«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ
ЙӐЛАҪӐ,
п.с. Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен, йӑла службинче ӗҫлекен ҫын.
Пирӗн, йӑлаҫӑсен, халӑх ыйтӑвне ... вӑхӑтра тивӗҫтерессишӗн вӑй-хала хӗрхенмесӗр тӑрӑшмалла. А.Савельев-Сас //К-н, 1982, 18 /, 5 с.
Ял халӑхӗн укҫа ҫук та халь, йӑлаҫӑсем заказсӑр лараҫҫӗ. ХС, 1995, 34 /, 2 с.
Йӑлаҫӑсем хисепре [Пуҫелӗк]. Х-р, 29.05.2001, 3 с.
ЙӐПӐЛТИЛӖХ,
п.с. е
ЙӐПӐЛТАТУ, ҫ.с. Ҫынна сӑмахпа ҫуни, икӗпитленсе ырӑ пулни; ҫукаланни, юмалани.
Тен йӑпӑлтилӗх те мар, итлеме хӑнӑхни ... ытларах унӑн. А.Емельянов, 1981, 5 с.
Йӑпӑлтилӗх, чеелӗх, ултав —
киревсӗр пулӑмсем пулнине туйса ӳснӗ эпӗ. ҪХ, 1998, 40 /, 1 с.
Пӗлет вӑл, ҫут тӗнче маччи тытса тӑраймӗ пылак йӑпӑлтату кӑпӑкӗнчи чапа. Н.Ишентей, 1997, 67 с.
ЙӐХТАШ, ҫ.с. 1. Тепринпе (е ыттисемпе) пӗр халӑх йышне кӗрекен ҫын; ӑруташлӑ ҫын.
Йӑхташӑмӑр тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленчӗ. Я-в, 1990, 6 /, 3 с.
Чӑн чӑвашлӑха республика тулашӗнче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем упраҫҫӗ. ЧТ, 1998, 5 /, 2 с.
Урбино тухтӑр ... хӑйӗн йӑхташӗсен чунӗ хытса мӑкланнине хирӗҫ кӗре-шет. Ӑ-л, 1998, 4 /, 10 с.
Кайнисене —
йӑхташ хисепӗ, килессине — ҫемҫе минтер. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 20 с.
— тӗнче тӑрӑх сапаланнӑ йӑхташӑмӑрсем, чӑвашла пӗлмен йӑхташӑмӑрсем (ҪХ, 1998, 5 /, 1 с.); мухтавлӑ йӑхташӑмӑрсем (Х-р, 18.09.2001, 3 с.);
—йӑхташсен йыхравӗ (УС, 1999, 46—47 /, 7 с.); йӑхташӑмӑрсен пурнӑҫӗ (ҪХ, 2000, 27 /, 4 с.); йӑхташӑмӑрсен историйӗ (Х-р, 30.11.2000, 3 с.).
2. Тепринпе пӗр йышши чӗрчун.
Выҫӑ кашкӑрсем вара юн шӑршипе юнӑхса, йӑхташне [текстра,
йӑхтешне]
ҫурсах тӑкаҫҫӗ. В.Эктел, 1996, 93 с.
[Вӗршӗн] хӑйӗн йӑхташӗсемпе пӗрле каллех чӑрлатса вӗҫме тытӑнать. А.Т.-Ыхра, 2000, 26 с.
ЙӖКЕХӲРЕ (ЙӖКЕ ХӲРЕ),
1.
Ҫ.п., астрол. Хӗвелтухӑҫ йӑлипе ҫулталӑксен ылмашӑвне кӑтартакан вуникӗ паллӑран пӗрремӗшӗ.
Йӗкехӳре ҫулӗнче ҫуралнисен асӑрханулӑхпа тимлӗх сахал. ЯБ, 1990, 1 /, 63 с.
Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче унта [Китайра] Йӗке хӳре ҫулӗ пуҫланать. Х-р, 23.01.1996, 3 с.
1996 ҫул, Йӗкехӳре ҫулӗ республикӑна харӑсах тӑватӑ генерал парне-ленӗччӗ. ҪХ, 1998, 1 /, 2 с.
2. Ҫ.п., астрол. Ҫак чӗрчунпа палӑртакан ҫулталӑкра ҫуралнӑ ҫын.
Йӗкехӳрен ҫынсемпе ҫураҫуллӑрах пулма вӗренмелле. Т-ш, 13.02.1991, 8 с.
Гороскоппа эпӗ —
Йӗке хӳре. ҪХ, 1999, 1 /, 12 с.
