Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Йӑршу (юханшыв)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

ЙӑршуМӑн Ҫавал юппи, Шупашкар район ҫӗрӗпе юхать. Юханшыв Атайкасси патӗнче пуҫланать.

Юханшыв тӑршшӗ 42,3 ҫухрӑм, бассейн лаптӑкӗ — 255 ҫх2. Пӗлӗмӗшле илсен ытларах юр шывӗпе тулать. Чылай вырӑнта ӑна пӗвелесе лартнӑ.

Ӗлӗк юханшыв ҫинче чылай шыв арманӗ ӗҫленӗ — ваттисем асаилнӗ тӑрӑх вӗсен шучӗ 20 яхӑн пулнӑ.

Авалхи карттӑсенче «Ирекша», «Ырекшу» ятсемпе палӑртнӑ. Ҫавна май ӑна «ирӗк шу» пек ӑнланма пулать. Ҫавӑн пекех йӗрӗхпе ҫыхӑнтарни те, «йӗр» сӑмахпа ӑнлантарни те тӗл пулать.

Юпписем

Йӑршу юпписем пысӑках мар, ҫавна май чылайӑшӗн ячӗ те ҫук.

Пысӑкраххисем:

Ялсем

Юханшыв хӗрринерех ҫак ялсем вырнаҫнӑ:

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Мӑн Ҫавал юпписем, Йӑршу

Тулли верси :: Статья каҫми