлетсе.
Ефрем Еллиевӑн "Ворота" кӗнекине пухӑннӑ халӑха кӑтартса савӑнтарчӗҫ. Ӑна ҫыравҫӑн вӗренекенӗ Пантелеймон Григорьевич Сулбаев чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ.
Кӗнеке пӳрне хулӑнӑш та ҫук, анчах хӑй тытӑмӗпе нумай томлӑ произведенисенчен чылай пӗлтерӗшлӗрех — вӑл пурнӑҫ пӗтӗмлетӗвӗ, тӑван халӑха юратнин палӑртӑвӗ. Калавсем пысӑк кӑсӑклӑхпа вуланаҫҫӗ. Пайтах ҫул иртнӗ пулсан та сӑнарсем, вӗсен калаҫӑвӗ, шухӑшӗ хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑраҫҫӗ. Пӗтӗм чӑвашсемшӗн Еллиев калавӗсем тем пек хаклӑ пулсан Аслӑ Сӗнчелсемшӗн вӗсем икӗ хут хаклӑрах: хайлавсенчи ӗҫ-хӗл тӑван ялпа, тӑван тавралӑхпа, пирӗн ял-йышпа тачӑ ҫыхӑннӑ, сӑнарсене те ун чухне пурӑннӑ ҫынсенченех ӳкернӗ ҫыравҫӑ.
Тӗслӗхшӗн "Ломоносов" калава илер-ха. Кунта чӑн пулӑма пурнӑҫран илсе ҫырнӑ. "Шкулта чӑваш хушамачӗсем ҫеҫ пулнӑ: Карук, Апрук, Саврук, Чаман, Чамак...Ҫӗнӗ вӗрентекен Александр Иванович пысӑк пуҫаруллӑ ҫын. Хушаматсене улӑштарас шухӑш ӑна каҫхине сивӗ хваттерӗнче пуҫне кӗнӗ, ирхине ӑна пурнӑҫа кӗртнӗ. Пӗр минутрах шкулта Соловьевсем, Скворцовсем, Ласточкинсем "вӗҫсе" ҫӳреме пуҫланӑ, Зайцевсем, Волковсем, Медведевсем "тӗмерсе" ларнӑ. Калавӑн тӗп сӑнарне Митрофана — Ломоносов хушамат парать. Асӑннӑ ҫынсен тӑхӑмӗсем Аслӑ Сӗнчелӗнче халӗ те пурӑнаҫҫӗ, вӗсене хушма ятпах Шӑнкӑрчи Матрюнӗ е Кашкӑр Коли тесе чӗнеҫҫӗ. Пӗр кӳренӳ те ҫук вӗсен. "Арӑм" калаври сӑнарсен хушамачӗсем — Михайловпа Макаров — паян та ялта сыхланса юлнӑ.
"Чӗн тилхепе" калавра тӗл сӑнар — Самай. Николай Иванович Ашмарин словарӗнчен "Самар" авалхи чӑваш ячӗ пулнине пӗлетпӗр. Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел ҫывӑхӗнче ҫӳлерех асӑннӑ ятпа топоним пур — Самарешни. Паллах, маларах вӑл Самар ӗшни ятпа ҫӳренӗ. Кивӗ Мӑкшел ялӗнче Самаренкин хушамат нумай. Самар сӑмахран пуҫланман-ши ҫак чаплӑ та йышлӑ йӑх хушамачӗ? Самай, Алмӑш тесе пӗчӗк ачасене ачашласа чӗннӗ вӗт. Ӳссе ҫитсен — ар — аффикс хушнӑ та Самар, Алмӑшар пулса тӑнӑ.
Е.В. Еллиев калавӗсенче ҫакӑн пек курӑнаҫҫӗ тӑван ял та, унта пурӑнакан ҫынсем те, илемлӗн сӑнласа кӑтартнӑ сюжетсем те. Кӗнекене вуланӑ май куҫ умне тимлӗ пӑхакан хӑмӑр куҫлӑ, ачанни пек уҫӑ кулӑллӑ, ҫав вӑхӑтрах питӗ те сӑпайлӑ ҫыравҫӑ сӑнарӗ тухса тӑрать. Унра ҫынна, ҫӗр ҫинчи мӗн пур чӗрӗлӗхе юратаслӑх иксӗлми ҫӑл шывӗ евӗр хӑватлӑн тапса тӑнӑ. Аваллӑхра халӑхра ҫапла каланӑ: "Вӑтӑр ҫул ҫын вӗренме тивӗҫ, вӑтӑр ҫул — ҫул ҫӳреме, вӑтӑр ҫул — ҫырма. Хӑй курнине, илтнине, пӗлнине ҫынсене ҫыру мелӗпе каласа памалла". Ефрем Васильевич виҫӗ хут сахалрах пурӑннӑ. Унӑн кӗске ӗмӗрӗ тепӗр ӑслӑ каларӑша ҫирӗплетет: "Пурнӑҫа вӑрӑмӑшӗпе хакламаҫҫӗ". Еллиевӑн творчестви вунӑ ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ, тӗллевӗ нумай пулнӑ: шухӑша, сӑнарсене вӑл пурнӑҫран илнӗ. Вӑл ҫырса хӑварни — литературӑн пуян еткерӗ. Пирӗн унран тӑван ҫӗршыва, тӑван яла, тӑван халӑха, хамӑр чӗлхене юратма вӗренмелле, хамӑрпа ӗҫлекенсене, пурӑнакансене хисеплеме пӗлмелле. Шӑп ҫакӑн пек пулнӑ та пирӗн ентеш-писатель, педагог, салтак — Ефрем Васильевич Еллиев.
...Эпир Аслӑ Сӗнчелӗн вӑрӑмах мар, тӑпӑлкка кӑна урамӗнче. Ӑна мӗн авалтанах Шуркасси тенӗ. Халӗ — Еллиев урамӗ. Ун пуҫламӑшӗнче — ҫурт вырӑнӗ. Ӑна вӑхӑт та тикӗслеймен-ха. Ҫакӑнта ларакан ҫуртра ҫуралса ӳснӗ те чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи. Ҫак вырӑнта Е.В. Еллиев музейне уҫсан ял-йыш тем пекех савӑнӗччӗ.
Надежда Михайлова, Виталий Елтов.
Тутарстан
«Хыпар», 2007, 235 №.>>


 
Категорисем: Еллиев Ефрем Васильевич

Тулли верси :: Статья каҫми