Пӗччен Йӗке хӳресем Качака ҫулӗнче юрату авӑрне сикеҫҫӗ. ҪХ, 2003, 2 /, 5 с.
ЙӖКӖЛТӲ,
п.в. Йӗкӗлтев, тӑрӑхлав, витлев.
Йӗкӗлтӳ, тарӑху, тавӑру ҫиҫӗмӗ ҫиҫсе илчӗ унӑн шӗл кӑвар сирпӗтен куҫӗнче. А.Талвир, 1965 (Никӗс), 284 с.
Ӑҫтан килет ҫак йӗкӗлтӳ. В.Тимаков //Х-р, 30.06.1995, 4 с.
ЙӖКӖРЕШ,
ҫ.п., астрол. Ҫулталӑк ҫаврӑмӗпе пыракан Хӗвел ҫав ятлӑ ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗнче чухне (22.V—21.VI) ҫуралнӑ ҫын.
Йӗкӗрешсен чи малтан хӑйсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла. Т-ш, 13.02.1991, 7 с.
Йӗкӗрешсене ҫемьери лару-тӑру пӑшӑрхан-тарӗ. ХС, 22.01.1999, 4 с.
Эпӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчен, гороскоппа — Йӗкӗреш. ҪХ, 1998, 52 /, 12 с.
Йӗкӗрешсем ... тунтикун туссемпе тӗл пулӗҫ. ҪХ-рӗ, 8.12.1999, 4 с.
— Зодиакӑн Йӗкӗрешсен палли (Х-р, 3.06.1992, 4 с.).
ЙӖПЛЕВ,
п.с. Тӑрӑхлани, сӑмахпа тӗртсе илни, йӗплесе калани; йӗплӗ сӑмах.
Йӗплев [Рубрика ячӗ]. Х-р, 7.11.1992.
Шӳтпе йӗплев мехелӗ-тутине аван чухлакан ӑстаҫӑ [
И.Тӑхти]. Г.Федоров, 1996, 90 с.
— ВЧС, 1971, 285 с.
ЙӖРКЕЛЕНӲ,
п.с. Обществӑлла пӗрлешӳ е патшалӑх учрежденийӗ; организаци.
Шупашкарти пӗчӗк хуҫалӑх йӗркеленӗвӗсен ассоциацийӗн генеральнӑй директорӗ. Х-р, 16.09.1992, 4 с.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Афганистан ветеранӗсен Раҫҫей Союзӗ» обществӑлла организацин Чӑваш Республикинчи йӗркеленӗвӗн правлени председателӗ. ҪХ, 1999, 13 /, 2 с.
—
танл., Егоров, 1954, 61 с.
ЙӖРКЕЛӲ, п.с. Пӗр-пӗр пулӑма пуҫарни, никӗслени; ӗҫ-пуҫа майласа-йӗркелесе пыни.
Кӑҫал иртнӗ йӗркелӳ сpездӗнче парти ... уставӗпе программине йышӑннӑ. Х-р, 24.08.1993, 3 с.
Йӗркелӳ ыйтӑвӗсене татса паратпӑр. Х-р, 19.01.1999, 1 с.
— йӗркелӳ комитечӗ (Д.Гордеев //КЯ, 14.12.1989, 4 с.; УС, 10.04.1998, 1 с.; Т-ш, 1999, 11 /, 1 с.); семинарӑн йӗркелӳ комитечӗ (Х-р, 4.08.1993, 1 с.); йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ (ҪХ, 23.10.1998, 1 с.);
— йӗркелӳ ӗҫӗ (Х-р, 27.06.1992, 1 с.); йӗркелӳ комиссийӗ (Х-р, 17.09.1996, 4 с.); йӗркелӳ докуменчӗсем (Х-р, 27.02.1997, 2 с.); йӗркелӳ пухӑвӗ (ҪХ, 1997, 46 /, 8 с.); йӗркелӳ конференцийӗ (Т-ш, 1998, 12 /, 1 с.); йӗркелӳ-тӗрӗслев управ-ленийӗ (Х-р, 6.03.1998, 2 с.); йӗркелӳ пайӗ (ҪХ, 1998, 44 /, 3 с.); йӗркелӳ ушкӑнӗ (Х-р, 17.03.2000, 4 с.);
— Егоров, 1936, 186 с.; Ашмарин, V, 147 с.
