Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Йӗпреҫ


Йӗпреҫ, — Чӑваш Енри Йӗпреҫ районӗн тӗпӗ, поселок. 1999 ҫул пуҫламӑшӗнче кунта 9,5 пин ҫын пурӑннӑ (1959 ҫулта — 6,9 пин, 1989 ҫулта — 8,7 пин). Поселок ҫӳрчӗсем ытларах енӗпе пӗр хутлӑ. Нумай хутлӑ ҫӳртсем те курӑнкалаҫҫӗ.

Поселока Хусан - Харьков чугун ҫулне тунӑ ҫухне никӗсленӗ. Ку тӑрӑхра вӑрман пулнӑ, вӑрмана каснӑ ҫӗртре лесопилка туса лартнӑ. Поселок патӗнче ҫавӑн пекех кирпӗч кӑларма тӑм кӑлараҫҫӗ.

Поселокра 2 вӑтам шкул пур, шкул-интернат, районти культура ҫӳрчӗ, библиотека, ачасен ӳнер шкулӗ, краеведени музейӗ.


 
Категорисем: Йӗпреҫ районӗ, Йӗпреҫ

Тулли верси :: Статья каҫми