ЙӖРКЕЛӲҪӖ,
ҫ.с. 1. Пуҫарса яракан, никӗс хывакан ҫын; пуҫаруҫӑ, никӗслевҫӗ.
ЧНК йӗркелӳҫисенчен пӗрин В.Никитин-Станьялӑн интервьюне вуласа тухрӑм. Х-р, 23.07.1992, 2 с.
Йӗркелӳҫӗсене чӗнсе каласшӑн, фестивале сӳнме, пӗтме ан парӑр. ҪХ, 1999, 29 /. 2 с.
Н.Петров —
стилистика кафедрин йӗркелӳҫи. АМХ, 2001, 7—8 /, 9 с.
2. Йӗрке тӑвакан, йӗркелесе пыракан ҫын; йӗркеҫӗ.
Урамри ҫӳреве йӗркелекен —
йӗркелӳҫӗ.
Ҫ-т, 1998, 2 /, 28 с.
И.С.Мак-симов-Кошкинский —
йӗркелӳҫӗ кӑна мар, артист, режиссер, драматург, куҫаруҫӑ. ҪХ, 1998, 13 /, 1 с.
Хаҫатӑн агитатор, пропагандист, йӗркелӳҫӗ пулмалла тени... ҪХ, 1999, 3 /, 1 с.
— йӗркелӳҫӗ ӗҫӗ-хӗлӗ (Х-р, 9.10.1993, 2 с.); йӗркелӳҫӗ шайӗ (ҪХ, 17.04.1998, 2 с.); йӗркелӳҫӗ таланчӗ (ХШ, 1999, 4—5 /, 118 с.);
— ӑста йӗркелӳҫӗ (Т-ш, 1999, 4 /, 1 с.); лайӑх йӗркелӳҫӗ (ҪХ, 1999, 42 /, 12 с.); пурнӑҫ йӗркелӳҫи (Я-в, 1999, 2 /, 4 с.); туй йӗркелӳҫи (ҪХ, 2001, 31 /, 10 с.).
ЙӖРКЕПӖРЛӖХ, п.с. Илемлӗ хайлава (произведение) сӑмахран сӑмаха куҫарни; ансат куҫару.
Елена Серебро куҫаруҫӑ пирӗн валли шведларан йӗркепӗрлӗхсем туса хатӗрленӗ. Г.Айхи //Бельман, 1999, 6 с.
С.Репьях ... Ҫеҫпӗл Мишшин сӑвӑлла еткер-лӗхне Ю.Айташ тунӑ йӗркепӗрлӗхпе ҫӗнӗрен украинла куҫарчӗ. Ю.Сементер //Я-в, 1999, 11—12 /, 4 с.
Атте ... пысӑк поэма хайлать, йӗркепӗрлӗхсем хатӗрлет. ТА, 2003, 2 /, 53 с.
ЙОГ,
п.с. Йога вӗрентӗвне тытса пыракан, йога хусканӑвӗсене пурнӑҫлакан ҫын.
Йог яланах хӑраххӑн. Хӗрарӑмпа пурӑнмасть... Вӗрентӗвӗ хушмасть. Хв.Уяр, 1978, 213 с.
Хуравсене йогсен йӑлинче тупма пулать. Х-р, 24.09.1992, 4 с.
Кӳкеҫ йогӗ «Сам себе режиссер» телекӑларӑмра ҫӗнтернӗ. ҪХ, 2000, 37 /, 4 с.
Эпӗ ...
йог, ыратӑва туймастӑп. Ар, 2002, 13 /, 2 с.
— й огсен секцийӗ (К-н, 1982, 17 /, 11 с.); йог пултарулӑхӗ (Х-р, 3.09.1996, 4 с.);
ЙОГА,
ҫ.с. Авалхи Индирен килекен тӗнпе философи вӗрентӗвӗ ҫинче никӗсленнӗ ятарлӑ хусканусемпе хӑтланӑшсен пӗрлӗхӗ
. Хальхи вӑхӑтра йога шкулӗсенче арҫынна ар вӑрлӑхне кӑлармасӑрах оргазм туйма вӗрентеҫҫӗ. С-х, 2000, 17 /, 3 с.
Саккӑрти ача «Огонек», «Вокруг света» журналсенче йога гимнастики пирки вуласа пӗлнӗ. ҪХ, 2000, 37 /, 4 с.
— йога хусканӑвӗсем (ҪХ, 2000, 37 /, 4 с.); йогӑпа аппалан, йогӑпа кӑсӑклан (Х-р, 12.07.2002, 3 с.).
ЙОГУРТ,
ҫ.с. Улма-ҫырла сӗткенне ярса техӗмлетнӗ ҫӑра турӑх.
Нимӗҫсен технологийӗпе кунта [Москакассинче] йогурт хатӗрлеҫҫӗ. Х-р, 22.06.1995, 1 с.
«Шупашкар сӗт завочӗ» АО юлашки ҫулсенче ҫӗнӗ технологие алла илчӗ, ... халӗ унта йогурт та кӑлараҫҫӗ. ХС, 1999, 33 /, 2 с.
Кунсерен 150-шар грамм йогурт ҫини шӑнса пӑсӑласран сыхланма...
май парать. С-х, 1999, 1 /, 2 с
. Амалӑх умне йогуртпа е кефирпа ... сиплени чӑнах та кӑсӑк мел. С-х, 2000, 18 /, 4 с.
— йӳҫнӗ сӗтрен тунӑ йогурт (С-х, 1999, 19 /, 3 с.); улма-ҫырла йогурчӗ (С-х, 2000, 29 /, 3 с.); консервант хушнӑ йогурт (С-х, 2000, 41 /, 3 с.); ҫуллӑ йогурт (С-х, 2001, 11 /, 3 с.).
—
танл., югурт (П.Хусанкай, 1977, 272 с.).
ЙОДӐЛА,
ҫ.с. Йода хуш, йодӑпа пуянлат.
Шупашкарти «Агротех» ООО туса кӑларакан йодӑланӑ тӑвара сутлӑха хӑҫан хатӗрлени паллӑ мар. Х-р, 16.08.2000, 3 с.
ЙӲНЕЛӲ, ҫ.с. Хак чакни, тавар йӳнелни.
Варени тумалли тапхӑр ҫывхарнӑ май [сахӑрӑн] йӳнелӳ туртӑмӗ хавшасса та шанма май пур. ҪХ, 1998, 21 /, 2 с.
— йӳнелӳ процесӗ (ҪХ, 22.05.1998, 2 с.).
ЙӲРКӖН,
п.с. Куҫса ҫӳрекен, пӗр вырӑнта тӗпленсе пурӑнман (халӑх, йӑх).
Чӑваш халӑхӗ вырӑнта пурӑннӑ финн-угр йӑхӗсемпе ютран килнӗ йӳркӗн тӗрӗк халӑхӗсем хутшӑннипе пулса кайнӑ. XШ, 2000, 4 /, 106 с.
Тата куян чупса ҫӳрет унта —
пур йӳркӗн йӑх пекех ӑратлӑ. А.Т.-Ыхра, 2001, 67 с.
— йӳркӗн халӑх (Х-р, 21.11.1991).
ЙӲҪЕКЛЕТ,
п.в. Йӳҫеклентер, йӳҫеклӗх кӳр; йӳҫӗхтер, йӳҫӗт.
Анчах вӗсене [удобренисене] ҫеҫ хывни тӑпрана эрӗм пекех йӳҫеклетет. К-н, 1983, 2 /, 2 с.
Тӗнче мехелӗ ҫапла-ҫке, пурнӑҫа йӳҫеклетекенсем пур пулсан, ӑна тутлӑлантаракансем те пулмаллах. Н.Ишентей, 1997, 77 с.
ЙЫТӐ,
1. Ҫ.п., астрол. Хӗвелтухӑҫ йӑлипе ҫулталӑксен ыл-машӑвне кӑтартакан вуникӗ паллӑран вунпӗрмӗшӗ.
Хӑш-пӗр ҫӗршыв-сен календарӗсенче кашни ҫулталӑка выльӑх-чӗрлӗх тата тискер кайӑк ятне панӑ, ... Упӑте, Автан, Йытӑ, Сысна. КЯ, 15.05.1988, 4 с.
Ман тусӑм —
Йытӑ ҫулӗнче ҫуралнӑ Арӑслан. Т-ш, 1994, 27 /, 8 с.
2. Ҫ.п., астрол. Ҫак чӗрчунпа палӑртакан ҫулталӑкра ҫуралнӑ ҫын. Йыттӑн хӑйне ҫӑмӑлрах тытма, шӳтлеме вӗренмелле. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Йытӑ, Тигр пекех шанӑҫне ҫухатнӑскер, малалла вӑрттӑн кӗрешет. Х-р, 31.12.1992, 3 с. Йытӑсем ҫӗнӗ юлташсем тупӗҫ. ҪХ, 1998, 52 /, 7 с.
«
Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